26 ноября 2014 г.
Республикăра волонтер-профориентаторсен "Эсĕ суйласа илнĕ професси" акцийĕ вĕçленчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн шкулта та тĕрлĕ мероприятисем пулса иртрĕç, тĕрлĕ профессисемпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе класс сехечĕ-сем йĕркелерĕмĕр, ачасене видеороликсем кăтартрăмăр. Профориентаци вăййисем те çỹл-лĕ шайра иртрĕç. Акци вăхăтĕнче шкулта вĕренекенсем Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Ю.Ермолаевпа тĕл пулчĕç, А.Сатеевăн, С.Даниловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çитсе курчĕç.
Шкулсен паянхи тĕп тĕллевĕ - ачасене Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсем пулса ỹсме хăнăхтарасси, вĕрентесси. Паллах, çитĕнекен ăрăвăн хăйсен прависемпе тивĕçĕсене шкул сакки çинченех пĕлсе ỹсмелле - çакă вĕсене кайран пурнăçра самаях пулăшĕ. Шкулта Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун та палăртнă план тăрăх иртрĕ. Унта ачасемпе полицин районти уйрăмĕн ĕçченĕсем калаçу ирттерчĕç.
Н.УГАРИНА. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"