Чебоксарский международный кинофестиваль 2009ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГОЛЛИВУД ÇĂЛТĂРĔСЕМ ШУПАШКАРА ЛЕКМЕ ĔМĔТЛЕНЧЧĔР

04 июня 2009 г.

Ирина Скобцева-Бондарчук, Александр Хван, Эльдар Рязанов, Юрий Грымов, Алексей Герман кĕçĕнни, Светлана ДружиФнина, Виктор Бычков... Çак эрнере Шупашкар чăннипех çăлтăрсен хули пулса тăчĕ, Чăваш Енре халăхсен хушшинчи фестиваль иртнĕ май çĕр-шывĕпех, тĕнчипех палăрнă артистсем, режиссерсем, операторсем, ÿкерÿ процесне хутшăнакан ытти ăстасем пуçтарăнчĕç.

Конкурс икĕ номинаципе иртет: документлă тата илемлĕ фильм. Унсăр пуçне ачасене валли ятарлă программа кĕртнĕ.

Фестивале ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов уçрĕ, вăл хăнасене пирĕн пата килме вăхăт тупнăшăн тав турĕ.

Илемлĕ фильмсен жюри председателĕ Родион Нахапетов режиссер паян Америкăра пурăнать, Шупашкара вăл Лос-Анжелесран вĕçсе килнĕ. Вăл пĕрремĕш хут Чăваш Ене килнипе тата тÿрех çакăн чухлĕ фильм курма май пуррипе хĕпĕртенĕ. Документлă фильмсен жюри председателĕ Алла Гербер кинокритик халĕ документ, факт пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Чи паллă фильмсенчи кадрсенчен тунă кĕске картина вара залта пухăннă кашни çыннăн ĕмĕтне палăртрĕ-тĕр. Раççейре чи лайăх фильмсем ÿкереççĕ, Голливуд çăлтăрĕсем унта хутшăнма ĕмĕтленеççĕ. Шупашкарти кинофестиваль вара – чи сумли, чи вăйли... Çак фантастика чăнлăха çаврăнасса шанатпăр.

Фестиваль çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче çеç уçăлмаллаччĕ пулин те мероприятисен пĕр пайĕ çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчех иртрĕ. Ирина Скобцева-Бондарчук Чăваш Ене Сергей Бондарчукăн çĕнетсе тĕспе сăрланă “Война и мир” фильмĕпе килнĕ. “Оскар” çĕнсе илнĕскер паян та чи нумай сутăннă фильмсенчен пĕри шутланать, пĕрремĕш çулхине çеç картинăна 95 çĕр-шыв туяннă. Халĕ час-час “Война и мир” тĕнчери чи хаклă фильм теççĕ пулин те Ирина Константиновна çак сăмахсемпе килĕшмест. “Укçа енчен мар, çынсен ĕçĕпе хаклă”, – ăнлантарать актриса. Ун чухне бюджетра палăртнинчен ытларах ниепле те илеймен. Нумай япалана чунран тунă, укçасăрах. Калăпăр, çар тÿлевсĕрех ÿкерĕннĕ.

Фильмра чăнлăха сăнлама тăрăшнă, çавăнпах историллĕ япаласем кĕртнĕ. Пĕр сценăра Кутузовпа калаçнă чухне Багратион табакерка çавăрса ларать, ăна Кремльти музейран сехетлĕхе “Мосфильма” ÿкерме илсе килнĕ. Цирк ăсти Наталья Дурова, калăпăр, килĕнчи Карели хурăнĕнчен тунă сĕтел-пуканне панă. Наташа Ростовăна вылянă Ирина Константиновна валли те кĕпе çĕленĕ чухне 19-мĕш ĕмĕрти чĕнтĕрпе усă курнă. Паллах, пĕр кĕпелĕхех пулман вăл, пĕр енне çеç çĕлесе хунă. Актриса тепĕр енне çаврăнсанах камера сÿннĕ. Çапла майпа кино истори тĕрĕслĕхне сыхласа хăварнă. Ун чухнех Бондарчука Кремльте ÿкерме ирĕк параççĕ текенсем те, ăмсанакансем те тупăннă. Çук-мĕн, “Мосфильмра” декорацисем тунă, çуртасем çутнăран павильон мунчана аса илтернĕ. Сывлăш çитменрен вăхăт-вăхăт кислород палаткине кĕрсе сывланă. Паллах, журналистсене Ирина Константиновна сăн-пит, чун илемне мĕнле майпа сыхласа хăварма пултарни те кăсăклантарчĕ. “20 çул кинематографи институтĕнче ĕçленĕрен çамрăксемпе хутшăннă эпĕ”, – ăнлантарать актриса. Ун шучĕпе, паян чăн-чăн актерсем сахал. Пурте пĕр пек. Скобцева вара хăйĕн пирки нихăçан та шухăшламан-мĕн. Куллен ĕçленĕ, “Война и мир” картинăн кашни самантне малтан мăшăрĕпе килте выляса пăхнă. Паян Ирина Скобцевăпа Сергей Бондарчук ĕçне ывăлĕпе хĕрĕ тăсаççĕ. Малтанах ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулнă-ха. Асли, Алена, института та ют хушаматпа кайнă. Пĕр кулăшла саманта халĕ те час-часах аса илеççĕ вĕсен çемйинче. Абитуриентсем экзамен умĕн алăк умĕнче хăйсен черетне кĕтнĕ. “Алена, пĕтрĕмĕр, унта Бондарчук килнĕ тет”, – тенĕ тин туслашнă тусĕсенчен пĕри. Пĕр вăхăт театрта ĕçленĕ хыççăн вăл Совет Союзĕнчен тухса кайнă. Таврăнсан “Бедная Настя” фильмра ÿке- рĕннĕ. Ирина Константиновна шучĕпе, вăл ашшĕнчен драма артисчĕн талантне илнĕ. “Паян ун пек никам та вылямасть, роль вĕреннипех çырлахаççĕ”, – пĕтĕмлетÿ тăвать амăшĕ. Ывăлĕн Федьăн пултарулăхĕ туллин уçăлман тесе шухăшлать вăл. Унăн сасси çав тери илемлĕ-мĕн. Ирина Константиновна ывăлĕн “Обитаемый остров” картинине ăнсăртран лекнине те аса илчĕ. Федор шăнкăравланă та: “Анне, актерсем суйлатпăр, текст вуласа пулăшма килеетĕн-и?” – тесе ыйтнă. Çакăн хыççăн ÿкерĕнĕве чĕнессе те шаннă амăшĕ. Кĕтсе илеймен. Премьерăна килнĕ те картинăра хăйне курнă, 50 çулхи опыт тÿрех ÿкерме май панă иккен. Аленăн ывăлĕ Константин Крюков та чылай картинăра ÿке- рĕннĕ. “Эпир пурте çак “вируспа чирлĕ”, – пĕтĕмлетет актриса.

Раççей халăх артисчĕ Юрий Чернов, “Ширли-мырли”, “Доживем до понедельника” картинăсенче ÿкерĕннĕскер, ачасемпе тĕл пулчĕ. Вăл цирк училищинче вĕреннĕ май яланах пĕчĕк куракансемпе ĕçлеме юратнă. Çавăнпах хăй вăхăтĕнче “Праздник каждый день”, “Спокойной ночи, малыши” передачăсене ертсе пынă. Совет Союзĕ чухнех вăл çĕр-шывĕпех тĕл пулусем ирттернĕ. Паян та тĕрлĕ хулана хаваспах тухса çÿрет, Шупашкара хĕрĕн çуралнă кунĕ пулнине пăхмасăрах килнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ачасем улшăннине пуринчен аван курать вăл. Унччен кам артист пуласшăн тесе ыйтсан пурте алă çĕкленĕ пулсан паян ытларахăшĕ банкир ĕçĕ пирки ĕмĕтленет-мĕн. Юлашки çулсенче Раççейре юмахсем, ача-пăча фильм- ĕсем ÿкерменнишĕн хурланать Юрий Николаевич. Çамрăк ăру Василиса Премудрая, Кощей Бессмертный, Баба Яга камне пĕлмест те, вĕсемшĕн Америка кăларакан хăрушă картинăсенчи сăнарсем çывăхрах. Ача-пăча фильмĕсем ÿкернĕ студисем пурте тенĕ пекех хупăннине курса хурланать вăл. Çапах та пуçне усмасть актер, сусăр ачасен “Филантроп” конкурсĕн жюри членĕ пулнă май вĕсен вăйĕнчен тĕлĕнме пăрахмасть, хăй те малалла ĕçлеме хавхалану илет. Халĕ Юрий Николаевич “Паянхи пьеса шкулĕ” театрта ĕçлет.

Источник: "Тантăш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика