24 июля 2020 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн "О занятости населения в Российской Федерации" саккунĕпе килĕшỹллĕн ĕçсĕр граждансене патшалăх тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет.
Вăл шутра: ĕç шыранă тапхăрта, çав вăхăтра çын вăхăтлăх ĕçлейменнине пула та, пособи парса пулăшнипе, ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренме кайсан стипенди тỹлесе тăнипе, çавăн пекех обществăлла ĕçсене явăçтарса укçа тỹленипе.
Чăваш Республикин районĕсемпе хулисенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсене пыракан çынсенчен ытларахăшĕ унта чăнах та ĕç тупас тесе пырать. Çапах та граждансем хăйсем çинчен тĕрĕс мар сведени тăратни те, ĕçленин фактне е пособи калăпăшĕ çине тата ăна тỹлесе тăрас вăхăт çине витĕм кỹрекен урăх лару-тăрăва пытарнă фактсем те тĕл пулаççĕ. Тепĕр чухне вара хăш-пĕр çын хăй ĕç вырăнĕнче нимĕнле килĕшỹ тумасăр ĕçленĕрен ĕçсĕррисен учетне тăма ирĕк пур тесе шутлать. Ку апла мар, çавăнпа та пĕр вăхăтрах ĕçсĕррисен учетĕнче тăни тата ĕçлени уголовлă тата административлă ответлăхпа çыхăннă.
Çапла кăçал январь _ май уйăхĕсенче Чăваш Республикинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсем улталаса ĕçсĕррисен пособине илсе тăнин 39 фактне тупса палăртнă.
Çакăн тĕп сăлтавĕ _ çынсем учета тăнă чухне е пособи илсе тăнă вăхăтра харпăр хăй тĕллĕн ĕçленине (самозанятость) пытарни.
Улталаса çак çынсем пособи шучĕпе пурĕ 248,6 пин тенкĕ илнĕ. Хальхи вăхăтра 197,5 пин тенкине бюджета тавăрса панă. Ытти суммăна тавăрса парассипе ĕçсем пыраççĕ.
Тупса палăртнă пур факт тĕлĕшпе те материалсене право сыхлав органĕсене çитернĕ. Айăплисене административлă тата уголовлă ответлăх тыттарас тесе, çавăн пекех улталаса илнĕ укçана бюджета тавăрас тĕллевпе ĕçсем пуçарнă.
Асăрхаттаратпăр, саккунсăр майпа ĕçсĕррин статусне тивĕçнине тата пособи илнине çынна учета илнĕ чухне те, пособи илсе тăнă вăхăтра та тупса палăртаççĕ. Çавăнпа та саккуна хирĕç каймалла мар.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"