ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Тĕп ыйту - коррупципе кĕрешесси

21 июля 2015 г.

Тĕп ыйту - коррупципе кĕрешесси

Кăçалхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче иртнĕ семинар-канашлура сÿтсе явнă тĕп ыйту - халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвĕ панă чухне коррупципе кĕрешесси. Курав мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие ĕçлев центрĕсен директорĕсем, тĕп бухгалтерĕсем тата яваплă специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Калаçăва пуçланă май Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Т.Михайлова влаç органĕсенче коррупципе кĕрешмелли мероприятисене йĕркелес енĕпе профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

Асăннă тытăмăн правăпа тивĕçтерекен тата кадр политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Михалукова коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсемпе тата йĕркене пăснă тĕслĕхсемшĕн явап тытакансем камсем пулнипе паллаштарчĕ.

Паянхи кун тĕлне коррупципе кĕрешмелли тĕп документ федерацин 2008 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчи "Коррупципе кĕрешесси" 273-мĕш саккунĕ пулса тăрать. Унта палăртнă тăрăх - коррупци шутне служба вырăнĕпе хăйне кирлĕ пек усă курни, взятка пани тата ăна илни, полномочисемпе иртĕхни, коммерци тĕлĕшĕнчен сутăн илни тата хăйсене пайталлă пултăр тесе патшалăхпа обществăн саккунлă интересĕсемпе килĕшсе тăман ĕçсем туни шутланать. Çакнашкал пулăмран хăтарас тĕллевпе ăна профилактикăлакан тата унпа кĕрешекен, коррупци тĕлĕшпе право йĕркине пăснине минимизацилекен тата вăл кÿнĕ сиене сирекен патшалăх влаçĕн федераци органĕсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, гражданла общество институчĕсем, организацисемпе уйрăм çынсем ĕçлеççĕ.

Федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн гражданĕсем, ют патшалăх гражданĕсем тата гражданлăх çук çынсем коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунăшăн уголовлă, административлă, гражданла право тата дисциплинарлă яваплăх тытаççĕ.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа контрольпе аудит секторĕн специалист-эксперчĕ А.Кириллова тухса калаçрĕ. Вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмăн ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденийĕсенче - служба центрĕсенче - коррупциллĕ пысăк теветкеллĕх пулăмĕсене тупса палăртас тĕллевпе ирттернĕ тĕрĕслевсем пирки каласа пачĕ. Пĕтĕмлетÿсене тишкерни коррупогенлă факторсем халăха ĕçе вырнаçтармашкăн патшалăх пулăшăвĕ панă, патшалăх саккасĕсене вырнаçтарнă чухне тата финанспа хуçалăх тытăмĕнче вăй илме пултараççĕ. Унашкал пулăмсене сирес тесе служба центрĕсен ĕç-хĕлне çутатакан информацисене уççăнлăхпа тата пурне усă курма пултараслăхпа тивĕçтермелле.

2015 çулхи май уйăхĕнче служба центрĕсен ĕç-хĕлне, çав шутра финанс тытăмне тĕрĕслес тата контрольлес функцие Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин контроль тата аудит секторне шанса панă.

Планпа килĕшÿллĕн 2015 çулта халăх ĕçлевĕпе çыхăннă саккунсене пăхăннине уçăмлатмашкăн службăн вырăнти учрежденийĕсене тăхăр хут тĕрĕсленĕ. Коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхе пĕринче те тупса палăртман.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика