отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Квотǎсем, «тунеядецсем» тата уголовнǎй яваплǎх çинчен

10 февраля 2012 г.

Инвалида чăрмав вырăнне хурса йышăнмалла мар, аталанма, тăрăшса ĕçлеме майсем туса парсан вăл тепĕр вăй питти кадртан та ирттерме пултарать. Чăваш Республикин Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен службин пуç­лăхĕ Сергей Димитриев ертсе пынипе Чăваш Енри инвалидсен ĕç вырăнĕсене квотăлас ыйтупа Шупашкар район администрацийĕнче иртнĕ канашлу çакăн пек шухăш çинче никĕсленчĕ.

Ĕç­пе тивĕç­терекен кашни çыннăн çак чăнлăха чунпа йышăнмалла. Йышăнма килĕшменнисене хистеме вара закон та пур. Вăл çĕнĕлле ĕç­леме пуç­ланăранпа виçĕ уйăх кăна иртнĕ-ха, хăш-пĕр предприяти-организаци официаллă документ ыйтнине мĕнлерех пурнăç­лани пирки вара халех пĕтĕмлетÿ тума пулать.

Шупашкар районĕнчи Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центрта паянхи кун тĕлне ĕç шыракан 44 инвалид шутра тăрать. Вĕсенчен кашнийĕнпе пайăррăн ĕç­леме ятарлă специалист та çирĕплетнĕ. Ведомствăн халăха ĕç­пе тивĕç­терес тĕлĕшĕнчи 2011-2013 çулсенчи тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, пĕлтĕр ĕç шыранă май йывăрлăхсемпе тĕл пулнă 4 инвалида вăхăтлăх ĕçе вырнаç­тарнă. Шупашкар районĕнчи центр директорĕ Олег Александров 2010 çулта ку кăтарту 3 пулнине пĕлтерчĕ. Вăхăтлăх вăй хунă тапхăрта вĕсем пурте патшалăхăн 1700 тенкĕлĕх пулăшăвне илнĕ. Килĕшÿпе пăхнă вăхăт иртнĕ хыç­çăн вара организацире малаллахи йĕркепех тăрăшнă. Çак программа шайĕнчех Шупашкар районĕнче 2 инвалид професси пĕлĕвне ÿстернине палăртма кăмăллă. Халăха ĕç­пе тивĕç­терессипе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхне сирмелли иртнĕ çулхи хушма мероприятисен программипе килĕшÿллĕн инвалидсем валли районта 12 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе центр 600 пин тенкĕ укçа хывнă – кашниншĕн 50 пиншер.

Бухгалтер, хуралçă, сапожник, радиомеханик, сутуçă, çĕвĕç, суту-илÿ залĕн менеджерĕ… – вĕсем алла илсе паян ăнăç­лă ĕç­лекен профессисене татах та тăсма пулать. Кунсăр пуç­не хăйĕн ĕç­не уç­ма пĕлтĕр иккĕшĕ патшалăх субсидине те тивĕç­нĕ. 2010 çулта патшалăхăн 58 пин тенкĕпе танлашакан пулăшăвĕпе виç­çĕн усă курнă. Паян вĕсем выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетсе тупăш илеç­çĕ. Сергей Петрович вара çакăнпа кăна çырлахмалла маррине палăртса хăварчĕ: «Вĕсенчен конкуренцие тÿсекен ĕç вăйĕ тумалла». Тĕрĕссипе, çакăн пек майсем çук мар. Мамăк фабрикинче, акă, çĕвĕç­сем кирлĕ. Çак профессие предприятирех алла илме май пурри çинчен Олег Иванович фабрика директорĕпе Владимир Шайкинпа канашлу залĕнчех калаç­са татăлчĕ.

2011 çулта 100 çынран ытларах вăй хуракан предприяти-организаци 18 пулнă. Çак уйăх пуç­ламăшĕ тĕлне квотăсене районти 15 предприяти валли шута илнĕ. Вĕсем тăрăх пăхнă вакансисен йышĕ 69. Хальлĕхе 53-шне кăна йышăннă. Ку кăтартăва районта 76,8% чухлĕ пурнăç­ланă. «Закон тăрăх организацисен çакăнпа çыхăннă отчетпа вăхăтра тивĕç­терсе тăмалла», – аса илтерчĕ Олег Иванович аттестаци пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх квота шучĕ чакассине систернĕ май.

Паянхи кун тĕлне квотăна тултарманнисен йышĕнче – «Приволжский» учхоз, «Юрма» агрохолдинг, Ишлей райповĕ, «Волжанка», Солнечный берег» кану комплексĕсем, Электромеханика завочĕ, Шалти ĕç­сен министерствин Шупашкар районĕнчи пайĕ, Тутаркасси чăх-чĕп фабрики, Мамăк фабрики.

Килĕшекен профессие алла илсе ăнăç­лă вăй хурасси çынран хăйĕнчен те нумай килет. «Хăш-пĕр чухне воспитани мелĕсемпе те усă курма пĕлмелле», – терĕ Сергей Петрович. Чăнах та, кунашкал тĕслĕх сахалах мар. Акă центртан янипе ĕç шыраса килет те пĕри – хирĕç­лесе çырса пама ыйтать. «Мана пурăнма аннен пенсийĕ те, арăмăн ĕç укçи те çитет», – тет сĕмсĕррĕн. «Тахçан вĕсене «тунеядецсем» тетчĕç, халĕ унашкал ăнлав çук ĕнтĕ, – терĕ республика ведомствин ертÿçи канашлăва пухăннă предприяти представителĕсене пулăшма ыйтса. – Инвалидлăхшăн пособи тÿлеç­çĕ-ха, анчах май пур тăк çынсене хăйсене тар тăкса ĕç­леме вĕрентмеллех».

Шупашкар район администрацийĕн пуç­лăхĕн çумĕ Зоя Маслова пĕрлехи вăйпа, алла-аллăн пурнăç­ланă ĕç çеç лайăх кăтарту кÿнине палăртрĕ, район прокурорĕн çумĕ Петр Анисимов закона пăхăнма килĕшменнишĕн яваплăх пуррине аса илтерчĕ. «Ĕç сĕнекенсем тĕлĕшĕпе çак таранччен çирĕп мерăсем йышăнманччĕ-ха. 2010 çулта, сăмахран, чи «йăваш» çулпа кайса 18 организаци валли çитменлĕхсене пĕтерме хушса прокурор представленийĕ хатĕрлерĕмĕр. Унтанпа нимĕн те улшăнмарĕ, – терĕ Петр Валерьевич. – Çав çулах, акă, инвалид валли ĕç вырăнĕ йĕркелемелли пирки Ишлей райповĕ тĕлĕшпе суда тавăç тăратнăччĕ – пурнăç­ларĕ, ку хутĕнче вара предприяти каллех йĕркене пăхăнманнисен йышĕнче». Суд предприятин инвалид валли ĕç вырăнĕ йĕркелемелли çинчен йышăну турĕ тейĕпĕр, анчах та ăна пурнăç­ламасан уголовнăй яваплăх кĕтни çинчен те манмалла мар.

 

сăмах май

2011 çул вĕç­леннĕ тĕле Шупашкар районĕнче 3351 инвалида шута илнĕ. Вĕсенчен 1500-шĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хума юрăхлă. Ĕç вырăнĕ тупас тĕллевпе вĕсенчен 134-шĕ Халăха ĕç­пе тивĕç­терекен центра пулăшу ыйтма килнĕ. Вырăнти ведомство пулăшнипе хальхи вăхăтра 35-шĕ Шупашкар районĕнчи предприяти-организацинче вăй хурать.

пĕлетĕр-и эсир?

2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинче инвалидсен ĕç вырăнĕсене квотăпа тивĕç­тересси çинчен» законпа килĕшÿллĕн, 100 çынран ытларах вăй хуракан предприяти-организацире инвалидсем валли ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. Документа кĕртнĕ çĕнĕ улшăнусем тăрăх – предприятире тăрăшакансен вăтам хисепне шутланă чухне сывлăхшăн сиенлĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшакансен шутне тĕпе хурĕç.


Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика