ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Кирлĕ профессие вĕренĕр

18 апреля 2013 г.

Ăна суйланă чух хăвăрăн пултарулăхăра тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илĕр

Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи Сергей ДИМИТРИЕВ, паллах, хăш профессисем кирлине палăртас тĕлĕшпе авторитетлă эксперт шутланать. 2012 çулта кăна вăл ертсе пыракан ведомство республикăн 42 пин гражданинне ĕç тупма пулăшнă. Сергей Петровичпа «Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ Валентина Поливцева курнăçса калаçнă.

- Вуз, колледж пĕтернĕ хыççăн çамрăксем ĕçлев службине йышлăн пыраççĕ-и?

- Паян республикăн ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă, ĕç шыракан кашни çын пуçне виçĕ ытла ваканси тивет, çавна май выпускниксемшĕн ĕç тупасси йывăр мар. Паллах, профессипе квалификаци тĕлĕшпе шайлашу çителĕксĕрри сисĕнет. Вăрттăнлăх мар, тин çеç вĕренсе пĕтернĕ экономистсене, юристсене, менеджерсене, бухгалтерсене йывăртарах килет, вĕсен йышĕ пирĕн республикăра кăна мар, Раççейĕпех кирлинчен ытлашши. Çапах çакна та палăртмалла: лайăх вĕренÿ учрежденийĕсенче çак профессисемпе паха пĕлÿ илнисем кирлĕ, вĕсем ăнăçлă вырнаçаççĕ. Ĕçсĕр выпускниксен шутне танлаштарса пăхас тăк - паянхи куна 164 çынна регистрациленĕ, çулталăк каялла вара çак йыш 281 çынпа танлашнă. Ĕçсĕр выпускниксен пĕтĕмĕшле йышĕн 51,8% аслă шкул пĕтернĕ, 23,7% - вăтам, 16,5% - пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче пĕлÿ илнĕ, 8% - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул хыççăн. 

Паян выпускниксен шучĕ халăха ĕçпе вырнаçтаракан служба органĕсенче официаллă майпа регистрациленисен пĕтĕмĕшле йышĕн 2,8% танлашать, çулталăк каялла 3,4% пулнă. 

- Республикăра çамрăксем валли мĕнле вакансисем пур, вĕсем ăçта ытларах кирлĕ?

- Çулталăк пуçланнăранпа ĕç паракансем ĕçлев службин органĕсен Вакансисен банкне 23204 ваканси панă. Вĕсен 80% ытла - рабочисен профессийĕсемпе, специальноçĕсемпе.

Палăртам: паян шăпах çамрăк кадрсем кирлĕ. Строительство профессийĕсене алла илнĕ ăста рабочисене - сварщиксене, электромонтажниксене, каменщиксене, платниксене, отделочниксене - нумай ыйтаççĕ. Органиазцисене сутуçăсем, пекарьсем, кондитерсем, çĕвĕçсем, водительсем кирлĕ. 

Служащисемпе специалистсен профессийĕсене илес тĕк - инженерсем, конструкторсем, дизайнерсем, программистсем, информаци технологийĕсен специалисчĕсем, тĕрлĕ специализаци врачĕсем, конструкторсем, преподавательсем, страхлакан агентсем, суту-илÿ представителĕсм, вăтам медперсонал, ачасен шкул умĕнхи учрежденийĕсен воспитателĕсем тата ыттисем çитмеççĕ.

- Ĕç паракансем ялан тенĕ пекех тÿрех опытлă сотрудниксем кирлине палăртаççĕ. Çамрăксен мĕн тумалла вара, ăçта опыт пухмалла? Ĕçлев службин органĕсем вĕсене мĕнпе пулăшма пултараççĕ? 

- «Ялан тенĕ пекех тÿрех» тенипе килĕшместĕп. Малашлăха курса тăракан ертÿçĕсем опытсăр выпускниксене хапăл тусах ĕçе йышăнаççĕ кăна мар, производство практики валли аслă курссен чи маттур та пултаруллă студенчĕсене суйласа илес тĕллевпе вĕренÿ заведенийĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Паллах, хăйсен пĕлĕвне, професси тата ĕç пахалăхĕсене кăтартнă май çав çамрăксем диплом илнĕ хыççăн тÿрех карьера тĕлĕшпе ăнăçлă старт тăваççĕ. Ĕç паракан çамрăк çыннăн, ĕнерхи выпускникăн, опыт çукки çине йăвантарать тĕк, эппин, ытларах чухне ăна вĕренÿ пахалăхĕ, пĕлÿ шайĕ, выпускникăн хăйĕн хавхалану çукки тивĕçтермест. Çыннăн хăйне тĕрĕс хак памалла, паянхи ĕç рынокĕ хăвăрт улшăннине, ăна экономика, социаллă сфера аталанăвĕнчи, тĕнче экономикинчи тата политика конъюнктуринчи мĕн пур туртăм витĕм кÿнине ăнланмалла. Ĕç рынокĕнчи вакансисене йышăнма ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ сферинчи пĕлĕвĕн анлă спектрĕ, çав вăхăтрах ансăр профильпе çыхăннă пĕлÿ кирлĕ, çĕнĕ условисене хăвăрт хăнăхма пĕлмелле, професси енĕпе яланах аталанма тăрăшмалла. 

Сĕнÿ вырăнне: çамрăк специалист пысăк шалу ыйтни ĕç паракана тÿрех пистерме пултарать. Кирек мĕнле пулсан та специалистăн ĕçе хăнăхмалла, вĕренмелле, хăйĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартмалла. Лайăх специалистсене вара кирек хăш сферăра та хаклаççĕ, тивĕçлĕ шалу тÿлеççĕ. Çав вăхăтрах ĕç параканăн та шалу ÿсессипе, служба картлашкисем тăрăх çÿлелле çĕкленессипе çыхăннă малашлăха ăнлантарса пама пĕлмелле.

Ĕçлев службин органĕсем выпускниксене ĕçе вырнаçас енĕпе кÿрекен пулăшу ĕçĕсенчен пĕри - илнĕ профессие кура тивĕçлĕ ĕç сĕнесси. Пĕлтĕр эпир 1093 выпускнике ĕçе вырнаçтарнă, кăçалхи виçĕ уйăхра - 162 çынна. Çак тĕллевпе Вакансисен банкĕпе усă куратпăр, вакансисен ятарлă ярмăрккисене йĕркелетпĕр. Вăтам тата пуçламăш професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсене пĕтернĕ 18-20 çулсенчи çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшас тĕллевпе «Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ» программăна пурнăçлатпăр. 2012 çулта çак программăпа 250 çынна ĕçе вырнаçтарнă, кăçал - 26 çамрăка. Программăна хутшăннă тапхăрта, ытларах чухне вăл 6 уйăха тăсăлать, ĕç паракан ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçерен кая мар паракан шалу çумне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан выпускниксем 850-ран пуçласа 1700 тенкĕ таран пулăшу илеççĕ. 

Унсăр пуçне выпускникăн ĕç вырăнĕнчи конкурентлăхне çĕклес тĕллевпе ăна курссенче профессие тÿлевсĕр вĕренме сĕнмешкĕн пултараççĕ. Калăпăр, «1С: Предприяти 8.2» АСБУ операторĕ», «1С: Суту-илÿ управленийĕ: 8.2», персонал менеджерĕ, WEB-дизайнер, офис-менеджер тата ыт. те. Пĕлтĕр çак майпа 207 выпускник усă курнă, кăçалхи 1-мĕш кварталта - 35 яшпа хĕр. Вĕреннĕ вăхăтра вĕсене стипенди тÿлеççĕ. 

- Вăл е ку професси хăвна килĕшнине мĕнле пĕлмелле? Ĕçленĕ май çын малтан ку ĕç пирки пачах урăхла шухăшлани палăрма пултарать-çке, вĕренме вара темиçе çул сая кайнă... 

- Чăнах та, профессие, мĕнле калас, «виçсе», çав енĕпе ĕçлесе пăхни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна пулас профессие суйланă вăхăтра тумалла - сумлă пĕр-пĕр аслă шкулта «юлташăмпа пĕрле пулассишĕн» хаклă тÿлесе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ÿкĕнмелле ан пултăр. Сăмах май, юлташăршăн çав професси чуна çывăх, çут çанталăк панипе килĕшÿллĕ пулма пултарать. Аслă классенче вĕренекен кашни çамрăкăн профессие ăнланса, яваплăха туйса суйламалла, кашни çыннăн хăйĕн уйрăм пултарулăхĕ, таланчĕ пулнине ăнланмалла, вĕсемпе тивĕçлипе усă курсан кăна юратнă ĕç, тивĕçлĕ шалу пулать. Паллах, çĕнĕрен вĕренме, кăштах ĕçленĕ хыççăн урăх професси илме май пур. Анчах, килĕшетĕр пуль, паян çамрăксенчен нумайăшĕ питĕ хăвăрт карьера тăвать, çавăнпа та çухатнă вăхăта тавăраймăн. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа шкул çулĕсенчех професси тĕлĕшпе тĕрĕс тĕллев тытма пулăшмашкăн республикăра нумай тăваççĕ. 

2013 çулта Чăваш Енре Шупашкарти электромеханика колледжĕн, Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕн, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн никĕсĕ çинче тĕрлĕ профессипе паллаштармалли виçĕ профиль центрне йĕркеленĕ. Çак ĕç никĕсĕнче - Корея Республикин опычĕ. Унта 2012 çулта Сеул хулинчи Ачасемпе çамрăксене ĕç суйлама тата карьера планлама пулăшакан «Ĕçлев тĕнчи» центр презентацийĕ пулнăччĕ. 

Шупашкарти электромеханика колледжĕнче рабочисен электротехника тата машиностроени кластерĕсенче кирлĕ паянхи профессийĕсемпе паллашма пулать. Колледж лабораторийĕсемпе мастерскойĕсенче шкул ачисем валли мастер-классем ирттереççĕ - профессисемпе çывăх паллашаççĕ. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче кашни шкул ачи хăйне повар, официант, бармен, пекарь ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма пултарать. Строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕ те профессисен тĕнчинче хăйĕн маршрутне сĕнет. 

Кунтах опытлă специалистсем профориентаци тесчĕсем пулăшнипе, консультаци ирттерсе шкул ачисене пулас професси тĕлĕшпе карьера аталанăвне планлама пулăшаççĕ. 

- Эсир паян малашлăхлă хăш отрасльсене суйласа илме сĕннĕ пулăттăр? Пулас специальноçа суйлакан çамрăксен хăш сферăсенче, экономика ĕç-хĕлĕн хăш енĕпе хăйсемшĕн илĕртÿллĕ пайăр инвестици проекчĕсем пуррине ăçта тата мĕнле пĕлмелле? 

- Республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» çырăвĕнче палăртнă. 

Манăн шухăшăмпа, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак документпа паллашни шкул пĕтерекен кашни çамрăкшăн усăллă пулмалла, унта пуçаруллă çамрăк граждансен ĕçĕн кирлĕ малашлăхлă отрасльсене уçăмлă палăртнă. Çырăвăн шăпах сирĕн ыйтăвăра хуравлакан хăш-пĕр сыпăкне илсе кăтартам:

«Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пĕтĕмĕшле хакĕ 300 млрд тенкĕрен иртекен 350 яхăн инвестици проекчĕ пурнăçланать. 2012 çулта çавнашкал проектсене Шупашкарти «Çеçпĕл» предприятире, Канашри автоагрегат заводĕнче, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен заводĕнче, «Етĕрнесĕт», «ТУС» компанисенче пурнăçлама тытăннă. 

Апат-çимĕç промышленноçĕн флагманĕсенчен пĕри - «АККОНД» АУО - производствăна тĕпрен çĕнетессине малалла тăсать. Пĕлтĕр предприяти производство аталанăвне 1 млрд тенкĕ ытла хывнă, çакă хушма 500 ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. 

Республикăри вăтам шайран 2-3 хут пысăкрах шалу тÿлекен машиностроени тата электротехника промышленноçĕн предприятийĕсенче кадрсем çитмеççĕ. 

Пулас инженерсемпе конструкторсене шкул çулĕсенченех хатĕрлеме тытăнмашкăн çамрăксем математика пĕлĕвĕсемпе, çавăн пекех наукăпа техника задачисене шутлассипе çыхăннă хавхалану çуратмалла, ăна вăйлатса пымалла».

Лайăхрах тата тĕрĕсрех калаймăн.

Иртнĕ çултанпа Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн министерстви республикăри тивĕçлĕ ытти тытăмпа пĕрле çитес 3 çул валли ĕç ресурсĕсен шайлашăвĕн прогнозне хатĕрлет. Урăхла каласан ĕç паракансен, министерствăсен, ведомствăсен, статистика органĕсен сĕнĕвĕсене тишкерсе ĕç вăйĕн кирлĕлĕхĕ ÿсекен е чакакан экономика отраслĕсемпе сферисене палăртать. Ăста кадрсем ытларах кирлĕ пулакан темиçе сферăна асăнам: вĕсем - электротехника кластерĕ, курттăм тата вак суту-илÿ, транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани производстви тата ыт. те. 

Çакна та каламалла: ку документсем уçăскерсем, вĕсене Интеретăн уçă информаци уйне вырнаçтарнă - Чăваш Енĕн влаç органĕсен порталĕнче паллашма пулать. 

Манăн шухăшăмпа, вĕренме тата ĕçлеме пултаракан çамрăксем хăйсене кирек хăш енĕпе те тупаççех. Хăйсене кăтартмалли майсем çителĕклĕ, республикăри лару-тăру ку енĕпе меллĕ. Чи кирли - хастар, çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулмалла. 

- Вĕренсе пĕтерекенсен пулас профессие суйланă чух хăш самантсене шута илме сĕнетĕр? 

- Раççей шайĕнче экспертсем çитес 5 çул валли кирлĕ профессисен переченьне хатĕрленĕ. Апла тăк çак профессисене алла илнисем ĕç тупаççĕ кăна мар, вĕсен шалăвĕ те пысăк шайра пулĕ. Професси суйлама хатĕрленекен, шкул пĕтерекен çамрăксене çак списокпа ятарласа паллаштарам. Унта экспертсем çаксене кĕртнĕ:

- ют чĕлхесене пĕлекен инженерсем*

- IT-специалистсем, WEB-дизайнерсем*

- нанотехнологисем енĕпе ĕçлекен специалистсем*

- электронщиксем тата биотехнологсем*

- маркетологсем*

- логистсем, экологсем*

- химиксем тата çын пурнăçĕн тăршшĕне тĕпчессипе çыхăннă медицина ĕçченĕсем.

Паллах, пулас профессие республикăри, пĕтĕм çĕр-шыври ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва, унти туртăмсене тата малашлăха шута илсе суйламалла. Пĕр енчен - хăвăрăн интерессемпе чун туртăмне, тепĕр енчен экономика чăнлăхне тата прогнозĕсене шута илĕр. Вĕренме кĕнĕ чух ăнăçу сунатăп!

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика