02 апреля 2014 г.
" ...Предпринимательлĕхе пулăшассине, производствăна модернизацилессине панă оборудованине çĕнетессине уйрăмах тимлĕн пăхмалла", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку тĕлĕшпе ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене предприниматель ĕçне явăçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мартăн 27-мĕшĕнче район администрацийĕнче ĕçсĕр тăрса юлнă, халĕ çĕнĕ ĕçе пуçăнма хатĕр граждансен бизнес-планĕсене пăхса тухас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Комисси 5 бизнес-плана пăхса тухнă хыççăн П.Карзанов хатĕрленине ырласа йышăнчĕ. П.Карзанов Шăмăршăра ача таварĕ-сене сутакан "Ача-пăча тĕнчи" уйрăм уçма хатĕрленет. Çывăх вăхăтра çамрăк предприниматель хăйĕн ĕçне пуçарса яма патшалăх уйăрса паракан 58800 тенкĕ укçана илĕ. П.Карзанова суту-илỹ ĕçĕнче ăнăçу çеç сунар. Бизнес-план хỹтĕленĕ хыççăн хăйсен ĕçĕсене çанă тавăрсах хĕрỹллĕн пуçăннă çамрăк çынсем районта татах та пур. Акă Улмаллăра пурăнакан Н.Тимофеев çĕнĕ ăратлă, пысăк çитĕнекен кроликсем ĕрчетме пуçăннă. Çак чĕр чун йышне вăл 8500 пуçа çитерме, какайне тата тирне тупăшлă вырнаçтарма ĕмĕтленет. Николай Хусанта заочно майпа юриста вĕренет, аслă шкулта илнĕ пĕлỹ ăна ĕçре пулăшса пырать. Çакă та савăнтарать: Н.Тимофеев кролик ĕрчетме ялти ытти çынсене те хавхалантарать, унăн тĕслĕхне ырласа йышăнакансем нумайлансах пыраççĕ.
С.КУЗЬМИН, районти халăха ĕçе вырнаçтаракан тĕлĕшпе ĕçлекен центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"