казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçрен хăрамасан

24 октября 2012 г.

ХАЛЬХИ вăхăтра районта предпринимательсен йышĕ сахалах мар, вĕсенчен ăнăçлă ĕçлесе пыракансенчен пĕри – А. Романов.

– Вăрман хуçалăхĕн юхăнма тытăннă цехĕсем хистерĕç çак ĕçе пуçăнма, – тет Алексей Николаевич. – Мĕншĕн пĕтме памалла-ха вĕсене;

Мал ĕмĕтлĕ предприниматель вĕсене арендăна илме, хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма шухăш тытнă. Тÿрех çăмăл пулман, паллах. Россельхозбанкран кредит илме тивнĕ. Çак укçапа предприниматель çĕнĕ оборудовани туянса вырнаçтарнă.

Уйрăм çын предприятийĕ халĕ халăх ыйтăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлет, тĕрлĕ йышши строительство материалĕсем хатĕрлет: пахча тытмалли решеткерен пуçласа чÿрече-алăк таранах. Сĕтел-пукан кирлĕ-и – тархасшăн. Тĕрлĕ хулăнăшлă хăмасем те, пурасем те. Цехсем халĕ тулли хăватпа ĕçлеççĕ темелле. Кăçал кăна, тăхăр уйăхра, икĕ миллион тенкĕ ытлалăх продукци туса кăларнă.

Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ: хăйĕн предприятине уçса А.Романов вун пĕр çынна ĕç вырăнĕ тупса панă. Кунта вăй хуракансем ĕç укçи пирки те ÿпкелешмеççĕ. Предприниматель районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та çыхăну тытать. Ун урлă пĕлтĕр пĕр çынна ĕçе вырнаçтарма май тупнă.

Камсем ĕçлеççĕ-ха предприятире; Алексей Николаевич хăма çуракан цехри Павел Кузьмина, Сергей Мулякова, столяр цехĕнчи Ирина Глазкова станочницăна, Александр Драгунов столяра, Юрий Самарин наладчика ырласа асăнчĕ. Василий Юманов мастер та тăрăшуллă. Сергей Гусячкин водительпе Василий Вашуркин тракторист пирки те çакнах каламалла.

Предприниматель çынсене вăрмантан йывăç касса кăларма та пулăшать. Юлашки вăхăтра Алексей Николаевич халăха транспорт пулăшăвĕ пама пуçланă, çак тĕллевпе МАЗ автомашина туяннă. Тепĕр автомашина вара халĕ "Карлинская" агрофирмăра ĕçлет, хуçалăха чĕкĕнтĕре Чăнлăри сахăр заводне леçме пулăшать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика