29 августа 2012 г.
Электрогазосварщик – хальхи вăхăтра чи кирлисенчен пĕри. Филиалта çак специальноçа та алла илме пулать.
– Хальхи вăхăтра электрогазосварщика 12 çын вĕренет, – терĕ çак ушкăнпа ĕçлекен В.М. Тимофеев преподаватель. – Вĕсем пурĕ 3 уйăх вĕренеççĕ. Производство практикине вĕçлесе, курсантсем çак кунсенче экзаменсем тытса удостоверени илĕç. Вĕренекенсен ытларах пайĕ яланхи ĕç пирки калаçса татăлнă та ĕнтĕ. Хăш-пĕри вахта мелĕпе ĕçлеме çÿресшĕн. Валерий Филиппов мастер тăрăшнипе курсантсем сварка ĕçне лайăх хăнăхса пычĕç.
Вячеслав Михайлович каланă тăрăх сентябрь уйăхĕнче газ хуранĕсен операторĕсене вĕрентсе хатĕрлеме пуçлаççĕ. Вĕсен 2 уйăх вĕренмелле. Хальлĕхе 6 заявлени тăратнă.
П.В. Иванов преподавательпе вара водительсем пирки калаçрăмăр.
– Çак специальноçпа халĕ 27 çын пĕлÿ пухать, – палăртрĕ Петр Викторович. – Теори занятийĕсене практикăпа тачă çыхăнтарса пыма тăрăшатпăр. Вадим Степанов, Николай Красновпа Александр Романов – опытлă водитель-инструкторсем. Курсантсен руль тытассипе, çул-йĕр правилисене пурнăçлассипе çыхăннă ăсталăхĕ кунран-кун ÿссе пытăр тесе нумай тăрăшаççĕ вĕсем. Пĕрлех çул-йĕр çинчи кĕтмен авари хăрушлăхĕнчен тĕрĕс-тĕкел тухма май паракан меслетсем пирки те ăнлантараççĕ. Вĕренекенсем çак кунсенче Патăрьелĕнчи ГИБДД уйрăмĕнче патшалăх экзаменĕсене тытĕç.
Филиалта А, В, С, Д тата ВЕ, СЕ, ДЕ категориллĕ водителе вĕренме пулать. Кăмăл пулсан, хăрушă грузсем турттарма ирĕк паракан документ илме ĕмĕтленекен водительсен кунтах квалификацие малалла ÿстерме май пур.
Сентябрь уйăхĕнче филиалта водительсен çĕнĕ ушкăнне йĕркелеççĕ. Паянхи кун тĕлне çирĕме яхăн заявлени йышăннă.
Филиалта тракторист-машинистсене вĕрентсе хатĕрлесси малалла пырать. Н.В. Володин преподаватель каланă тăрăх, кунта вĕренсе А1, В, С, Е категориллĕ тракторист свидетельствине илме пулать. Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче кун хыççăн удостоверени илессишĕн тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Тракторист удостоверенийĕллĕ çынсем филиалта (Д категори илме) хăйсен пĕлĕвне малалла ÿстерме пултараççĕ. Д категориллĕ трактористсен 4-мĕш тата 5-мĕш категориллĕ машиниста (бульдозерпа, экскаваторпа, погрузчикпа ĕçлеме) вĕренме пулать.
– Сентябрь уйăхĕнче трактористсен çĕнĕ ушкăнне йĕркелетпĕр, – хутшăнчĕ калаçăва филиал директорĕ тата преподавателĕ В.Ф. Юманов. – Хальлĕхе çак специальноçпа вĕренес текенсем вуннăн ытла. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр направленийĕпе вĕренме килекенсем пуласса та шанатпăр. Сăмах май каласан, С.В. Кузьмин ертсе пыракан центрпа пирĕн филиал хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнĕ. Патшалăх укçи-тенкипе усă курса район çыннисем тĕрлĕ специальноçпа вĕренсе тивĕçлĕ документсем илесси çирĕп йăлана кĕнĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"