отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Инвалидсене – пулăшу

15 октября 2011 г.

Пенси фончĕн кăтартăвĕсемпе кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 87400 ытла инвалид шутланнă, вĕсенчен 29685-шĕ вăй питти ÿсĕмре. Паллах, хăшĕ-пĕри ĕçлеме пултараймасть. Сывлăха тата кăмăла кура производствăна хутшăнас шухăшлисене ĕçлев служби медицинăпа социаллă экспертиза органĕсем ĕçлеме пултараслăха чикĕленĕ граждансене паракан харпăр хăйĕн реабилитаци программине тĕпе хурса вырнаçма пулăшаççĕ.

Чăрмавсăр хутлăх туса хурас ыйту хевтесĕр çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Этемлĕх, çынлăх ăнкарулăхĕпе килĕшÿллĕн кирек хăш предприяти ертÿçи те çак ĕçĕн кирлĕлĕхне ăнланма, кун пек чухне экономика тупăшлăхне мар, социаллă пĕлтерĕшлĕхе ăнланма тивĕç. Тĕрĕссипе, профессире хăйĕн вырăнне тупма пултарнă çыншăн ĕç тупăш çăл куçĕ çеç мар вĕт, пурнăç сукмакне такăрлама тата малалла ăнтăлма хавхалантаракан хăват никĕсĕ те.

Акă çакна çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри. Пирĕн республикăра пурăнакан экономист дипломĕллĕ хĕр ĕçе вырнаçиччен центрта çулталăка яхăн учетра тăнă. Опыт çуккипе çамрăк специалистсене те йышăнасшăн мар та, инвалида тухнисене тата кансĕртерех. Ку чухне республикăн тĕллевлĕ программи пулăшнă - çамрăк специалиста ортопедин тĕрлĕ майлă йĕркелемелли çемçе креслине вырнаçтарнă ятарлă оборудованиллĕ çĕрте ĕçлеме сĕннĕ. Хĕр çирĕплетнĕ тăрăх - ашшĕ-амăшĕ унăн шăпишĕн халĕ пăшăрханмасть ĕнтĕ. Хăйĕн те кăмăлĕ çĕкленÿллĕ, пурнăç тĕллевĕ уçăмлă. Тĕлĕнмелли кунта нимех те çук, тĕрĕссипе, çапла пулмалла та.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 1078 инвалид /2010 çулхи çав тапхăрта - 1568/ тăнă. Ĕçе вырнаçма чăрмав пур граждансене кун пек чухне патшалăхăн хушма вырăнсем йĕркелеме, рынок ыйтакан профессисене вĕрентме, ĕçе йышăнма квотăсем çирĕплетме палăртнă ятарлă программисем пулăшма тивĕç. Квотăсем служба органĕсенче шута илнĕ сусăрсене кăна мар, республикăра пурăнакан тата вырнаçайманнипе нушаланакан инвалидсене пурне те ĕçлĕ тумалли социаллă хушма гарантисемпе тивĕçтереççĕ.

Ĕçлев службин специалисчĕсен кулленхи тăрăшулăхĕпе кăçалхи тăхăр уйăхра 1034 сусăра производствăна илнĕ.

Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе сирмелли хушма мероприятисен республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 2011 çулта инвалидсене йышăнма харпăр хăйĕн реабилитаци программинчи сĕнÿсене тата санитарипе гигиена нормисене тĕпе хурса ятарлă 273 вырăн йĕркелемелле. Çакă вĕсене яланлăх ĕç тупма тата пурнăçа лайăхлатма май парĕ.

Инвалидсем валли ятарлă вырăнсем хатĕрлеме республикăна федераци бюджетĕнчен 13,6 млн тенкĕ уйăрса панă. Организацисем сусăрсене меллĕ тăвас тĕллевпе ĕç вырăнĕсене хăтлăх кĕртмешкĕн оборудовани туянса, ăна майлаштарса лартса тăкакланнине саплаштараççĕ - кашни сусăршăн 50 пин тенкĕ уйăраççĕ. Ĕçлев служби пулăшнипе паянхи куна республикăри организацисенче ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене 230 инвалида йышăннă.

Ведомствăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн служба органĕсем сусăрсем валли вăхăтлăх вырăнсем йĕркелеççĕ, çакă хевтесĕрсен ĕçлес туртăмне çĕклет, малалла талпăнма хистет, харпăр хăйне шанми пулнисен чунĕнче вăй-хал çуратать, яланлăх ĕçлĕ пуласса шанма май парать.

Çулталăк пуçланнăранпа ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх вырăна 326 инвалида янă. Килĕшÿре палăртнă тăрăх икĕ уйăх вăй хумалла - ĕç сĕнекен çак тапхăрта çынна тивĕçлипе хаклама, тен, яланлăх йышăнма пултарать.

Профессие вĕрентни - ĕçсĕр инвалидсен рынокри конкуренцире тупăшма пултараслăхне ÿстерекен мел. Ĕçлев службин органĕсем унпа анлăн усă кураççĕ, уйрăмах çын малтанхи профессипе ĕçлеймесен е унăн специальноç пулмасан.

2011 çул пуçланнăранпа 61 сусăр професси илес, теприне хăнăхас е квалификацие ÿстерес енĕпе патшалăх пулăшăвне илнĕ.

Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн служба органĕсем центрта шутра тăракансене харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн пулăшаççĕ тата тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ. Ăна ĕçсĕр инвалидсен те тивĕçмешкĕн ирĕк пур. Сывă та тĕреклĕ клиентсемпе танах вĕсене те хăйсен бизнесне йĕркелеме сĕнеççĕ тата 58800 тенкĕ субсиди параççĕ.

Сăмах май, Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ытти çулсенчи пекех кăçал та инвалидсен хушшинче харпăр хăй ĕçне йĕркелессипе хатĕрленĕ чи лайăх проект конкурсне ирттересси пирки пĕлтерчĕ. 2011 çулта предпринимательлĕх тытăмне ĕçсĕр 2000 граждана, çав шутра инвалидсене те, хутшăнтарма, асăннă тĕллевпе федераци бюджечĕн 118 пин ытла тенкине тăкаклама палăртнă.

Иртнĕ çулхи конкурса 55 инвалид хутшăннă, ĕçсĕр çын статусне уйрăм предпринимателĕннипе улăштарнă.

Вĕсем суйласа илнĕ ĕç-хĕл шутĕнче - çăм атă йăваласси, тумтир çĕлекен тата юсакан ателье, çĕвĕ мастерскойĕ уçасси, пахча çимĕç çитĕнтерсе сутă тăвасси, кайăк-кĕшĕк, мăйракаллă шултра выльăх, хурт-хăмăр, кролик ĕрчетесси тата ытти те.

Республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хута кĕнипе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пуçласа уçнă субъектсене харпăр хăй бизнесне йĕркелемешкĕн паракан грантсемшĕн тупăшма пултараççĕ. Кунашкал тĕслĕх республикăра пур ĕнтĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика