казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Инвалидсене - тивĕçлĕ вырăн

06 декабря 2014 г.

РФ Президенчĕн В.Путинăн "Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" 597-мĕш Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли тата вĕсене обществăра интеграцилемелли мерăсен комплексне туса хатĕрленĕ. Тĕп çул-йĕрсенчен пĕри - 2013 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен" 68-мĕш саккунĕ. Унпа килĕшỹллĕн 100 çынран иртекен коллектива ĕçпе тивĕçтерекенсем валли сусăрсене йышăнмашкăн списокри вăтам йышăн 2 проценчĕн, 35-100 çынлисем валли 1,5 проценчĕпе танлашакан квота çирĕплетнĕ. 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне квотăна пĕрремĕш ушкăнрисем тĕлĕшпе - 89,7, икĕмĕшрисем енĕпе 69,7 процент пурнăçланă. Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли мерăсен комплексне вĕсене квота шучĕпе йышăнни те, ĕçсĕр сусăрсене ятарласа майлаштарнă вырăнсем туса парасси те кĕрет. Ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене 109 инвалида илнĕ. Ĕç паракансем инвалидсем валли вырăн йĕркеленĕ чухне оборудовани, техника хатĕрĕ, сĕтел-пукан туянса, вырнаçтарса хăтлă условисем туса тăкакланнине саплаштарма çулталăк пуçланнăранпа 8 млн тенкĕ ытла пĕтернĕ. Чăваш Республикин бюджетне 3157,6 пин тенкĕлĕх хушма субсиди уйăрнă. Кăçал 3-мĕш ушкăн инваличĕ валли пĕр вырăн йĕркеленĕшĕн - 69,5 пин, 1 тата 2-мĕш ушкăнрисемшĕн - 100-шер пин, кресло-кỹмепе çỹрекен сусăршăн 1000,0 пин тенкĕрен ытла мар уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăра кресло-кỹмеллĕ сусăрсене ятарласа хатĕрленĕ çĕре йышăнас тата вĕсене меллĕ условисемпе тивĕçтермешкĕн инфратытăм йĕркелес енĕпе пуçаруллă ĕçлеççĕ. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарнин эффективлăхне ỹстерес тĕллевпе вакансисен ятарлă банкне туса хунă, унта инвалидсем валли 400 ытла ваканси пур та. Интернетпа усă курма пултарайман граждансен вакансисен базипе республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче тата халăх йышлă çỹрекен çĕрте лартнă информаци терминалĕсем урлă паллашма май килет. Çавăн пекех информаци материалĕсене федераци тата республика кăларăмĕсенче, муниципалитет шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче тата Интернетра тупса вулама пулать.

С.КУЗЬМИН, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика