казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Законри улшăнусемпе паллашнă

21 декабря 2013 г.

Вăл палăртнă тăрăх, асăннă Закон Чăваш Республикинче ĕç вырăнĕсене квотăламалли право, экономика, организациллĕ никĕсĕсене палăртма, инвалидсене хушма патшалăх пулăшăвĕ парассине гарантилеме, ĕç прависене пурнăçа кĕртме май парать.

Ĕç паракансем валли, организацире ĕçлекенсен йышĕ 100 çынтан иртет пулсан, инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ĕçлекенсен йышĕн 2 проценчĕ чухлĕ квота палăртнă. Енчен те ĕçлекенсен йышĕ 35 çынран кая мар, 100 çынтан ытла мар пулсан инвалидсем валли квота 1,5 процентпа танлашать.

Кунта тепĕр самант та пур. Инвалидсене ĕçе илмелли вырăнсене палăртма ĕçлекен работниксен йышне сывлăхшăн сиенлĕ тата йывăр условисене шута илсе чакараççĕ. Кун пек чухне ĕç вырăнне аттестациленине те шута илеççĕ. Ĕç паракансем квота шучĕпе инвалидсене ĕçпе тивĕçтерекен центр направленийĕпе, заявленисем тăрăх йышăнаççĕ.

Инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем, тивĕçлĕ условисем туса памалла, вĕсен уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă. Яланлăха ĕçе илнĕ инвалидсем валли тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем туса пама каякан тăкаксене пĕтĕмпех саплаштараççĕ: виççĕмĕш ушкăнри инвалидсемшĕн 67,1 пин, пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнрисемшĕн – 75 пин тенкĕ.

Паянхи куна илес пулсан, районта 1365 инвалид пурăнать. Вĕсенчен 194-шĕ – пĕрремĕш, 456-шĕ иккĕмĕш, 639-ăшĕ – виççĕмĕш ушкăнрисем. 18 çула çитмен инвалид-ачасем – 76.

Çулталăк пуçланнăранпа районта темиçе инвалида ĕçпе тивĕçтерме май килнĕ. Районта икĕ организацире – Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче тата тĕп больницăра ĕçлекен çынсен шучĕ 100-тен ытларах. Вĕсенче инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ултă ĕç вырăнне квотăланă, çакна 100 проценчĕпех пурнăçланă.

С.Кузьминăн сăмахне ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕсем И.Петровпа М.Удочкина пуянлатнă, Законри улшăнусемпе, инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли йĕркесем çинче чарăнса тăнă. Район прокурорĕн çумĕ А.Михайлов вара йĕркене пăсакансене явап тыттарасси, тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатасси пирки каланă.

Канашлу Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕпе пĕр килнĕрен, тĕл пулăва Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари тĕрĕслевĕн Федераллă службин управленийĕн ертÿçин çумĕ Н.Романов хутшăннă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе кĕскен паллаштарнă, çавăн пекех Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвăн уйрăм саманчĕсем çинче чарăнса тăнă.

В.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика