20 апреля 2013 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр инвалидсене, инвалид ача çитĕнтерекенсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшмалли республикăри тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртме пуçланă.
2013 çулта районти организацисенче 3 инвалида, инвалид-ача çитĕнтерекенпе нумай ачаллă ашшĕ-амăшне (2 çынна) яланлăх ĕç вырăнĕ тупса пама палăртнă.
3-мĕш ушкăнри инвалида ĕçе илекен организацие инвалид валли ĕçре усă курмалли хатĕрсем туянма 67100 тенкĕ таран субсиди параççĕ. 1-2 мĕш ушкăнсенчи сусăр çынсене ĕçе илекенсене паракан субсидин калăпăшĕ – 75000 тенкĕ таран.
Инвалид-ачана воспитани паракансене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе илекен организацие 30000 тенкĕлĕх субсиди парса пулăшаççĕ.
Çак программăна хутшăнас кăмăллă ĕç паракансене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма ыйтатпăр.
И.ПЕТРОВА, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн специалисчĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"