ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Ыйту-хурав

01 апреля 2014 г.

Тулли виçепе

 

Йывăр чире пула больничнăй лист пачĕç. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх - сиплев пилĕк уйăха яхăн тăсăлмалла. Ĕçлев центрĕнче учетра сыхланса юлас тесен манăн мĕн тумалла? Кун пек чухне ĕçсĕрлĕх пособийĕн виçи мĕнле пулать?

Людмила.

Шупашкар хули.

 

Ĕçсĕр тесе служба органĕнче регистрациленĕ гражданина унта сăлтавсăр чылай вăхăт /пĕр уйăх ытла/ пыманшăн федерацин "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунĕн 34-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн учетран кăларма пултараççĕ. Çавна май ĕçлес пултарулăха çухатни пирки сирĕн центра пĕлтермелле. Регистрацие çĕнĕрен палăртмалли вăхăта пăсман пулсан ĕçлеме пултарайманнине ĕнентерекен листа çитерсе панă хыççăн саккун йĕркипе çирĕплетнĕ пособие тулли виçепе тÿлеççĕ.

 

Пособие хăçанччен тÿлеççĕ?

 

Ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлемелли тапхăра мĕнле палăртаççĕ?

 

Валентина.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

 

Ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлемелли тапхăр гражданинăн пĕтĕмĕшле стажĕпе çыхăннă. Ку кăтарту ÿсĕм çитнипе пенсие /çав шутра - çăмăллăхлă условисемпе/ тухма ирĕк паракан стажран ытларах тăк асăннă пособие тÿлемелли тапхăр ирттерсе ĕçленĕ кашни çулталăкшăн календарьлĕ икĕ эрне чухлĕ вăрăмланать. Анчах та пособие тивĕçмелли пĕтĕмĕшле вăхăтăн тăсăмĕ календарьлĕ 36 уйăхра календарьлĕ 24 уйăхран ытлашши пулмалла мар.

Ытти чухне çак вăхăт календарьлĕ 18 уйăхра пĕтĕмпе 12 уйăхран иртмест. Енчен те ĕçсĕрлĕхĕн 18 уйăхĕнче те гражданина вырнаçтарма май килмесен вăл асăннă пособие тепĕр хут - чи пĕчĕк виçепе - тивĕçмелли ирĕкпе усă курать.

 

Предприятие хупсан...

Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускра лартнă вăхăтра предприятие хупнипе мана ĕçрен кăларса ячĕç. Кун пек чухне çĕнĕ вырăн тупиччен ĕçпе тивĕçтерекен центрта икĕ эрне иртиччен учета тăма юрать-и?

 

Любовь.

Çĕнĕ Шупашкар хули.

 

Ачана пăхмашкăн илнĕ отпуск вăхăтĕнче предприятие хупнипе ĕçрен кăларса янă хĕрарăмсене учета илесси ĕçлев тытăмĕнче вăйра тăракан саккунсем /çав шутра "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккун/, тивĕçлĕ ĕç шырас тĕллевлĕ граждансене регистрацилемелли, ĕçсĕр граждансене учета илмелли тата тивĕçлĕ ĕç суйламалли требованисен Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 891-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ пĕтĕмĕшле йĕркепе пурнăçланать. Çавăнпа пĕрлех граждансен асăннă категорийĕ тĕлĕшпе çирĕплетнĕ уйрăмлăх та пур. "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунăн 3-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн вырăн шыракан тата унта тăрăшма хатĕр вăй питти граждансене ĕçсĕр тесе йышăнаççĕ. Ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи отпусксем вăхăчĕшĕн ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен лист пани служба органне хĕрарăмсен асăннă категорине ĕçсĕр тесе йышăнма чăрмантарать. Анчах та вĕсем çÿлерех асăннă сăлтавпа кăларса янă хыççăн календарьлĕ 14 кун иртиччен юрăхлă ĕç шырас шухăшпа пынă ача амăшне регистрацилемесĕр тăма пултараймаççĕ. Енчен те ăна малтанхи вырăнтан кăларса янăранпа 3 уйăх иртиччен ĕçлĕ туман тăк служба органĕ юлашки ĕç вырăнĕ тĕлĕшпе тăратмашкăн справка парать. Хĕрарăм ĕç шырамасан тата ăна пуçăнма хатĕр пулмасан кунашкал документа тивĕçеймест.

Ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсем тĕлĕшпе лару-тăру çакăн пек: ачаллă граждансене патшалăх пулăшăвĕ памалли тата тÿлемелли йĕркепе условисем тăрăх /вĕсене Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин 2009 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 1012-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ/ ача пăхнăшăн уйăхсерен тивĕçмелли укçана хирĕçлесен кăна ăна ĕçсĕрлĕх пособийĕ пама пултараççĕ, урăхла каласан унăн икĕ тÿлеврен пĕрне суйлама ирĕк пур. Вăл уйăхсерен ача укçи илсе тăрас тет тĕк ĕçлев органĕ ĕçсĕрлĕх пособийĕпе тивĕçтерменни пирки Социаллă страховани фончĕн территори органне тăратмашкăн справка парать.

Источник: "Хыпар"

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика