ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Вакансисен Пĕтĕм Раççейри çĕнĕ порталĕ уçăлнă

28 июля 2015 г.

Вакансисен Пĕтĕм Раççейри çĕнĕ порталĕ уçăлнă

Раççейре "Раççейри ĕç" /trudvsem.ru./ рекрутинглă портал ĕçлеме тытăннă. Вăл - гражданина ĕç тупма пулăшнипе пĕрлех ĕçпе тивĕçтерекене хăйне кирлĕ специалистсене суйласа илме май паракан сайт. Ĕçлевпе çыхăннă ытти порталпа танлаштарсан унăн сервисĕпе пурте тÿлевсĕр усă кураяççĕ.

Сайтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен вакансийĕсене кăна мар, ĕç сĕнекенсем панисене те, çавăн пекех вырăн шырассипе тата суйлассипе çыхăннă порталсенчен илнисене те пухнă. Унта хăй пирки резюме е ваканси вырнаçтарас текен çыннăн ытти сайтпа усă курнă чухнехи пекех малтан регистрациленмелле. Кăтартусене патшалăх пулăшăвĕн порталне лартсан çÿлерех асăннă сайта кĕме пулать.

Ĕç шыракан çырăнтару йĕркелесен ăна Раççейĕн кирек хăш регионĕнчи хăйне юрăхлă вакансисем çинчен информаци ярса параççĕ.

Ытти регионта вырăн суйласа илнисем ĕçпе тивĕçтерекенпе Skype пулăшнипе дистанци мелĕпе те çыхăнса калаçса татăлма пултараççĕ.

Ĕç сĕнекенсем вакансисене унта вырнаçтарнипе пĕрлех кирлĕ специалиста хăйсем шыраса суйласа илееççĕ.

Ĕç шыранисĕр тата суйланисĕр пуçне сайтра информаци пайĕ пур, унта вăл е ку регион илĕртÿлĕхĕ, пурăнмалли вырăн, шалу, хаксен шайĕ пирки пĕлме пулать.

Порталăн сумлă клиенчĕсен йышне "Газпром" АУО, патшалăхăн "Ростех" корпорацийĕ, "Раççей почти" ФПУП тата "РЖД" АУО кĕнĕ те ĕнтĕ. Headhunter тата Job.ru сайтсем те порталпа килĕшÿ çирĕплетнĕ.

"Раççейри ĕç" порталта интереслентерекен вакансисем сĕнекен регионти предприяти-организаци ăçтарах ларнипе, çавăн пекех социаллă инфратытăм объекчĕсем - ача сачĕсем, шкулсем, медицина учрежденийĕсем - çинчен пĕлмешкĕн май килет, çапла тумашкăн унăн интерактивлă карта пур.

Портал çĕнĕлĕхĕ - ăна шырав системисемпе çыхăнтарни. Тĕслĕхрен, тепĕр хулара ĕç суйласа илнĕ çыннăн унта куçса каймалла пулса тухсан "Яндекс" тăрăх çав вырăнти инфратытăма тĕпчеме пултарать.

Кунтах Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен официаллă контакчĕсене кĕртнĕ, çавăн пекех вĕсемпе тĕплĕн паллаштаракан информацие кăтартаççĕ.

Портала федерацин "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - ĕç ресурсĕсен куçăмне ÿстермешкĕн тивĕçлĕ услови туса парасси.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика