30 апреля 2021 г.
Районсемпе хуласен ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсене пĕтерсе вĕсен вырăнне Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин пĕрлехи пĕр центрне туса хучĕç. Вырăнсенче вара унăн 23 пай. (кашни районта тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта – пĕрер) ĕçлет. Хальхи центрсен пуçлăхĕсен вырăнне - пайсен пуçлăхĕсем.
Пирĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центра 1991 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче уçнă, унăн директорĕ Николай Жилкин пулнă. Хальхи вăхăтра Шăмăршăри уйрамра Сергей Кузьмин пай пуçлăхĕ, Ирина Петрова, Елена Славницкая, Екатерина Михайлова специалистсем вăй хураççĕ.
Республикăри кашни хулапа районта ĕç шыраса килекенсене пулăшассипе çыхăннă мероприятисене тухăçлă йĕркелесе пыма пултарнинчен те нумай килет. Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем пурнăçлакан ĕçсем те курăмлă, вĕсем хăйсен тĕп тивĕçне – вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшассине туллин пурнăçласа пыраççĕ. Сергей Кузьмин пай пуçлăхĕпе тĕл пулсан çак ыйтусене тата тĕплĕнрех уçăмлатма май килчĕ.
– Сергей Владимирович, сирĕн центр никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ çак тапхăрти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетер-ха…
– Çак вăхăтсенчи хамăрăн ĕçе хак панă май çакна пĕтĕмлетсе калас килет, эпир ĕçсĕрлĕх шайне цифрăсем тăрăх шутласа чакарас тĕллев тытмастпăр. Пирĕн тĕллев - çынсен кăмăлне тивĕçтересси, ĕç вырăнĕсем тупса парасси.
1991 çултан тытăнса 2020 çулччен пирĕн центра 18226 çын ĕç шыраса килнĕ, 1515-шне пулăшнă – ĕçпе тивĕçтернĕ. 2021 çулхи апрелен 1-мĕше телне илсен, пирĕн патĕмĕрта 79 çын ĕçсĕррисен шутĕнче тарать.
Эпир ĕç паракансемпе тачă çыхăну тытатпăр, çавăнпа вĕсем тăратакан вакансисен шучĕ ÿсет. Хальхи вăхăтра та ĕç паракансем 545 çынна (вакансисем урăх регионсенчен те пур) ĕçе илме пултарни çинчен пĕлтереççĕ. Районти çынсем Ульяновск облаçне, Тутарстана, Мускав тăрăхне ĕçлеме çÿреççĕ.
Çынсене обществăлла ĕçсене хутшăнтарассине те кирлĕ пек йĕркелесе пыратпăр. Ку енĕпе тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе, организацисемпе килĕшÿ тăватпăр. Вăхăтлăх ĕçе хутшăнакансенчен ытларахăшĕ территорие тирпей-илем кĕртме, пĕчĕк юсав ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнать. Вĕсене республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
– Сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпех мар – инвалид çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси мĕнлерех пырать?
– Инвалид пулнине пăхмасар, малалла ĕçлес шухăшлă çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Хамăр пурнăçлакан мероприятисене сусăр çынсен тĕлĕшпе патшалăх енчен йышăнакан тĕрлĕрен программăсемпе усă курса йĕркелетпĕр.
– 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе те халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти пайĕн специалисчĕсем сахал мар тăрăшнине пĕлетпĕр. Пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçакан 18-20 çулсенчи çамрăксемпе мĕнлерех лару-тăру?
– Çапла, çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене çулталăк тăршшĕпех йĕркелесе пыратпăр. 30 яхăн çул хушшинче 14-18 çулсенчи 6756 хĕрпе каччă тĕрлĕрен ĕçсене хутшăнса хушма тупăш – укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарчĕ. Вĕсем район территорийĕнчи палăксене тирпей-илем кĕртме тата ытти ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ.
Çакна та палăртса калас тетĕп, вăхăтлăх ĕçе чи малтанах йывăр пурăнакан ачасене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Тăлăх ачасем, ĕçлемен ашшĕ-амăшĕн ачисем, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсем тата ытти ачасем те вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçас тесе пирĕн пата ыйтупа тухма пултараççĕ. Эпир Шăмăршă ялĕнчи Ленин урамĕнчи 26-мĕш çуртра вырнаçнă. Ку е вăл ĕçе пурнăçлама хутшăнни вĕсене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме, хăйсене усă курма укçа ĕçлесе илме пулăшать.
Професси пĕлĕвĕ илнĕ 18-20 çулсенчи 42 çамрăк специалиста вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ.
– Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса парса çынсене республика тулашне ĕçлеме кайма майсем туса парасси епле пурнăçланать?
– Ытти регионсене ĕçлеме каяс ыйтупа çыхăннă пĕтĕм информацие халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн официаллă сайтĕнче вырнаçтаратпăр. Çакăн пирки пĕлтерекен информацие хальхи вăхăтра кирек хăш çăлкуçран – Интернет-сайта, «Работа в России» информаци порталне кĕрсе пĕлме пулать. Апла пулсан та республика тулашне ĕçлеме кайма шут тытнă çынсемпе вырăнти специалистсем куçа-куçăн тĕл пулса калаçнин витĕмĕ пысăк пулнине куратпăр.
– Чăваш Республикин патшалăх шайĕнчи программипе килĕшÿллĕн çынсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пулăшас тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕпе районта пурăнакансем нумайăн усă курнă-и?
– Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, уйрăм предприниматель е фермер ĕçне йĕркелеме вăйра тăракан программăпа килĕшÿллĕн уйăракан укçана алла илсе унпа тĕллевлĕн усă курма пулăшас тĕлĕшпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене тăтăшах ирттеретпĕр. Пĕр хутчен парăнакан çак пулăшупа районта пурĕ 150 çынна тивĕçтернĕ.
- Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен вĕренĕвне йĕркелес тата вĕсене хушма професси пĕлĕвĕ илме пулăшас ĕçе мĕнле хутшăнатăр?
- Çынсене хушма професси пĕлĕвĕ парассине ĕç рынокĕ ыйтнине тата çынсем хăйсем мĕнле ĕçпе кăсăкланнине тĕпе хурса йĕркелетпĕр. Кун пек чухне професси суйлассипе çыхăннă калаçусем, тестсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене çĕнĕ профессие алла илме пулăшас тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕсемпе килĕшÿ çирĕплететпĕр. Водитель, газ оборудованийĕсене юсассипе тата ĕçлеттерессипе тăрăшакан слесарь, электромонтер, газ котельнăйĕсен операторĕ, парикмахер, тракторист тата ытти профессисене илнĕ çынсем хальхи вăхăтра хамăр районтах ĕçлесе пурăнни ырă тĕслĕх вырăнне хурса хаклатпăр.
Çамрăк амăшĕсене, ачисене 3 çула çитиччен килте пăхнă хыççăн, ĕç вырăнне таврăнма пулăшса çĕнĕ профессисене хăнăхтарас ĕçе те тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыратпăр.
– Сергей Владимирович, ĕç шыраса пынă çынсене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен мероприятисен чи тухăçли хăшĕ-ши?
– Йăлана кĕнĕ вакансисен ярмăрккисем, уçă алăксен кунĕсем, профориентаци ĕçĕсем йĕркеленин, психологи пулăшăве кÿнин, тренингсем ирттернин усси пысăк. «Хăвна ху алла илсен ăнăçу килет», «Çынсемпе хутшăнассинчи ăсталăх», «Ăнăçусем хамăртан килеççĕ» тренингсем йĕркелетпĕр. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене профориентаци енĕпе пулăшни вĕсене хÿтлĕхлĕ, шанчăклă, ытти çынсене кирлĕ пулнине ăнланма май парать. Акă 1991-2020 çулсен тапхăрĕнче 346 çынна психологи пулăшăвĕ панă.
- Сире уçă калаçушăн, тулли хуравсемшĕн тав тăватпăр.
А.МИХАЙЛОВ калаçнă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"