04 октября 2014 г.
Сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр тăрса юлнă 40 çынна шута илнĕ. Çав вăхăтрах ĕç паракансем 172 ваканси вырăнĕ пурри çинчен пĕлтерчĕç. Районта тĕрлĕ специализациллĕ врачсем, акăлчан чĕлхипе биологи учителĕсем, ветеринарсем, электриксем, слесарьсем, фармацевтсем çитмеççĕ.
С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"