18 июня 2014 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта кăçалхи июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр тăрса юлнă 51 çынна шута илнĕ. Çав вăхăтра ĕç паракансем 176 ваканси (пушă ĕç вырăнĕ) пурри çинчен пĕлтерчĕç. Районта тĕрлĕ специализациллĕ врачсем, учительсем, водительсем, сутăçсем, слесарьсем, электриксем, фармацевтсем çитмеççĕ.
С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"