отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Тĕллевĕ пархатарлă - ĕçсĕррисем валли çул уçса пырасси

13 октября 2011 г.

Куславкка хулинче Атăл хĕрринче вырнаçнă çак çурта юлашки çулсенче çĕр-çĕр çын пынă, унăн алăкне ыранхи лайăх куна шанса, йывăрлăхран тухма пулăшасса ĕненсе уçнă. Сăмахăм Куславкка районĕн патшалăх учрежденийĕ - Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çинчен. Опытлă ертÿçĕ Любовь Степановна ОСИПОВА хăйĕн тавра профессионалсен пултаруллă йышне пухнă, пурте тенĕ пекех чылай çул çакăнта вăй хураççĕ. Ĕçлев службине йĕркеленĕренпе икĕ теçетке çул тăршшĕнче вăл нумай енлĕ тивĕçе пурнăçлакан тытăма çаврăннă. Чăннипех те, кашни кунах вун-вун çынна йышăнса психолог та, социаллă ĕçчен те, воспитатель те... пулма тивет.

Центр тĕллевĕ пархатарлă - ĕçсĕррисем валли çул уçса пырасси, кунта килекенсене пĕлÿпе професси шайне, ăсталăхне кура ĕçе вырнаçтарасси, район экономикине кирлĕ кадрсемпе тивĕçтересси. Юлашки çулсенче çурта хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕн юсаса çĕнетме сахал мар тăрăшнă, ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Шăпа кÿрентернисем специалистсемпе канашланисĕр пуçне информаци пÿлĕмĕнче районти, Куславкка хулинчи, ытти çĕрти вакантлă вырăнсемпе, патшалăх паракан пулăшусем çинчен пĕлтернисене, тĕрлĕ професси çинчен каласа кăтартнисемпе, профконсультант сĕнĕвĕсемпе паллашма пултараççĕ. Районти предприятисемпе, организацисемпе тытакан çыхăнăва аталантарса ĕçлев рынокĕнчи информацие çĕнетсех тăраççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорне Л.Осиповăна кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем, тĕллевсене мĕнле пурнăçласа пыни, малашнехи ĕмĕт-шухăшсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

- 2011 çулхи 9 уйăхра та малтанхи çул-йĕре тытса пынă. Халăха яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе вырнаçма пулăшасси, çĕнĕ профессисене вĕрентесси, çул çитмен çамрăксене хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме майсем туса парасси, профориентаци тата психологи пулăшăвĕпе тивĕçтересси, предприятисемпе, организацисемпе çыхăнусем йĕркелесси - çак тата ытти ыйту пирĕншĕн яланах тĕп вырăнта. Çулталăк пуçланнăранпа ĕç шыраса 641 çын пирĕн пата килнĕ. Вĕсен хушшинче ялта пурăнакансем /41,1 процент/, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем /33,2 процент/, 14-18 çулсенчи çамрăксем /42,1 процент/, пенсие тухас ÿсĕмри çынсем /3,1 процент/ уйрăмах йышлă.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 1,09 проценчĕпе танлашнă, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,56 процент, куратпăр ĕнтĕ, çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан кăтарту лайăхланнă. Çак тапхăрта 627 çынна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ, çав йышран 341 гражданина хамăр пата пырсан 10 кунтах кăмăла каякан ĕç тупса пама пултарнă.

Çулталăк пуçланнăранпа Куславкка хулинчи, районти 56 предприяти, организаци ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарсах тăнă, 1028 ваканси çинчен пĕлтернĕ. Вакансисен 5 ярмăрккине ирттернĕ, унта 115 çын пынă. Çакнашкал мероприятисен усси куç кĕрет - вĕсен хыççăн 71 çын ĕçе пуçăннă. Раççей Федерацийĕн ытти регионне ĕçсĕр 34 çынна янă.

Телее, 2011 çулта районта ĕçрен йышлăн кăларса яма палăртман. Ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевпе республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 23 ĕçчен авăн уйăхĕн вĕçĕ тĕлне маларахах çĕнĕ профессие вĕренсе таврăннă.

Куславккари çăкăр комбинатĕнче инвестици проекчĕсемпе килĕшÿл¬лĕн производствăна çĕнетсе улăштарнă май ĕçченсене профессие маларахах вĕрентессине йĕркеленĕ, 3 çын сутуçа вĕренет. Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн никĕсĕ çинче пахча çимĕç ăстисем пĕлÿ илме пуçланă.

12-ĕн Шупашкарти кооператив техникумĕнче сутуçă специальноçне алла илме хатĕрленет, 1 çын «Облик» вĕренÿ центрĕнче парикмахер квалификацине ÿстерет, 1 çын котельнăй операторĕ пулма хатĕрленет.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 19 çамрăка стажировкăна янă, опытлă наставниксен çумĕнче вĕсем, паллах, малтанхи утăмсем тунă май тивĕçлĕ хăнăху илеççĕ. «146-мĕш ДЭП» акционерсен обществинче стажировкăна вĕçленĕ, хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă çамрăка çакăнтах яланлăха ĕçе илнĕ. Ытти 3 çамрăкăн та ку енĕпе ăнăçнă.

Куславкка тăрăхĕнче харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ çын сахал мар. Патшалăх служби çул уçса панисенчен чылайăшĕ паян куç умĕнчех аталанса, вăй илсе пырать. Кăçал та предприниматель ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе 63 çынпа калаçу ирттернĕ, вĕсенчен 53-шĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен ĕçне йĕркелени çинчен свидетельство илнĕ. Вĕсем ĕне выльăх, сурăх, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, пассажирсене илсе çÿрес енĕпе автотранспорт пулăшăвĕсем па¬раççĕ, тимĕр-бетон ункăсем тă¬ваççĕ, кĕпе-тумтир çĕлеççĕ, юсаççĕ. иккĕн илем салонĕ уçса халăхшăн питех те кирлĕ ĕçе пикеннĕ.

Маларах ниçта та ĕçлемен 8 инвалида, нумай ачаллă 5 ашшĕ-амăшне яланлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Акă Н.Николаев инвалида «Автодорсервис» ОООна платнике вырнаçтарнă.

Центр пурнăçланă ырă ĕçсен шучĕ те çук. Районти организацисемпе 4 килĕшÿ туса çул çитменнисем валли вăхăтлăх 269 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи 14-17 çулсенчи çамрăксем вĕренÿрен пушă вăхăтра хаваспах хăйсен вăй-халне тĕрĕсленĕ. Вĕсем ял-хула территорийĕсене тирпейленĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене социаллă пулăшу кÿнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика