15 февраля 2014 г.
ФЕВРАЛĔН 10-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçе вырнаçтаракан центрта ĕç шыракансемпе ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем валли вакансисен ярмăрккине ирттертĕмĕр.
Ярмăрккăна 30 ытла çын хутшăнчĕ.
«Медиа технологии» ООО строительство организацийĕн представителĕ Е.Ю. Голышева хăйсен организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата ĕçшĕн тÿлемелли йĕркепе паллаштарчĕ. Ĕçе вырнаçнисене тулли социаллă пакет, ятарлă тум параççĕ, общежитири пурăнмалли вырăнпа тата вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Çак предприятие паян фрезеровщиксем, сварщиксем, монтажниксем, токарьсем, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакансем, кондитер фабрикине упаковщицăсем кирлĕ.
Вакансисен ярмăркки ĕçлĕ те граждансен активлăхĕ пысăк пулнă лару-тăрура иртрĕ. Пухăннисен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларăмăр.
С.Кузьмин, районти халăха ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"