05 февраля 2014 г.
– Кăçалхи ăмăрту уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев спортсменсемпе ăмăртăва курма килнисене саламланă май. – Кĕçех Сочире хĕллехи Олимп вăййисем пуçланаççĕ. Малашне пирĕн районти çамрăк йĕлтĕрçĕсене те тĕнче шайĕнчи çак тупăшусенче курасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Пурне те – ăнăçлă старт, çĕнтерÿ!
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – экономикăпа политика, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков та çак шухăшах малалла тăсрĕ. Вăл спортсменсене саламланипе çеç çырлахмарĕ – хăй те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ.
Ăмăртусем йĕлтĕрçĕсен 2014 метрлă VIP-чупăва хутшăнма старта тăнинчен пуçланчĕç. Кашни предприятипе организацирех, шкулсенче вăйлă спортсменсем сахал мар – кашниех мала тухас ĕмĕтлĕ. Çĕнтерÿçĕсем вара кашни ушкăнрах виççĕрен ытла мар...
VIP-чупура дистанцие С.Кузьмин (халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр), В.Ермошкин (халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр), Н.Ендиеров (район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх парас енĕпе ĕçлекен пайĕ) чи малтан вĕçлерĕç.
Аслăрах ÿсĕмри арçынсен ушкăнĕнче И.Семенова (выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци), В.Дмитриева (район администрацийĕ), П.Иванова (Россельхозбанк) çитекен пулмарĕ.
Хĕрарăмсенчен чи вăйлисем – И. Васильева (районти тĕп больница), Л.Угарина (район администрацийĕ), Э. Концова («Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ).
Спорт ветеранĕсем те çамрăксенчен юласшăн мар. Вĕсен хушшинче хальхинче те В.Шуряков (Шăмăршă), Ф.Ильдяков (Кивĕ Чукал), Б.Калашников, Е.Шумилова, З.Латыпова, Н.Мандрюкова (Шăмăршă) хăйсен ăсталăхĕ чакманнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Шкул ачисен хушшинчи ăмăртусем те çивĕч иртрĕç. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Р.Ермолаев, М.Ефимов, В.Алексеев, В.Удина, И.Егорова, А.Муллина, П.Драгунов, Р.Алексеев, А. Хафизов, П.Егорова тата В. Казеева – чи вăйлисем.
Çĕнтерÿçĕсем, Дипломсемпе медальсемсĕр пуçне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн О.Мешковăн парнисене те тивĕçрĕç.
Б.МИШКИН.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"