18 октября 2014 г.
Кăçалхи октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тăрса юлнă 30 çынна шута илнĕ. Çав вăхăтрах ĕç паракансем 154 ваканси (пушă ĕç вырăнĕ) пурри çинчен пĕлтерчĕç. Пирĕн центр пулăшнипе, кăçал районти 689 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ĕç тупайманнисем вĕренсе квалификацие ỹстерме е çĕнĕ специальноç илме пултараççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарни те - ял çыннине ĕçпе тивĕçтермелли çул-йĕр.
С.КУЗЬМИН,центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"