казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сывлăх çулĕпе - сиккипе!

27 сентября 2016 г.

ВЫРСАРНИКУН пĕтĕм çĕршывĕпех, çав шутра пирĕн Шăмăршă районĕнче те «Нацисен кросĕ-2016» чупу иртрĕ. Ватти, çамрăкки, ача-пăча _ спорт уявне çĕр-çĕр çын пысăк хавхаланупа, сывлăха лайăхлатас тĕллевпе пуçтарăнчĕ.

 1. ПУÇЛĂХ ТĔСЛĔХĔ ПУРНЕ ТЕ ЧĔНЕТ

 ШĂМĂРШĂРИ тĕп лапамра чуна ачашласа Давид Тухмановăн "Родина моя" юрри янăрать:

Над тобою солнце светит,

Родина моя.

Ты прекрасней всех на свете,

Родина моя!

София Ротару юрлакан çак юрăпа хавхаланса, вун-вун çын физзарядка турĕ. Ыттисемпе пĕрлех _ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та.

Акă, 10 сехет те çитрĕ. "Нацисен кросĕ -2016" чупăва пуçтарăннисене Владимир Денисов хĕрỹллĕн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх тата телей сунчĕ.

_ Кросс вăл _ спортăн чи йỹнĕ енĕ, _ палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. _ Трико, футболка, кеды _ çаксем çеç кирлĕ. Çапах та кросăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кĕрхи илемпе киленсе, уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа чупни савăнăç мар-и-ха? Ăмăртура кам мала тухни хаклах мар, çирĕп сывлăхшăн чупни _ чи хакли!

Çанталăкĕ ытармалла мар илемлĕ те тỹлекчĕ те, чупакансем те йышлăн пулчĕç.

VIP чупăва район центрĕнчи организацисемпе учрежденисен ертỹçисем хутшăнчĕç, пурин кăмăлне те çĕклерĕç.

Кунта техника инвентаризацийĕн бюровĕн ертỹçи Александр Михайлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, спорт ветеранĕ Владимир Шуряков, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Сергей Кузьмин, вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Василий Ермошкин тата ыттисем ырă тĕслĕх кăтартрĕç.

                                                                                                                       2. Пĕрремĕшĕнчен - вунпĕрмĕшĕ таран 

ПĔРРЕМĔШПЕ иккĕмĕш классенче вĕренекен хĕрачасем, ун хыççăн çак классенчи арçын ачасем чупнине куракансем хыттăн алă çупса тата хавхалантарса саламларĕç. Хĕрачасенчен Виктория Попова, Настя Ларионова тата Августина Матвеева, арçын ачасенчен Артем Кудряшов, Раниль Камалов тата Денис Ложкин чи малтисем пулчĕç.

3-4 классенче вĕренекенсем хушшинче малти вырăнсене Карелина Иванова, Арина Федотова, Айгиль Шарапова, Владимир Александров, Артем Кудряшов, Денис Чебанин, 5-6 классем хушшинче Дарья Харитонова, Айсылу Шарапова, Дарья Захарова, Павел Павлов, Константин Кудряшов, Егор Чернов, 7-8 классем хушшинче Кристина Чебан, Ангелина Ефимова, Елена Мердеева, Татьяна Саманина, Кирилл Галкин, Павел Сергеев, Денис Убасев, 9-11 классем хушшинче Ольга Сергеева, Елена Паймина, Виктория Павлова, Данил Павлов, Михаил Ефимов, Семен Семенов йышăнчĕç.

                                                                                                                 3. Аслашшĕне _ Грамота, мăнукне _ шăккалат... 

18-35 çулсенчи хĕрсемпе хĕрарăмсен чупăвĕ епле ан савăнтартăр-ха тата? Галина Сорокина, Алевтина Александрова тата Екатерина Яковлева пурне те хыçала хăварса финиша чăн малтан çитрĕç.

Алевтина пирĕншĕн уйрăмах çывăх - вăл "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн чысне хỹтĕлерĕ. Маттур, ĕçтешĕмĕр!

Тепĕр çынпа та мухтанма пултаратпăр: район пичечĕн ветеранĕ, çитес çул 70 тултаракан Петр Иванович Фомин çамрăксенчен нумай юлмарĕ вĕт!

"Нацисен кросĕ-2016" чупăва Петр Иванович мăнукĕпе _ икĕ çул та 1 уйăхри Максимпа пĕрле килнĕ. Максим та чи пĕчĕккисемпе пĕрле чупса шăккалат илме тивĕçрĕ.

18 çултан аслăрах арçынсем хушшинче Сергей Хафизов, Павел Федоров тата Владимир Карсаков хастар пулчĕç. Чи пĕчĕккисен йышĕнче (вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чупрĕç) Альберт Кузьмин, Дария Иванова тата Ксения Фадеева палăрчĕç.

Тĕрĕссипе, пурин хушаматне те асăнас, пурне те чи ăшă сăмахсемпе мухтас килет. Шел, хаçатра вырăн сахаллипе нумай çыраймастпăр. Çак пĕчĕк ачасем пыра-киле паллă спортсменсем пуласса, вĕсене район хаçатĕнче кăна мар, республика, çĕршыв шайĕнчи хаçатсенче мухтасса шанас килет.

Чи кирли вара _ çирĕп сывлăхлă çитĕнни. Ачаран спорта юратни ĕмĕр тăрăшшĕпех вăй-хал парса тăрĕ.

"Нацисен кросĕ-2016" ăмăрту районти кашни ял тăрăхĕнчех çỹллĕ шайра иртнĕ. Массăллă чупăва районĕпе 1500 ытла çын хутшăннă.

Шел те, пичĕкери пыла пĕр кашăк пыл та варалать теççĕ çав. Район центрĕнчи хăшпĕр коллективсем чупăва пачах та хутшăнманни пирки-ха сăмахăм. Нумай çынлă район администрацийĕн пайĕсем те, полици уйрăмĕпе районти тĕп больница та, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе лесничество та утайми-чупайми ватă старике çаврăнма пуçламан-ши?

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика