казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Никам та пулăшусăр юлмĕ

22 октября 2014 г.

 

Никам та пулăшусăр юлмĕ

2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли программа пирĕн районта мĕнле пурнăçланать-ха? Çакăнпа паллаштарма халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи С.Кузьмин хаваспах килĕшрĕ. - Ĕçлетпĕр, - терĕ Сергей Владимирович, - пулăшу ыйтакан çынсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр. - Йышлă-и çакнашкаллисем? - Кăçал кăна 741 çын килчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 694 çынна ĕç тупса пама май пулчĕ, обществăлла ĕçсене пурнăçлама 109 çынна явăçтартăмăр. Çавăн пекех, 14_18 çулсенчи 413 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтертĕмĕр. - Сергей Владимирович, професси е хушма специальность илес текенсем çук-и? - Пур, паллах. Кăçал вĕсем 15-ĕн пулчĕç. Çавăн пекех, декретлă отпуск вăхăтĕнче сакăр хĕрарăм ПЭВМ операторĕн, бармен ăсталăхне алла илчĕç. Кунсăр пуçне темиçе пенсионер уйрăм хуралçă пулса тата суту-илỹ енĕпе ĕçлеме пуçлĕç. - Ĕç шыраса ытларах камсем килеççĕ-ха? - Тĕрлĕ çынсем пур. Вĕсен хушшинче ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе тухнисем, 14-18 çулсенчи çамрăксем, организаци е учреждени пĕтнине, штатсене чакарнине пула ĕçсĕр тăрса юлнисем, тĕрлĕрен вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем тата ыттисем те. - Инвалидсене илес пулсан? - Вĕсем те пирĕн пекех çынсем вĕт. Сусăрсене "Сувар" ОООна, "Хлюкин О.А." хресчен (фермер) хуçалăхне, "Мир" ЗАОна вырнаçтартăмăр. Нумай ачаллă амăшĕсем те пулăшусăр юлмаççĕ. Кăçал çакнашкал икĕ хĕрарăм В.Любимов уйрăм предприниматель патĕнче, "Краснов А.В." хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнчĕç. - Сергей Владимирович, центрта халĕ миçе çын учетра тăрать? - Хальлĕхе - вăтăрăн. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен вун пĕр çын сахалрах е ĕçлеме пултаракан халăхăн 0,41 проценчĕ. Сăмах май, ĕçсĕр çынсен шучĕпе пирĕн район республикăра та чи лайăххисенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе кăтарту иртнĕ çулсенчен чылай лайăхраххине палăртса хăварма кăмăллă. - Паллах, вакансиллĕ вырăнсем те пур пулĕ-ха. - 158 ваканси пур. Пыра-киле вĕсем те пушă юлмасса шанас килет. Ĕçлес текен, ман шутпа, ĕçсĕр юлмастех. Килĕр - пурне те пулăшăпăр.

В.МИХАЙЛОВ калаçнă. 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика