отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Публикации » Ырă сăмах ылтăнран хаклă

23 марта 2011 г.

Ырă сăмах ылтăнран хаклă

Ĕçсĕр юлнă çын центра мĕнле тĕллевпе пырать тетĕр? Паллах,

пулăшу кĕтсе, йывăр самантра хăйне епле те пулин хÿтĕлессе шанса. Тен, ăна çийĕнчех вырнаçтарма май та килмĕ, анчах хăйĕнпе ăшшăн калаçнине, ырă суннине туйса илсен чунне пусăрăнтарса тăракан йывăр шухăш сĕвĕрĕлет, шанчăк вăй илет. Çапла вара ĕçлĕ пулас туртăм хăйне те ăнтăлуллăрах пулма хистет. Ахальтен-и ырă сăмах ылтăнран хаклă тенине Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмра тăрăшакансем асра тытса кашни клиентах ăш пиллĕн йышăнаççĕ, ăна ĕçпе тивĕçтермелли майсене пĕрле шыраççĕ.

Коллективăн иртнĕ çулхи çитĕнĕвĕсемпе, кăçалхи тĕллевĕсемпе центр ертÿçи Любовь Михайловна Кузьмина паллаштарать.

 

Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем

 

Экономикăпа ĕç рынокĕ пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă. Иртнĕ çул район кризис витĕмĕнчен хăтăлса пĕтейменнипе çынсене вырнаçтарма предприяти-организацире вĕсен вĕренÿ шайĕпе, професси ăсталăхĕпе тата шалупа килĕшсе тăракан ĕç тупма кансĕр килчĕ. Çапах та ентешĕмĕрсене кăткăс лару-тăрура май пур таран пулăшма тăрăшрăмăр. Ĕçлев службинче регистрациленĕ граждансен шучĕ малтанхи çулхинчен 36,3% пĕчĕкрех пулчĕ. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче 171 çынпа танлашрĕ. Вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан ĕçсĕрлăх шайĕ çулталăк пуçламăшĕнчен 0,56: чакса 1,62:-па танлашрĕ.

Ĕç шыраса центра пĕлтĕр 968 çын /малтанхи çул - 1371/ пынă, 681-шне ĕçсĕр тесе йышăннă /2009 çулта - 887/. Вĕсен хушшинче виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕрремĕш хут ĕç шыракансем /11,7%/, хĕрарăмсем, /2,8%/, унччен патшалăх секторĕнче вăй хунисем /1,2%/, инвалидсем, /0,4%/, чылай хушă ĕçлеменнисем /32,2%/, пачах ĕçлеменнисем /11,4%/, вĕренсе тухнисем /1,0%/ йышланнă, рабочисем чакнă /14,8%/ тата служащисем нумайланнă /3,3%/.

Регистрациленĕ граждансен шутĕнче кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнисем, 29 çула çитмен çамрăксем сахалланнă. Кăларса янисем, хĕрарăмсем, инвалидсем йышланнă, профессин вăтам пĕлĕвне илнисем хушăннă, аслă шкул пĕтернисем тата профессин пуçламăш пĕлĕвĕллисем чакнă.

Республикăн Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программине пурнăçласа 2010 çулта районти предприяти-организаципе 9414.0 пин тенкĕлĕх 21 килĕшÿ тунă. Асăннă программăна 508 çын хутшăннă.

Вăхăтлăх ĕç йĕркелессипе çыхăннă мероприятисем уйрăмах ăнăçлă пурнăçланчĕç. Производствăри йывăрлăхсене пула кăларса ярас хăрушлăха лекнĕ 252 çынна ултă уйăхлăх вырнаçтарма тĕрлĕ предприяти-организаципе 4178,51 пин тенкĕлĕх 12 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Вăхăтлăх ĕçе пурĕ 415 çынна янă.

Асăннă документра ĕçсĕрлĕхе чакарма палăртнă ытти мерăсене пурнăçлани те ырă улшăну тума пулăшрĕ - професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенчен тухнисем валли стажировка ирттермешкĕн вăхăтлăх 12 вырăн йĕркеленĕ тата 2 наставник уйăрнă. Хăнăху илнĕ хыççăн 2 çамрăка çав вырăнтах çирĕплетсе хăварнă. Пĕлтĕр 3 организацире ятарлă 3 вырăн хатĕрлесе инвалидсене яланлăх /1 делопроизводитель, 2 хуралçă/ йышăннă. Вĕсем валли ĕçпе тивĕçтерекенсем тивĕçлĕ оборудовани туяннăшăн кашниншĕн 30 пин тенкĕ уйăрса панă.

Центр пулăшнипе 2009 çулта ĕçсĕрсенчен 20-шĕ предпринимательлĕхе кÿлĕннĕ пулсан, пĕлтĕр 87-ĕн пĕчĕк бизнес уçрĕ, патшалăхăн финанс пулăшăвне илчĕ. Çак тĕллевпе 4939,2 пин тенкĕ тăкакланă. Вĕсенчен 67-шĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Предпринимательсенчен пĕри тепĕр ĕçсĕр валли вырăн уçма май тупрĕ.

 

Икĕ уйăх кăтартăвĕсем

 

2011 çулăн икĕ уйăхĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Малтанхи кăтартусем центр кăçал та хастарлăхпа тăрăшулăха чакарманнине çирĕплетеççĕ.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 150 çын учетра тăрать. Çав шутра: предприяти-организацирен производство йывăрлăха кĕрсе ÿкнипе кăларса янисем - 24, 82 хĕрарăм, 16-29 çулсенчи 39 çамрăк, 22 инвалид, профессин аслă пĕлĕвĕ илнĕ - 24, вăтам пĕлĕвĕлли - 42, пуçламăш пĕлĕвĕлли - 34, вăтам пĕлÿлли - 40, тĕп пĕлÿлли - 9, пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ çукки 1 çын. Асăннă кун тĕлне ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан 1,73 процентпа танлашнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 2,79%/

Икĕ уйăхра 133 çынна /çав шутра ăна чылайранпа шыраса хăшкăлнă 1 ĕçсĕре/ вырнаçтарнă, общество ĕçне 46-ăн кайнă. Вĕсен йышĕнче виçĕ çул хушшинче ниçта та вăй хуман граждансем ытларах. Хальхи вăхăтра Мускава, Чулхулана, çĕр-шывăн ытти регионне оргнабор мелĕпе яма тытăнтăмăр.

Профессие хамăр тăрăхрах илме пултарни ырă пулăм тейессĕм килет. Акă, коопераци техникумĕ райпора уçнă курсра 10-ăн повар, Кÿкеçри вĕренÿ комбиначĕн Тăвайри базинче 20-ĕн газооператор пулма хатĕрленеççĕ.

Ведомство программи тăрăх 2 инвалида ял тăрăхĕсенче социаллă ĕçчене йышăнчĕç, 5 çынна ĕç пенсине маларах кăлартăмăр.

 

Умри тĕллевсем

 

Кăçал та кулленхи ĕçре республикăн Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программине тĕпе хуратпăр. Унпа килĕшÿллĕн халăха ĕçпе тивĕçтерессине хушма пулăшу кÿмелли 8 мероприятие пурăçламалла районти центрăн. Программăна финанслама 4842,2 пин тенкĕ каймалла, унта 147 çынна хутшăнтармалла. Çав шутра кăларса ярас хăрушлăха лекнисене /23 çын/ тата инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн производствăна реструктуризацилекен тата модернизацилекен производство сферин организацийĕсенче вăй хуракансене /30 çын/ профессие маларах вĕрентмелле* ачана 3 çула çитиччен пăхма илнĕ отпускри хĕрарăмсене /20 çын/ професси илме май туса памалла.

“Ĕçсĕр инвалидсене вырăн тупма пулăшасси” тата “Сусăр ачасем çитĕнтерекенсене, йышлă ача ÿстерекен ашшĕ-амăшне ĕç тупма пулăшасси” мероприятисене - 10, “Ĕçсĕр граждансене харпăр хăй ĕçне уçма тата хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме пулăшасси” мероприятие 48 çынна хутшăнтармалла.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирме май паракан тепĕр документ - ведомствăн Чăваш Республикинчи халăха 2011-2013 çулсенче ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программи. Унпа килĕшÿллĕн ĕç шыракансене, вырнаçма кансĕр граждансене /инвалидсене/ ĕç тупма пулăшмалла* социаллă адаптаци памалла* профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕ илнĕ 18-20 çулсенчи çамрăксем - пуçласа ĕç шыракансем - валли ăна вăхăтлăх йĕркелеме* 14-18 çулсенчи ачасене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе хутшăнтармалла* центра пулăшу ыйтма килнисене професси илме, тепĕр специальноçа хăнăхма, квалификацие ÿстерме ямалла* вĕсене професси ориентацийĕ тата психологи пулăшăвĕ памалла* пособи тата укçа тÿлевĕ уйăрса социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелле* пенсие маларах кăлармаллă* ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене служба органĕ янипе профессие вĕреннĕ тапхăрта стипенди тÿлемелле.

Тĕллевсем пĕчĕк мар. Вĕсене пурнăçлама Тăвайсен майсем çителĕклех: коллектив çамрăк, пĕри тепринчен маттур, ăсталăхĕ-пултарулăхĕ кашнийĕнех иксĕлми. Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçисем, район пуçлăхĕсем сĕнÿ-канашпа кăна мар, ĕçпе те пулăшсах тăраççĕ. Партнерсем те шанчăклă пирĕн: “Акконд-агро” фирма” АХО, “Янтиковский кооператив” ПО, “Чутеевский” ЯХПК тата ыттисем центр янă ĕçсĕрсене яланах йышăнаççĕ, йывăр вăхăтра вырăнлă пулма май туса параççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика