10 апреля 2013 г.
Районти халaха eçпе тивeçтерекен центрта хальхи вaхaтра 53 çын учетра тaрать. Вeсенчен 21-шe – заявлени çырса eçрен хaйсен ирeкeпе кайнисем, 4-шe – штата е eç вырaнне чакарнине пула eçсeр юлнисем. Центрта eçсeррисем тесе регистрациленe граждансенчен 33-шe – хeрарaмсем, 13-шe – 29 çул таранчченхи çамрaксем, 2-шe – инвалидсем.
Eçе вырнаçас ыйтупа район çыннисем пирeн центра килсех тaраççe. Çулталaк пуçланнaранпа пирeн центр пулaшнипе 185 çын eçе вырнаçнa, вeсенчен 63-шe – яланлaх eçе. Хальхи вaхaтра вакансисен банкeнче – 189 eç вырaнe, вeсен 89 проценчe – рабочисен специальноçeсем.
Eçсeр юлнa граждансене – рабочи специальноçeпе eçлеме кaмaл тaвакансене пирeн центра килме ыйтатпaр.
С.КУЗЬМИН, районти халaха eçпе тивeçтерекен центр директорe.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"