17 мая 2011 г.
Шкул ачисемшĕн яваплă тапхăр çывхарать - пулас профессие суйласа илмелле. Шкул хыçа юлать, малашне мĕн ĕçлессине, ăçта вĕренессине пĕр тăхтамасăр палăртмалла.
Çак вăхăт питех те пĕлтерĕшлĕ, вăл шкул пĕтерекенсен малашнехи шăпине палăртĕ. Çак суйлав тĕрĕс те вырăнлă пултăр тесе республикăн ĕçлев служби халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче тата вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ профориентаци мероприятийĕ йĕркелет. Вĕсем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче республикăри хула-районсенче волонтер-профориентаторсен «Санăн професси суйлавĕ» акцийĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви хушшинчи тивĕçлĕ килĕшĕве алă пуснă.
Статистика пĕтĕмлетĕвĕпе хальхи вăхăтра республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр çынсен 29 процентне яхăн пайĕ - 29 çулчченхи çамрăксем. Çамрăксен ĕçсĕрлĕхĕ тĕпрен илсен объективлă сăлтавсемпе çыхăннă: çĕр-шыври экономика лару-тăрăвĕпе, ĕç рынокĕнче мĕнле ĕç вăйĕ кирли тата мĕн сĕнни хушшинче шайлашу çуккипе. Шкул пĕтерекенсем професси никĕсĕсене, хăйсен интересĕсене тата мĕн килĕшнине, ĕç рынокне пĕлменнине пула модăри профессисене суйласа илеççĕ е тусĕсем хыççăн каяççĕ. Çавна май вĕренĕве вĕçленĕ хыççăн вĕсем «сумлă» тесе шухăшланă професси никама та кирлĕ пулманни, çамрăк специалистсем хăйсем ĕçсĕррисен çарне пысăклатни пĕртте тĕлĕнтермест.
Ĕç рынокĕн вара - хăйĕн требованийĕсем. Кăçалхи I кварталта республикăра ĕç паракансене рабочисем ытларах кирлĕ пулнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен вакансисен банкĕнче шăпах рабочи профессийĕсем йышлă. Ĕç паракансем каменщиксене, наладчиксене, термистсене, обрубщиксене, отделочниксене, сверловщиксене, токарьсене, трактористсене, фрезеровщиксене шыранă. Çакă промышленноçпа строительство производстви çĕкленнине çирĕплетет, мĕншĕн тесен шăпах çавнашкал лару-тăрура йăлана кĕнĕ профессисене алла илнĕ ăста ĕçченсем кирлĕ. Çавăн пекех йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сфера специалисчĕсем - парикмахерсем, çĕвĕçсем, закройщиксем - кирли те куç кĕрет.
Кризис условийĕсене пăхмасăр юлашки çулсенче республикăра программистсем, суту-илÿ агенчĕсем, тĕрлĕ специализациллĕ врачсем, медицина ĕçченĕсем, экспертсем, фельдшерсем, фармацевтсем валли ĕç вырăнĕ йышлă пулнă.
Çулталăк пуçланнăранпа иртнĕ виçĕ уйăхра кирлĕ мар специалистсен списокĕнче пысăк улшăнусем пулман. Унчченхи пекех администраторсене, бухгалтерсене, делопроизводительсене, лаборантсене, преподавательсене, секретарьсене, техниксене, технологсене, экономистсене, юристсене ĕç тупма çăмăл мар.
Шкул ачисемпе калаçнă май волонтер-профориентаторсем çамрăксене рабочи профессийĕсене алла илнĕ ăста специалистсем кирли çинчен каланă. Рабочи профессийĕсен пĕлтерĕшĕ, вĕсен ят-сумне ÿстермелли пирки чи çÿллĕ шайра сăмах пуçарнă. Дмитрий Медведев çак темăна Мускав облаçĕнчи профтехучилищĕсен студенчĕсемпе тĕл пулсан тата Мускаври рабочи профессийĕсен представителĕсен - делегатсен съездĕнче çĕклерĕ.
«Санăн професси суйлавĕ» акци мероприятийĕсем республикăри мĕн пур хула-районта иртнĕ. Волонтер-профориентаторсен 1850 çынран тăракан çарĕ профессисен тĕнчипе çыхăннă пĕлĕве республикăри вĕренÿ заведенийĕсене илсе çитерчĕ. Волонтер-профориентаторсен ретне 500 яхăн студент, 30 библиотека ĕçченĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен 4 специалисчĕ, вĕренÿ заведенийĕсен 127 представителĕ, 5 ĕç паракан тăнă. Вĕсен çуррине яхăн йышĕ, 645 çын, педагогсем, психологсем, шкул директорĕсен çумĕсем. Акци вăхăтĕнче çак ĕçе хăйсен кăмăлĕпе хутшăнакансем 564 шкул ачине «рольсене улăштармалли» принциппа кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе профориентаци занятийĕсем йĕркелеме хатĕрленĕ. Шăпах çак ĕçе хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлакансем пулăшнипе акци вăхăтĕнче 54 пин ытла çамрăкпа ачана профориентаци пĕлĕвĕ пама май килнĕ.
Акци мероприятийĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисем валли йĕркеленĕ. Республикăри хуласемпе районсенче класс сехечĕсем, мастер-классем, профессисен ярмăрккисем, профессисем çинчен каласа паракан литература куравĕсем, тĕрлĕ професси представителĕсемпе тĕл пулусем, шкул ачисен профессисен тĕнчипе çыхăннă пĕлĕвĕсене анлăлатакан КВНсем, викторинăсем иртнĕ.
Йĕпреç, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенче, Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенче мероприятисем уйрăмах интереслĕ пулнă. Профессисен тĕнчипе паллашассине тĕрлĕ темăпа /«Кам пулас?», «Пирĕн аттесемпе аннесен профессийĕсем», «Профессисен тĕнчи»/ вăйă-конкурс мелĕпе йĕркеленĕ. 5-6, 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем валли «5ÇЭПИР», «Профессисен тĕнчи» профориентаци занятийĕсем, «Профессисене пĕлекенсен турнирĕ», «Пуласлăх проекчĕ» конкурссем, «Профессисен тĕнчинчи çул çÿрев», «Малашлăх çулĕ», «Паянхи профессисем», «Çĕнĕ профессисен тĕнчинче» профориентаци вăййисем ирттернĕ.
Волонтерсем пулăшнипе занятисенче аслă классенчи çамрăксем професси суйласа илмелли стратеги, çитес çулсенчи чи кирлĕ профессисем çинчен пĕлнĕ, ĕç рынокĕнче хăйсене тытма вĕреннĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем те интереслĕ пулнă, вĕсенче волонтерсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕн профориентаци вăййисене ирттернĕ. Районсенчи библиотекăсенче профессисем çинчен каласа паракан куравсем йĕркеленĕ, профориентаци стенчĕсем тунă.
Республикăри мĕн пур хула-районта акцие хапăлласа йышăннă, вĕсем волонтерсемшĕн хăйсемшĕн те, шкул ачисемшĕн те интереслĕ пулнă. Нумай районпа хулара волонтерсем пурнăçланă ĕçе хакласа вăл пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.
Паянхи шкул ачисем профессие ăнланса суйласа илни, пурнăçра хастар позици йышăнни вĕсене малашне хăйсен професси вырăнне тупма, ăнăçлă çын пулма пулăшĕ.
Источник: "Хыпар"