казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Спорт уявĕнче – Нацисен кросĕнче

25 сентября 2013 г.

 

 

Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ-2013» спорт уявне Шăмăршă ял тăрăхĕн командисем активлă – пурĕ 500 çын ытла – хутшăнчĕç. Иртнĕ вырсарни кун район администрацийĕ умĕнчи площадкăна предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен тата «Аленушка», «Ромашка», «Сказка» ача сачĕсен воспитанникĕсен командисем 12 сехет тĕлне килсе çитсе строя тăчĕç.  

– Командăсене пурне те спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, – терĕ спорт мероприятине уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. – Сывă пурнăç йĕркисене пропагандăласси районта, çав шутра Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнче те, тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Спорт – сывлăх çăл куçĕ. Унпа туслă пурăнакансем çирĕп сывлăхлă пулаççĕ, хăйсене яланах лайăх туяççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросне» çитĕ-ннисем те, ачасем те пысăк йышпа килни эсир спорта юратнине çирĕплетет. Пурне те ăнăçлă стартсем сунатăп!

Валерий Петрович хыççăн çак ăмăртусен тĕп судйи, район администрацийĕн спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В.Антонов сăмах илчĕ. Вăл командăсен мĕнлерех йĕркепе ăмăртмалли, ÿсĕме кура чупу дистанцийĕсем 400 метртан пуçласа 2000 метр таран пулни пирки ăнлантарчĕ, кросра ăнăçу сунчĕ.

Нацисен кросне предприятисемпе организацисен, учрежденисен тата район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕ-сен ертÿçисем пуçларĕç. Тÿрех каламалла: вĕсем хушшинчи ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Коллективсене ертсе пыракан, вăл е ку сферăри ĕç-хĕле йĕркелесе тăракан руководительсем спортра та хастар пулнине çирĕплетсе пачĕç, ыттисене те лайăх кăтартусемпе ăмăртма хавхалантарчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче финиша чи малтан район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова çитрĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ О.Еремеева – иккĕмĕш, «Аленушка» ача сачĕн ертÿçи М.Гаврилова виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Арçынсем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков – пĕрремĕш, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи С.Кузьмин – иккĕмĕш, «Коммунальник» ОАО директорĕ С.Ястребов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Чи пĕчĕккисем – ача сачĕсен воспитанникĕсем спорт уявне малалла тăсрĕç. Çамрăк ăру – пуласлăх тетпĕр. Тен, пыра-киле вĕсенченех тĕрлĕ шайри чемпионсем тухĕç. Ку тĕлĕшпе Шăмăршă тăрăхĕ яланах курăмлă пулнă. Çак чыса малашне те çухатас марччĕ, тытса пырасчĕ. Арçын ачасем хушшинче А.Мамонтов, Г.Яковлевпа Е.Ефимов, хĕр ачасем хушшинче В.Цыгановапа М.Нефедова призлă вырăнсем çĕнсе илчĕç. (Пурте "Ромашка" ача садĕнчен).

Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсем спорт ăмăртăвĕсен «хĕмне» тата хытăрах «ялкăштарчĕç». 1-2 классенчи арçын ачасем хушшинче А.Петров, К.Кудряшовпа К.Михайлов, хĕр ачасем хушшинче Е.Тимофеева, А.Шараповапа Н.Сергеева, 3-4 классенче П.Сергеев, П.Павловпа В.Кудряшов тата Д.Харитонова, А.Хасянзяновапа Т.Саманина призлă вырăнсем йышăнчĕç. Пуçламăш шкулсенче вĕренекенсемпе ача сачĕсене çÿрекенсемшĕн ырă тĕслĕх – вĕсен аслăрах аппăшĕ-тетĕшĕсем. Паллах, вĕсенчен ăсталăха вĕренмелли пурах: пĕринчен тепри хытăрах чупаççĕ вĕт. 5-7 классенче Р.Харитонов, С.Семенов, А.Тимофеевпа Д.Лукиянов тата К.Чебан, К.Давыдова, А.Тинюковапа А.Мулгачева 1-3 вырăнсене тивĕçрĕç. 8-9 классенчи призерсене илсен, вĕсем – Д.Кудряшов, А.Хорьковпа Р.Ермолаев тата В.Удина, О.Такташкинапа А.Иванова. 10-11 классем хушшинче призлă вырăнсене В.Макаров, М.Ухваркинпа А.Хафизов тата Д.Семенова, К.Смаевапа К.Краснова тухрĕç.

Малалла вара предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансем старт линийĕ çине тăчĕç. Кунта та – районти чи вăйлă, халĕччен тĕрлĕрен тупăшура мала тухнă спортсменсем. Аслисен çамрăксенчен кая юлас килет-и вара; Чăнах та, стартран пĕр тан тапса сикнĕ спортсменсем финиша пĕр пек çитеймерĕç пулсан та, ăмăртăва хутшăнни хăех çĕнтерÿ. Арçынсем хушшинче 1-3 вырăнсене В.Дмитриев (район администрацийĕ), П.Сорокинпа (электросеть) И.Семенов (ветстанци), хĕрарăмсем хушшинче Г.Сорокина (район больници), М.Удинапа (предприниматель) Е.Убасева (Шăмăршă вăтам шкулĕ) йышăнчĕç.

40 çулти тата аслăрах ÿсĕмри спортсменсем те хăйсенчи спорт форми тивĕçлĕ шайра пулнине çирĕ-плетрĕç. С.Ястребов («Коммунальник" ОАО), В.Филимоновпа («Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ) В.Смаев (Васанти тĕп шкул) тата З.Волкова (район администрацийĕ), С.Харитоновапа (предприниматель) М.Галкина (район больници) 1-3 вырăнсене йышăнчĕç.

Призлă вырăнсене тухнисене Грамотăсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче районти мĕн пур ял тăрăхĕсенче Нацисен кросне ирттернĕ. Ăмăртусене районта пурĕ 1720 çын хутшăннă. Нацисен кросĕ пуриншĕн те чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăнă.

Нацисен кросне хутшăннисем ăмăртусем хыççăн та саланма васкамарĕç: калаçмалли, тавлашмалли те пулчĕ пулĕ. Тĕрĕс: тепĕр чух чăнлăх çакнашкал самантсенче çиеле тухать. Кăçал вара, пирĕн шутпа, çакăн пек тĕслĕхсем пулмарĕç темелле. Спортра çĕнтерни çеç мар, ăмăртусене хутшăнни паха. Пулас рекордсем – малта. Апла пулсан, физкультурăпа спорта юратакансем çитес çул та старта тата ытларах хутшăнасса шанас килет.

 И.АНАНЬЕВ. 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика