ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Ваканси ярмăрккисем йыхравлаççĕ

06 сентября 2014 г.

Чăваш Республикинчи Ĕçлев патшалăх служби граждансене республика тулашĕнче ĕçе вырнаçтарма Мускав, Волгоград, Воронеж, Чул хула облаçĕсемпе, ытти регионпа килĕшсе татăлнă. 2014 çулта Чăваш Енри 1115 çынна çапла майпа ĕçе вырнаçтарма палăртнă.

Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи организацисем республикăра вакансисен ярмăрккине ирттерме сĕнчĕç. «Конфаэль. Коллекция» ООО 13 çул ытла çынсене сезон вăхăтĕнче ĕçе илет. Фабрикăна шăккалатпа мармеладран пылак çимĕç хатĕрлеме, изделисене маркăлама, канфетсене хитре хутпа чĕркеме тата ытти ĕçе пурнăçлама арçынсемпе хĕрарăмсем кирлĕ. Çавăн пекех ПК операторĕсем, грузчиксемпе заливщиксем çитмеççĕ. Предприяти пĕтĕмпе 80 ваканси тăратнă. Общежитие тÿлевсĕр вырнаçтараççĕ, икĕ хутчен апатлантараççĕ, çул укçине саплаштараççĕ, ĕç тумĕ параççĕ. Шалу - 25 пин тенкĕ ытла.

«Жилищник района Москворечье-Сабурово» ГБУ Мускав хулин çак территорийĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри ĕç-хĕле /çак шутра нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрасси те/ пурнăçлать, тавралăха тасатса тирпейлет, коммуналлă тата инженери инфратытăмĕн объекчĕсене пăхса тăрать. Ку организацие сварщиксем, платниксем, сантехниксем, слесарьсем, тирпейлÿçĕсем, картиш тасатакансем кирлĕ. Пĕтĕмпе - 100 ваканси. Ĕç укçийĕ - 23-30 пин тенкĕ. Общежитире тÿлевсĕр пурăнтараççĕ.

Вакансисен ярмăрккисем авăн уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенчи тата Етĕрне районĕнчи ĕçлев центрĕсенче иртеççĕ. ЧР Ĕçлев службин ĕç вăйĕн миграцийĕн секторĕпе /тел. 37-54-92/ е пурăнакан вырăнти ĕçлев центрĕсемпе çыхăнса тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.

Кăмăл пуррисене ваканси ярмăрккисене çитсе курма йыхравлатпăр!

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика