31 января 2017 г.
Паянхи куна центрта 63 çын учетра тăрать, ĕç шырать. "Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли 2012-2020 çулсенчи тапхăр" патшалăх программине пурнăçа кĕртсе Тăвай енри ĕçпе тивĕçтерекен служба инвалидсене, пуçласа ĕç шыракансене, малтан ĕçлеменнисене, тĕрмерен тухнисене, виçĕ ачаллă хĕрарăмсене, вĕренỹ учрежденийĕсен выпускникĕсене ытларах тимлĕх уйăрать.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен службăна çулталăк пуçламăшĕнче 37 çын ĕç шыраса пынă: 25 арçын, 12 хĕрарăм, 4 инвалид, 16-29 çулсенчи 14 çамрăк, пенсие тухас умĕнхи пĕр çын.
Л.МИХАЙЛОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"