казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Профессие ху суйла

20 ноября 2013 г.

Профессие ху суйла

Шăпах çак тĕллевпе районта волонтер-профориентаторсен «Профессие ху суйла» республикăри акцийĕ иртет. Вĕренÿ учрежденийĕсенче çак мероприятие халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр йĕркеленĕ. Акци ноябрĕн 18-мĕшĕнче пуçланнă, ноябрĕн 22-мĕшĕнче вĕçленет.

Акци тĕллевĕ – профориентаци ĕçне активлатасси, профессилле ориентацие волонтер-профориентаторсем урлă лайăхлатасси.

Акци вăхăтĕнче ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеме палăртнă. Аслăрах ÿсĕмрисем вĕсенче хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарĕç, професси вăрттăнлăхĕсене уçса парĕç. Тем тесен те, ватă çын – тăватă çын. Вăл вĕрентсе канаш, сĕнÿ пани яланах вырăнлă.

Волонтерсем пулăшнипех шкул ачисем хăйсем тĕллĕн вăл е ку профессие суйласа илме хăнăхĕç, Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕ пирки информаци илĕç, калаçусене хутшăнĕç.

Професси ориентацийĕ çамрăксемшĕн актуаллă тата стратеги пĕлтерĕшлĕ шутланать. Экономикăна модернизациленĕ условисенче ытларах пысăк квалификациллĕ кадрсем кирлĕ пулаççĕ.

Çак акцие волонтер-профориентаторсене явăçтарни ачасене професси тĕнчин вăрттăнлăхĕсене, професси пĕлтерĕшне пĕлме пулăшĕ, йăнăшсем тăвасран, малашне ĕçе вырнаçас йывăрлăхсенчен хăтарĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика