отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Патшалăх йывăрлăхсене сирме пулăшать

15 марта 2013 г.

Патшалăх йывăрлăхсене сирме пулăшать

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен республикăри патшалăх служби 1991 çулхи июльте йĕркеленнĕ. Унта халăха ĕçпе тивĕçтерекен республикăри Патшалăх комитечĕ, хуласен – 5 тата районсен 22 бюровĕ кĕнĕ. Нормативлă документсем çителĕксĕрри чылай чăрмав кÿрет. Сăмахран, обществăлла ĕçсене йĕркелес пирки Положени çук, ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе фонд йĕркелеме, программăсем туса хатĕрлеме документсем кирлĕ. Çавăнпа 1991 çулта райĕçтăвкомăн йышăнăвĕпе халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе фонд йĕркелесси çинчен Вăхăтлăх Положени йышăнма тивнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пур йышши харпăрлăх тата хуçалăх формиллĕ предприятисем, учрежденисемпе организацисем халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти патшалăх фондне укçа куçарса тăраççĕ. 1992 çултан пуçласа халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти бюро çынсене юрăхлă ĕç тупса парас, обществăлла ĕçсене явăçтарас, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вĕрентсе професси парас, çамрăксене професси суйласа илме пулăшас тĕлĕшпе услугăсем панă. Çак пархатарлă ĕçе пуçласа яракансем Василий Михайлович Черзоровпа Валентина Григорьевна Чайкина пулнă. Пĕр вăхăт ертÿçĕре А.П.Ломоносов та ĕçленĕ. 1994 çултан пуçласа 2010 çулхи августчен центра Нина Ивановна Павлова ертсе пынă. Унпа пĕрле З.В.Николаевапа О.А.Владимирова, Н.В.Сильвестров чылай çул тăрăшнă. Çав тапхăрта çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем туллин пурнăçланса пыраççĕ, ĕçсĕр çынсене социаллă тÿлевсем, профессие вĕрентнĕ тапхăрта стипенди параççĕ. 1993–1995 çулсенче 29 çынна çул çитиччен пенсие тухма пулăшнă. 14–18 çулхи çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесе янă. 2000 çултанпа ĕçсĕррисене ытти регионсене те ĕçлеме яратпăр.

Патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ. Ку вăл пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илсе тухакан çамрăксене тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупса пама тăрăшни те, ĕç паракансемпе ĕç шыракансене явăçтарса вакансисен ярмăрккине ирттерни те, ĕçсĕр тăрса юлнă гражданина харпăр-хăй ĕçне (вак бизнес) йĕркелесе яма пулăшас тĕллевпе патшалăх укçа-тенкĕ уйăрса пани те. 2007 çултанпа патшалăх услугисем йăлтах çирĕплетнĕ административлă Регламентпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

2009 çулта Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕçсĕрлĕхе чакарас, çынсене ĕç вырăнĕ тупса парас тĕлĕшпе республикăн тĕллевлĕ Программине йышăнчĕ. Ку вара пулса тухнă йывăрлăхсене сирсе ярас енĕпе витĕмлĕрех пулăшу шутланать. 2009 çулта районта ĕçсĕррисен шутĕнче регистрацире 1371 çын тăнă. Çав çул ĕçсĕрлĕх чи пысăк шая çĕкленнĕ – 2,2. Яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе 1037 çынна вырнаçтарнă, çав шутра ĕçсĕррисем – 585 çын. Обществăлла ĕçсене 554 çын хутшăннă, 19 ĕçсĕр çынна çул çитиччен пенсие кăларнă.

2010 çулхи сентябрьтен центр директорĕнче Л.Кузьмина ĕçлет. Штатра çавăн пекех тĕп бухгалтер, ертсе пыракан 4 инспектор, водительпе техслужащи пур. Специалистсем пурте аслă пĕлÿллĕ. 2012 çултан пуçласа центр патшалăх услугисене çĕнĕ шайра, çав шутра электронлă майпа та, пама тытăнчĕ. Халĕ центра пырса çÿремесĕрех компьютерпа усă курса ĕç пирки ыйтса пĕлме пулать. 2010 çултанпа районта ĕçсĕрлĕх шайĕ чакса пырать. Республикăри тĕллевлĕ Программа патшалăх йышăнакан мерăсем йывăрлăха сирме пулăшаççĕ. Пĕлтĕртенпе пирĕн специалистсем ялсене тухса консультацисем пама тытăнчĕç.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 32 çын регистрацире тăнă (иртнĕ çулхи çав вăхăт тĕлне – 40 процент. Танлаштарма: 2009 çулта ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,2 пулнă пулсан, халĕ – 0,34 процент (ĕçлеме пултаракан халăх шутĕнчен). Ку кăтарту республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕкрех.

Февраль пуçламăшĕ тĕлне районти предприятисемпе организацисем ĕç рынокĕнче 100 ваканси тăратнă. Уйрăмах пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнисем тата тĕрлĕ отрасле ăста кадрсем кирлĕ.

 

Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен службăн хăш-пĕр ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика