13 сентября 2014 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене обществăлла ĕçсене явăçтарассишĕн нумай тăрăшать. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, предприятисемпе тата организацисемпе кăçал 55 договор йĕркеленĕ, 96 çын валли ĕç тупса панă. Çак çынсем ялсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте, йĕтем çинче, организацисенче делопроизводитель пулса, сутуçăра е ытти вырăнсенче вăй хураççĕ. Сентябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне центр ĕçсĕр тăрса юлнă 42 çынна шута илнĕ. Çав вăхăтрах районти ĕç паракансем 175 ваканси пурри çинчен пĕлтерчĕç.
С.КУЗЬМИН, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"