отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Республика тулашне ĕçлеме

22 мая 2012 г.

Кăçалхи май тата июнь уйăхĕсенче хăш-пĕр облаçсемпе хуласенчи предприятисемпе организацисем çынсене хăйсем патне ĕçлеме пыма йыхравлаççĕ. Çапла майăн 29 тата июнĕн 26-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи “Агронафт”, “Вегетория”, “Чулковское” тулли мар яваплăхлă обществăсене, Воронеж облаçĕнчи “Машков” тата “Красинское” компани” ТНВна, Чулхулари (Нижний Новгород) “Доскино” Агрокомплекс ОООна, июнĕн 5-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи “Агронавт” тата “Вегетория” обществосене ĕçлеме кайма май килет. “Доскино” ОООна хĕрарăмсем теплицăсенче вахта меслечĕпе ĕçлеме кирлĕ, ыттисене – тĕрлĕ ĕç тăвакансем (хĕрарăмсемпе арçынсем) 3 уйăхлăха уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама. Ĕç укçи 15 пин тенкĕрен кая мар. Ĕçлеме организацисен шучĕпе илсе каяççĕ.
Рабочисен хăйсемпе пĕрле медицина справки, ИНН, патшалăх пенси страхованийĕн свидетельствисем пулмалла. Тĕплĕнрех районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан 2–18–68 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика