ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Çамрăк çыннăм, çулла ĕçре пиçĕх

11 июня 2015 г.

Çамрăк çыннăм, çулла ĕçре пиçĕх

Паянхи çул çитмен çамрăксем - çĕршывăн ыранхи кадр потенциалĕ. Тапса тăракан вăй-хала "тĕрĕс çулпа" чуптармашкăн вĕсене çитĕннĕ çыннăн чăн-чăн туртăмне - тÿлевлĕ ĕç - тупмашкăн пулăшмалла.

Ĕçлев службин органĕсем сĕнекен патшалăх пулăшăвĕн переченьне 14-18 çулсенчи çамрăксем валли вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх вырăн йĕркелесси те кĕрет.

Çул çитменнисене вăхăтлăх ĕç тупса парасси çулталăкĕпех тăсăлать. Çапах та вĕренÿрен пушă чухне вăй хурас кăмăл пуррисемшĕн çак самант çуллахи каникул кунĕсемпе пĕр килет.

Ачасене вĕренÿрен ирĕклĕ чухне ĕçе хутшăнтарни пурнăçăн шуçлак çулĕ çине тăрассинчен хăтаракан хăйнеевĕрлĕ профилактика шутланать, вĕсене урам, криминал тытăмĕн витĕмĕнчен сирет, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Вăхăтлăх вырăн тупса пани çул çитмен çамрăксене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме май панипе пĕрлех хăйсем ĕç рынокĕнче кирлĕ пулнине тата усăллине туйма пулăшать. Ĕçе вырнаçас тĕллевлĕ ачасен хăйсем пурăнакан çĕрти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çак документсене памалла:

- патшалăх пулăшăвĕ памашкăн е сĕнекен патшалăх пулăшăвĕпе килĕшни пирки çырнă заявлени*

- Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕ е ăна ылмаштаракан документ, ют çĕршыв гражданинĕ, гражданлăхсăр çын кам пулнине ĕнентерекен документ*

- саккун йĕркипе панă, сĕнекен тата унăн условийĕсене кăтартнă харпăр хăй реабилитацийĕн программи /инвалид шутланакан граждансем валли/.

14-18 çулсенчи çамрăксен вăхăтлăх вырнаçнă чухне ĕçпе тивĕçтерекене кăтартмалли документсен переченĕ:

- халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр панă направлени*

- ĕçе йышăнмашкăн ыйтса çырнă заявлени*

- Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕ е ăна ылмаштаракан документ, ют çĕршыв гражданинĕ, гражданлăхсăр çын кам пулнине ĕнентерекен документ*

- ĕç кĕнеки тата патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви /пур-тăк/*

- ашшĕ-амăшĕнчен пĕри /опекун, попечитель/ çăмăл ĕçе пурнăçламашкăн вăхăтлăх килĕшÿ тума ирĕк пани*

- опекăпа попечительлĕх органĕ ĕç килĕшĕвĕ тума ирĕк пани /16 çул тултарман çамрăксем валли/*

- сывлăх пирки медицина справки /086/у формăпа/*

- харпăр хăй реабилитацийĕн программи /инвалид шутланакан граждансем валли/*

- налук тÿлекенĕн харпăр хăйĕн идентификаци номерĕ /ИНН/.

2015 çулта ĕçлев службин органĕсем çул çитмен 16100 çамрăка вăхăтлăх вырăн тупса пама палăртнă. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисене ирттермешкĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен 9012,9 пин тенкĕ ямалла.

Унсăр пуçне республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен бюджечĕсенчен асăннă мероприятисене пурнăçламашкăн 3,8 млн тенкĕ уйăрмалла. Шупашкар /1500 пин/, Çĕнĕ Шупашкар /260 пин/, Канаш /200 пин/ хулисен, Канаш /300 пин/ тата Шупашкар /250 пин/ районĕсен администрацийĕсем уйрăмах нумай тăкакланаççĕ.

14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта ĕçе хутшăнтармашкăн вĕрентÿ, социаллă хÿтлĕх, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисемпе тата подразделенисемпе килĕшсе татăлаççĕ.

Çул çитмен çамрăксен вăхăтлăх ĕçне харпăрлăхăн тĕрлĕ формиллĕ учреждени-организацире ĕçпе тивĕçтерекенсем те служба центрĕсем çирĕплетнĕ килĕшĕве тĕпе хурса йĕркелеççĕ.

2015 çулхи январь-май уйăхĕсенче ĕçлев центрĕсем республикăри предприятисемпе çул çитменнисене вăхăтлăх йышмашкăн 421 килĕшÿ тунă, вĕсем тăрăх 6212 ачана вĕренÿрен пушă вăхăтра вăй хумашкăн вырнаçтарнă.

Асăннă мероприятие пурнăçа кĕртмешкĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен - 2357,9 пин, вырăнти бюджетсенчен - 1133,3 пин, ĕçпе тивĕçтерекенсен укçине 398 пин тенкĕ тăкакланă.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ. Сăмахран, асăннă тапхăрта çак категорие кĕрекен 4382 ачана е мероприятисене хутшăннисен 70,5 процентне ĕç тупма пулăшнă.

Ĕçлев служби çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕн тулли спектрне сĕнме хатĕр. Вĕсене тивĕçмешкĕн хăвăр пурăнакан çĕрти служба органне пымалла. Унти квалификациллĕ специалистсем ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва ăнлантараççĕ, професси вĕренĕвне илмешкĕн тата ĕçе вырнаçмашкăн кирлĕ консультаци параççĕ.

Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /www.gosuslugi.ru/14-18 çулсенчи çамрăксем валли вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕç йĕркелесси пирки электронлă майпа пĕлме пулать. Çакă унăн пахалăхне ÿстерет тата ăна вăхăтра тивĕçме май парать. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин официаллă сайтĕнче пулăшăва электронлă майпа илмелли пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика