06 декабря 2014 г.
Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тăрса юлнă 38 çынна шута илнĕ. Çав вăхăтрах ĕç паракансем 152 ваканси (пушă вырăн) пурри çинчен пĕлтерчĕç. Ỹркенмесен, хамăр районта та ĕç тупма пулать. Пирĕн центр сире пулăшма яланах хатĕр. Эпир пулăшнипе кăçал 746 çынна ĕçе вырнаçтарма май килчĕ.
С.КУЗЬМИН,районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"