казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кăмăлу пулсассăн - кай эс Мускава…

19 апреля 2014 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вăхăтлăха Раççейри урăх регионсене ĕçлеме кайма та сĕнет. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче Мускав облаçĕнчи "Бунятино" Агрофирма" ЗАОна, "Агронавт"ОООна, "Состра"ОООна, "Чулковское" ОООна 16 çынна ял хуçалăхĕнче ĕçлеме ятăмăр. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи хуçалăхсене - "Чулковское" ОООна, "Агронавт" ОООна, "Бунятино"Агрофирма" ЗАОна виçĕ уйăхлăха тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан рабочисем кирлĕ. Çавăн пекех Воронеж облаçĕнчи "Красинское" ОООра, Волгоград облаçĕнчи хуçалăхсенче пахча çимĕçе тирпейлекен рабочисем çитмеççĕ, уйăхри ĕç укçи 20 пин тенкĕ е унтан та пысăкрах. Чулхула (Нижний Новгород) облаçĕнчи "Монтажэнерго"ОООна, Мускав хулинчи "СПК Мосэнергострой"ОАОна, "Чукотская торговая компания" ЗАОна рабочисене ушкăнсем пуçтарăннă май ярса тăратпăр. Çул укçине организацисем хăйсем тỹлеççĕ. Ĕçлеме каяс текенсем 8(83546)2-31-98 телефонпа шăнкăравласа тĕплĕнрех пĕлме пултараççĕ.

С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика