20 декабря 2012 г.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА Çемьере килĕшÿпе ăнлану хуçалансан тата ĕмĕтленнĕ çĕрте ĕçлесен çын хăйне чăннипех те телейлĕ туять. Кил-йышĕ ăна тĕрлĕ енлĕн пулăшса пынипе пĕрлех çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Хăйне килĕшекен ĕç вара савăнăçпа киленÿ парнелет, çав хушăрах тупăш çăл куçĕ те пулса тăрать. Штата кĕскетнĕрен, организаци хупăннăран е урăх сăлтава пула ĕçсĕр тăрса юлсан вара нумайăшĕ çухалсах каять, лару-тăрăва лайăхлатас тесен чи малтан мĕн тумаллине те пĕлмест. Ун пеккисене пĕр тăхтаса тăмасăр ĕçпе тивĕçтерекен центра кайма сĕнес килет.
Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшас, вĕсене ĕçе вырнаçтарас, çĕнĕ профессие вĕрентес енĕпе Шăмăршăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçаруллă пулнине палăртмалла. Унăн директорĕ Сергей Кузьмин кăçалхи кăтартусемпе паллаштарма тата хăйсем мĕнле мелсемпе ытларах усă курни çинчен каласа кăтартма килĕшрĕ:
- Кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕччен пирĕн пата пулăшу ыйтмашкăн пĕтĕмпе 916 çын килчĕ, çав шутран 571-шне - вăхăтлăх, 257-шне яланлăх ĕçе вырнаçтарма май тупрăмăр.
- Эсир çынсене общество ĕçĕсене те явăçтаратăр...
- Çапла, мĕншĕн тесен çак мел чылай вăхăт ĕç тупайманнисене хушма тупăшпа тивĕçтерме май парать. Ку программăпа килĕшÿллĕн гражданинсем общество ĕçĕсене хутшăнса пуçлăх-ертÿçĕрен шалу илеççĕ, унсăр пуçне республика бюджетĕнчен уйăрнă укçана эпир унăн харпăр хăй счечĕ çине куçаратпăр. Паллах, малтан центр районти предприяти-организаципе килĕшÿ тăвать. Чÿк уйăхĕн çурри тĕлне 78 килĕшÿ тунă, общество ĕçĕсене 165 çынна явăçтарнă, çав шутран 75% - хĕрарăмсем.
- Ĕç шыранă чухне тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивекен категорие мĕнле пулăшатăр?
- Вĕсене пулăшасси пирĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри шутланать. Çак ушкăнри гражданинсене вăхăтлăх ĕçне вырнаçмашкăн направлени паратпăр. Ку енĕпе кăçал 15 килĕшÿ тунă, 17 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, çав шутран 2-шĕ - тĕрмерен ирĕке тухнисем, 3-шĕ - нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ, 6-шĕ - пенси çулне çывхарса пыракансем, 6-шĕ - иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Вĕсем документсен йĕркелÿçинче, хуралçăра, водительте, ял-поселока тирпей-илем кĕртекенре тăрăшрĕç.
Унсăр пуçне эпир ĕç шыранă чухне тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулакан çынсем валли социаллă адаптаци мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Административлă регламентпа килĕшÿллĕн клуб ĕçне йĕркелетпĕр, ун шутне ушкăнпа тата уйрăм çынпа ирттерекен занятисем кĕреççĕ. Ушкăнсем валли тĕрлĕ семинар, «Ĕçе вырнаçассин технологийĕ», «Ĕç шыракансен клубĕ» йышшисем, тренингсем хатĕрлетпĕр. Центрта психолог ертсе пынипе «Ĕçе вырнаçнă чухне хастарлăха аталантарасси» тренинг иртрĕ. Клуб ĕçне хутшăнса çынсем хăйсене хăюллăрах тытма хăнăхаççĕ. Социаллă адаптаци программипе килĕшÿллĕн 21 çынна /планпа палăртнин 100%/ пулăшрăмăр.
- Ĕçсĕррисене психологи пулăшăвĕ кÿни тухăçлă та ăнăçлă меслет пулнине палăртрăр. Çакăн пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.
- Психолог ĕçсĕр гражданинсемпе тĕрлĕ тренинг ирттерет тата уйрăм çынсене консультаци парать. «Хăв пултар», «Ăнăçу технологийĕ» тренингсене 20 çын хутшăнчĕ. 5-ĕшпе психолог куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕ, сĕнÿ-канаш пачĕ. Пулăшу çак мелĕсемпе усă курнă хыççăн 14 çынна /56%/ ĕçе вырнаçтарма май килчĕ.
- Хĕрарăмсене, уйрăмах пĕчĕк ачаллисене, ĕç тупма йывăртараххине пурте пĕлетпĕр. Вĕсене мĕнле программа сĕнетĕр?
- Хĕрарăмсен ĕçпе социаллă прависене тата гарантийĕсене сыхласа хăварасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ачине 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене малтанхи ĕçе çĕнĕрен пуçăнма е урăх çĕрте ĕç тупма çăмăлах мар. Çакă чи малтан килте ларнă вăхăтра квалификаци шайĕ тата професси ăсталăхĕ чакнипе çыхăннă. Ĕç вырăнне тухма çăмăлрах пултăр тесе РФ Халăх ĕçлевĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн декрет отпускĕнчи хĕрарăмсене çĕнĕ профессие вĕренме е квалификацие ÿстерме май туса панă. Çак мел çамрăк амăшĕсемшĕн çеç мар, ĕç паракансемшĕн те кăсăклă пулмалла, мĕншĕн тесен вĕренÿ производствăран пăрăнмасăрах иртет, пуçлăхсене хушма тăкаксемсĕрех квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтерет.
- Сергей Владимирович, çĕнĕ профессие вĕренес текенсем килте ачапа ларакан хĕрарăмсемсĕр пуçне те йышлă-тăр?
- Чăнласах та йышлă. Акă юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕçсĕр пĕр хĕрарăм Патăрьелти 7-мĕш професси училищинче портной профессине вĕренме пуçларĕ. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн ĕçне уçасшăн. 2012 çулта центр 26 çынна професси вĕренĕвне ячĕ, ку вăл çулталăкри планăн 144% пулать. Ытларахăшĕ электрогазосварщик, «В», «С» категориллĕ водительсем, хуралçă, парикмахер специальноçĕсене суйласа илчĕ, котельнăй операторĕ, çĕвĕç, портной, «1С: предприяти» программăпа квалификацие ÿстерчĕ.
- Çул çитменнисенчен нумайăшĕ пушă вăхăтра укçа ĕçлесе илесшĕн. Çак ыйтупа сирĕн пата килекенсем пулчĕç-и?
- Паллах. Мĕншĕн тесен центр «14-18 çулсенчи çул çитмен гражданинсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси» программăна пĕрремĕш çул мар пурнăçа кĕртет. Вăл ачасемпе çул çитменнисене ĕçе явăçтарма, професси ăсталăхне хăнăхма, 14-18 çулсенчисен хушшинчи преступноçа профилактикăлама май парать. Кăçал центр ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсемпе тата ял тăрăхĕсемпе 29 килĕшÿ турĕ, çул çитмен 431 гражданина вăхăтлăх ĕçе хутшăнтарчĕ. Вĕсем 850-ран пуçласа 1275 тенкĕ таран шалу илчĕç.
Эпир çавăн пекех пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксене те, пĕрремĕш хут ĕç шыракансене, ятарлă программа сĕнетпĕр. Кăçал унпа килĕшÿллĕн 2 повара тата 1 тракториста ĕçе вырнаçтарма май килчĕ.
Источник: "Хыпар"