отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Пĕр шухăшлă пулса

18 октября 2011 г.

Пĕр шухăшлă пулса

Юлашки вăхăтра район центрĕ таса та хăтлă пултăр тесе предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем чылай вăй хураççĕ. Вĕсен йышĕнче – халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр коллективĕ те.

Кунти ĕçченсем пĕр шухăшлă пулса тирпейилем кĕртессипе çак кунсенче Тăвай ялĕнче иртнĕ субботникра та активлăх кăтарнă. Хăйсене çирĕплетсе панă территоринчи çÿп-çапа пуçтарса михĕсене тултарнă, çийĕнчех машина çине тиесе янă. Вĕсемпе пĕрле статистика пайĕнчен те пулнă - Наталия Иванова, Людмила Бахомова, Наталья Новикова, Тамара Васильева, Регина Степанова пĕр субботникрен те юлмаççĕ. Кăçал кăна, акă, ача-пăча паркне, спорткомплекса тасатса тирпей-илем кĕртме, йывăç лартма хастар хутшăннă. Кашни çыннăн тавралăх илемĕшĕн тăрăшмалла – çапла шутлаççĕ коллективри ĕçченсем, -тет центр ертÿçи Любовь Кузьмина.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика