21 октября 2015 г.
ОКТЯБРĔН 19-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен шкулта вĕренекен ачасене пулас прфессине тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе «Ху суйласа илнĕ професси» ятпа акци иртет. Социаллă педагогсем, психологсем, учительсем, библиотекарьсем, аслă класра вĕренекенсем тата ĕç ветеранĕсем çак 5 кун хушшинче шкул ачисене професси суйласа илес тĕлĕшпе пулăшу кỹреççĕ. Ку енĕпе волонтерсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă. Çак шутра «Профессисен асамат кĕперĕ» ỹкерчĕксен конкурсĕ, «Манăн пулас професси» сочинени конкурсĕ, калаçу сехечĕсем, презентаци, вăйăсем, викторинăсем, предприятисене экскурсисем йĕркелени.Калас пулать, çакнашкал мероприятисем ирттересси пирĕн районта йăлана кĕнĕ те ĕнтĕ. Шкулсем çак акцине хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал та хăйсен ирĕкĕпе çак ырă ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансем ачасене професси суйласа илме пулăшаççех тесе шансах тăратпăр. Эппин, паян шкулта вĕренекенсем пулас ĕç вырăнне суйласа илнĕ чухне йăнăшмĕç!
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"