04 июня 2009 г.
Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчех ĕçлеме пуçларĕ, анчах савăнăçлă лару-тăрура вăл виçĕм кун “Çеçпĕл” кинотеатрта уçăлчĕ. Сумлă, тĕнчипе паллă фестивальсен йĕркине хальхинче те пăсмарĕç: хăнасем - актерсемпе режиссерсем, жюри членĕсем... - хĕрлĕ кавир тăрăх утса кĕчĕç. Шупашкар çыннисем вĕсене алă çупса йышăнчĕç, фотожурналистсем çăлтăрсен кашни самантне ÿкерсе илме тăрăшрĕç.
Иккĕмĕш хут иртет Чăваш Енре пысăк шайри фестиваль. Çĕнĕ ĕçе йĕркелеме хăнăхса пыни куç умĕнчех - çак тапхăрта кăтартакан фильмсен шучĕ 80 ытла тата фестивале хутшăнакансен йышĕ те çавăн чухлех. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче çеç “Çеçпĕл” кинотеатра 35 артистпа режиссер, продюсер пынăччĕ. Аса илтерер: хăшĕ /Раççей халăх артисчĕсем Ирина Скобцева-Бондарчук, Юрий Чернов/ Шупашкарпа сыв пуллашма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, СССР халăх артисчĕ Эльдар Рязанов вара вĕçсе çеç çитнĕ.
Кино тусĕсем фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçнă самантра унăн президенчĕ, Раççей халăх артисчĕ Карен Шахназаров хăй пуласса кĕтнĕччĕ. Карен Георгиевич куракансемпе фестивале хутшăнакансене пысăк экранран саламларĕ. Сцена çинчи ытти ĕçе кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи, “Кинопроцесс” журналăн тĕп редакторĕ, Раççей кинематографи искусствисен академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров пурнăçласа пычĕ.
Вячеслав Юрьевич хăй енчен Шупашкар кинематографи енĕпе Раççейри çĕнĕ центр пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне унăн куракансен умне маларах асăннă 35 çынна чĕнсе кăларма тиврĕ. Эпир, паллах, пурин ятне те асăнаймăпăр. Акă камсем кăмăл тунă пирĕн шурă Шупашкарăмăра çитсе курма, унта пурăнакансемпе паллашма: ентешĕмĕр Александр Хван режиссер, Рустем Абдрашев кинорежиссер, Аида Соболева кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕсем Светлана Дружинина, Анатолий Мукасей, Юрий Грымов кинорежиссер, Елена Стишова кинокритик, Зола Пак композитор, Владимир Эйснер писатель, Алексей Герман-кĕçĕнни кинорежиссер... Илемлĕ фильмсен конкурсĕн председателĕ, Раççей халăх артисчĕ Родион Нахапетов вара Лос-Анджелесран васкаса çитнĕ. Çак çынна - режиссера, актера, сценариста, продюсера - тĕлĕнтерме пĕлмелле те мар пек. 40 ытла фильмра /“Живет такой парень”, “Раба любви”, “Перед закрытой дверью”, “Торпедоносцы”, “Валентина” тата ытти те/ ÿкерĕннĕ тата чылай ĕç кăларнă /“С тобою и без тебя”, “На край света”, “Враги”, “Не стреляйте в белых лебедей”, “О тебе”, “Зонтик для новобрачных...”/ çыншăн та Шупашкарта савăнмалли пулнă-мĕн. Пĕрремĕш сăлтавĕ - Атăл çинчи çак илемлĕ хулана çитсе курни, иккĕмĕшĕ - харăсах çакăн чухлĕ фильмпа паллашма май килни.
Документлă фильмсен конкурсĕн жюри председательне, публициста, кинокритика, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членне Алла Гербера та Шупашкар хăйĕн тирпейлĕхĕпе, хăтлăхĕпе, çыннисен тараватлăхĕпе тата ăшшипе килĕшнĕ. “Начар кăмăлпа тухнăччĕ Мускавран, сирĕн хулана çитрĕм те чун уçăлса кайрĕ”, - терĕ Алла Ефремовна.
Хăнасене, Шупашкара килсе çитнĕ тата фестивале хутшăнма кăмăл тунă çынсене, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов саламларĕ. Вăл “аслă” сăмахпа темиçе хут усă курни ахальтен мар пулĕ. “Çакăн пек аслă çынсен вăйĕпе кинофестивалĕн малашлăхĕ чăннипех аслă пулас шанăç пысăк”, - терĕ.
Çак шухăшах Раççей культура министрĕ Александр Авдеев та палăртнă. Унăн салам телеграмминче çакăн пек йĕркесем пур: “Асăннă пултарулăх проекчĕ, хăйĕн умне киноискусствăри талантлă произведенисене тупса палăртассине, хальхи тĕнчери нумай халăх пурнăçне çутатассине тĕп тĕллев вырăнне хураканскер, тăван культурăпа ăс-хакăла çĕнĕрен чĕртсе тăратас, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ”.
Мускав тата Пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл та Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль ячĕпе салам телеграмми янă.
“Патриотлăх, православи гуманизмĕн ыйтăвĕсем, тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасси, çемьен пахалăхне упраса хăварасси тĕрлĕ çĕршыври пултарулăх ушкăнĕсене шухăшлаттарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ вăл çырура. - Киноискусство паянхи çын шухăшлавне, тавра курăмне пысăк витĕм кÿрет. Ку енĕпе кинофестиваль çамрăк ăрăвăн православи тата патриотлăх енĕпе воспитани парасса шанатăп”.
Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн конкурс программине Юрий Грымовăн “Чужие” илемлĕ фильмĕ уçрĕ. Ăна мĕнле ÿкерни пирки режиссер пресс-конференцире тата студентсем валли ирттерекен мастер-класра тĕплĕнрех каласа кăтартĕ. Виктор Бычков актер вара асăннă фильмри хăйĕн ролĕ пирки çапларах шухăшлать: “Юрий Грымовăн лайăх пахалăх пур - вăл хăйĕн тĕнчине йĕркелет, куракана унăн “авăрне” илсе çитерет: çав тĕнче шайĕпе сывлаттарать, шухăшлаттарать. Эпĕ американ актерĕсемпе пĕрле вылярăм. Чи малтанах хам фильма мĕншĕн кирлине ăнланман та темелле. Ара, халиччен камитсене çеç хутшăннă та. Юрий Грымова шантăм. Вăл мана çак ĕç мĕншĕн кирли пирки 45 минут ăнлантарчĕ. Шăпах асăннă фильм хыççăн Турра ĕненме тытăнтăм. “Чужие” фильм вăрçă çинчен мар, вăрçă пулмалла марри пирки. Юрату, ăнлану кирлĕ. Тепĕр чухне вара çапăçасси, аркатасси юратассинчен те вăйлăрах-мĕн. Юрату - чи пысăк ĕç. Пĕр-пĕриншĕн нихăçан та ют пулар мар”.
Американсем тенĕрен, кинофестиваль йĕркелÿçисем Голливуд актерĕсен роликне хăйне майлă “чăвашлатнă”. Апла тĕнчипе палăрса тăракан çăлтăрсем те Шупашкаралла ăнтăласшăн пулсан фестивалĕн пуласлăхĕ çутă, аслă.
Источник: "Хыпар"