КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии (Отдел по городу Алатырю)ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисене - вăхăтлăх ĕç

30 августа 2012 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби 17-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас енĕпе нумай тăвать.

Çул çитмен çамрăксене Чăваш Республикин Ведомствăн халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçтараççĕ.

Паллах ĕнтĕ, ĕçе вырнаçма кăмăл тăвакан çул çитмен çамрăксен йышĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче палăрмаллах ÿсет. Ун чухне вĕсен пушă вăхăт нумай. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем ачасене обществăшăн усăллă ĕçе явăçтарма, урамăн япăх витĕмĕнчен сыхласа ĕç хăнăхăвĕсем илме май параççĕ.

2012 çулта ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби 16,1 пин çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Вĕсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хавхалантарма 13 млн тенке яхăн яма пăхнă. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем çул çитмен 11,7 пин çамрăка ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата «теветкеллĕх ушкăнĕнчи» текен ачасене чи малтан вырнаçтарать. Кăçал вăхăтлăх ĕç вырăнĕсенче 7 пин ытла «йывăр» çамрăк вăй хунă, ку вăл ĕçе вырнаçтарнисен пĕтĕмĕшле хисепĕнчен 59,8% пулать. Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенче, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче çул çитмен çамрăксем валли каникул вăхăтĕнче ĕç тупас енĕпе нумай тăрăшрĕç.

Улатăр хулинчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕç опычĕ кăсăклă. Çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе хулари православи чиркĕвĕсемпе /Олег атте, Андрей атте, Александр атте, Сергей атте настоятельсем/ тачă çыхăну тытаççĕ.

Çак ачасенчен ытларахăшĕ - сахал тупăшлă, нумай ачаллă, ăнăçсăр çемьесенчен. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене ĕçлесе илме тата хăйсен çемйине укçа-тенкĕпе пулăшма çеç мар, чиркĕве усă кÿме те май парать. Çулталăк пуçланнăранпа чиркÿсен çумĕнче 50 çамрăк вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă.

Мĕн ĕçлеççĕ-ха вĕсем? Чиркÿ территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ, чечексене пăхса тăраççĕ, вак-тĕвек юсав тата строительство ĕçĕсем тăваççĕ, священниксене пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне, вырсарни шкулĕсене çÿрекен çамрăксем патĕнче вожатăйсем пулса ĕçлеççĕ. Кăмăл тăвакансем чиркÿре служба иртнĕ вăхăтра пулăшма пултараççĕ. Кусем - çамрăксен усăллă ĕçĕн пĕр пайĕ çеç. Ачасем тăван хулан авалхи православи историйĕпе паллашма май тупни те питĕ паха.

Чиркÿсенче ачасем ĕçлеççĕ çеç мар, çакнашкал ĕç бригадисемпе ăмăртаççĕ те. Акă «Исток» бригада кашни çулах чи лайăх ĕç бригадисен хулари конкурсне хутшăнать. 2010 çулта «Чи лайăх педагог-организатор» номинацире чиркÿ настоятелĕ Андрей протоиерей /Савенков/ çĕнтернĕ.

2012 çулта çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма республика муниципалитечĕсем 2,3 млн яхăн тенкĕ яма пăхаççĕ. Вырăнти влаçсем çак тĕллевпе 1,6 млн тенкĕ яхăн уйăрнă та ĕнтĕ. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби кăмăл тăвакан кашни çамрăках вăхăтлăх ĕç тупса пама хатĕр. 14 çултан аслăрах çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма пурăннă вырăнта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра каймалла.

Çак программăна хутшăнакансем вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ организацире ĕç укçи илеççĕ, çавăн пекех вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен центрсем укçа-тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Килĕшетĕр ĕнтĕ, çемье бюджетне çапла пуянлатни пĕрре те ытлашши мар.

Ку енĕпе Шупашкар районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн тĕслĕхĕ кăтартуллă. 2012 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче центр çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси çинчен ĕç паракансемпе 42 килĕшÿ тунă. Пушă вăхăтра 635 çамрăк пĕрремĕш хут укçа ĕçлесе илме пултарнă.

Тĕслĕхрен, «Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура» тулли мар яваплă обществăпа тунă килĕшÿ тăрăх çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 17-мĕшĕччен аслă классенчи 10 çамрăк предприяти территорине тирпейлесе тасатас ĕçе хутшăннă: газонсене çулнă, çÿп-çап пуçтарнă. Çуллахи ĕç смени вăхăтĕнче заводран паракан ĕç укçисĕр пуçне кашни ача районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан тата 1275 тенкĕ укçа илнĕ.

Çул çитмен çамрăксем валли ĕç вырăнĕ йĕркелесе ĕç паракансем хуçалăха вăхăтлăх рабочисемпе тивĕçтереççĕ, çавăн пекех социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ миссие пурнăçлаççĕ - яш-кĕрĕме ĕç-хĕлре пĕрремĕш утăмсем тума пулăшаççĕ.

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика