28 октября 2015 г.
ХАÇАТÇĂ ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Мĕнле ĕçлеççĕ вĕсем, черетлĕ номере вулакансем патне епле çитереççĕ - çакă шкул ачисемшĕн те кăсăклă. Темĕн те интереслентерет вĕсене, пурне те пĕлес килет.Республикăра иртекен волонтер-профориентаторсен «Сан пулас професси » акцийĕпе килĕшỹллĕн тунтикун район хаçачĕн редакцийĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан 5 «а» класра вĕренекенсем хăнара пулчĕç. Редакци ĕçĕ-хĕлне, хаçатçăсем мĕнле ĕçленине вĕсем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç, тĕлĕнчĕç те - сахал мар ĕç тума тивет-çке. Ачасен ыйтса пĕлмелли те сахал мар пулчĕ.- Ỹссен эпĕ те корреспондент пулатăп, - терĕç юлашкинчен хăшĕсем.Тем пекехчĕ - аслă ăрăва çамрăксен ылмаштармалла.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"