31 января 2017 г.
Раççейри ĕç порталĕнче инвалид çынсене ĕç тупма пулăшас тĕллевпе уйрăм пай йĕркеленĕ.
Унтан вĕсем анлă информации тупма пултараççĕ, социаллă пулăшăвăн мĕнле тĕсĕсемпе усă курма пултарни, вĕсене илессин йĕрки тата çакăн вали мĕнле документсем хатĕрлемелли, сусăр çынна пăхса пурăнакан патшалăх енчен палăртакан мĕнле çăмăллăхсене тивĕçни çинчен тата ытти те.
Унсăр пуçне, порталпа усă куракансемшĕн «Квотăпа паркан ĕç вырăнĕ» / ĕç паракансем инвалидсем вали палăртакан пушă ĕç вырăнĕсем çинчен пĕлтерни/ фильтр та уçă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"