Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Цивильский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах ылтăнран хаклă

15 декабря 2012 г.

Ырă сăмах ылтăнран хаклă

Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта халăх яланах йышлă: пĕрисем рынокри лару-тăрупа паллашасшăн, теприсем вĕренме каясшăн, виççĕмĕшĕсем хăйсен вăй-халне пĕчĕк бизнесра тĕрĕслесе пăхасшăн. Кунта кашнинех тимлĕн итлеççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Валентина Николаева тĕп бухгалтер, ертсе пыракан инспекторсем Мария Буторова, Надежда Петрова, Надежда Алексеева, Людмила Николаева, аслă инспекторсем Наталия Васильева, Екатерина Филиппова - хăйсен ĕçне чунран парăннă ăста та пултаруллă специалистсем. Пурте аслă пĕлÿллĕ, яваплă та ăш пиллĕ. Валерий Патшин пуçаруллă ертсе пынипе туслă йыш йывăрлăха лекнĕ ентешĕ­­сене хÿтĕлемешкĕн тĕрлĕ мелпе усă курать.

Коллектив ĕç-хĕлĕпе паянхи кăларăмра центр ертÿçи Валерий Патшин паллаштарать.

- Валерий Александрович, сирĕнтен пулăшу кĕтекенсен йышĕ çав-çавах пысăк-и е ры­нокри кăткăслăх майĕпен сирĕлсе пырать-и?

- Палăртма кăмăллă: ĕçсĕр граждансен йышĕ юлашки вăхăтра чылай чакрĕ. Çакна çирĕплетмешкĕн хăш-пĕр кăтартăва илсе кăтартни те çителĕклĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа центрта ĕç шыракан 1142 çынна учета илнĕ, çав шутра 56-шне предприяти-организацире штата пĕчĕк­­­­­летнипе кăларса янă. Хÿтлĕх шыраса пынисен 48,07% - хĕрарăмсем /иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 3,93% сахалрах/, 38,09% - 16-29 çулсенчи çамрăксем /0,71% чакнă/.

Кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 77 çын /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 104/ тăрать. Вăй питти ÿсĕмри халăх йышĕпе шайлаштарсан шута илнĕ ĕçсĕрлĕх 0,34% /2011 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,4%/ танлашать.

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче вакансисен банкĕнче 216 вырăн шутланнă. Вĕсен 61,57% рабочи профессийĕпе çыхăннă, 18,51% - промышленноç тата строительство предприятийĕсенчен, 21,30% - ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенчен, 46,76% ытти отрасльтен пынă.

Кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче центр пулăшнипе ĕç шыракан тата учета илнĕ граждансенчен 992-шĕ вырнаçнă. Шута илнисен ĕç тупаслăх шайĕ 86,87% пулнă е пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 6,4% сахалрах. 2012 çулхи отчетлă тапхăрта учетран кăларнисен пĕтĕм йышĕнчен ĕç тупнисен танлаштаруллă кăтартăвĕ 85,44% çитнĕ /иртнĕ çулхи çав тапхăрта - 74,40%/.

- Ентешĕрсене пулăшмашкăн тĕрлĕ мелпе усă курнине асăнтăр. Тен, вĕсем пирки тĕплĕнрех каласа паратăр?

- Общество ĕçне палăртнă пулăттăм. Йывăрлăха лекнĕ çыншăн çак мел малтанхи вăхăтра чăннипех çăлăнăç. Ăна йĕркелемешкĕн кăçал ĕç паракансемпе 29 килĕшÿ çирĕплетнĕ, унта 137 çынна янă. Чылай хушă вырăн шыраса хăшкăлнă тата ĕç тупма кансĕр çынсене пулăшма тăрăшатпăр. Кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне ун йышши 10 граждана /4 инвалида, йышлă ывăл-хĕрĕн ашшĕ-амăшне тата ачисене пĕччен çитĕнтерекен - 1, пенси çулне çывхаракан 5 çынна/ вырăн тупса панă.

Рынокри лару-тăрăвăн çивĕчлĕхне сирес тата предприяти-организаци валли тивĕçлĕ кадрсем суйласа илес тĕллевпе отчетлă тапхăрта вакансисен 13 ярмăрккине пухнă, унта харпăрлăхăн тĕрлĕ формиллĕ - ял тăрăхĕсем, коммерци организацийĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем, вĕренÿ тата шкул умĕнхи учрежденисем - 33 организаци хутшăннă, вăхăтлăх, яланлăх тата общество ĕçĕсен 227 вакансине сĕннĕ. Вĕсен представителĕсем тата центр инспекторĕсем кашнин ыйтăвнех туллин хуравланă, консультаципе пулăшнă. Сăмах май, ертÿçĕсем хальхи вăхăтра ытларах çĕвĕçсем, сутуçăсем, бухгалтерсем, водительсем тата слесарьсем кирлине пĕлтереççĕ. Асăннă мероприятире пулнă 144 çынран 35-шĕ ĕç тупрĕ.

Паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕ специальноçсемпе ăс пухмашкăн 19 хĕрарăма, 16-29 çулти 26 çамрăка, çар службинчен таврăннă 6 каччăна, 2 инвалида янă. Професси вĕренĕвĕн, тепĕр ăсталăха хăнăхнин тата квалификацие ÿстернин уссине пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçас шай пысăкки ĕнентерет: вĕренсе тухнисенчен 39-шĕ вырнаçрĕ.

Ĕçсĕр граждансене психологи тĕлĕшĕнчен хÿтĕлени вĕсен вăй хурас туртăмне сĕвĕрĕлме памасть, хăйсене вырăн шырама хавхалантарать, кăмăл-туйăмпа çыхăннă чылай çитменлĕхе сирме май парать. Çакна тĕпе хурса асăннă тапхăрта “Хăвна шан”, “Ĕç рынокĕнче тупăшма пултараслăха ÿстересси”, “Тĕллеве çĕнсе илесси”, “Харпăр хăйне тивĕçлĕ тытма хăнăхасси” тренингсем йĕркеленĕ. Кăçал профориентаци пулăшăвне - 1294, психологи хÿтлĕхне 40 çын тивĕçнĕ, 36-ăн социаллă адаптаци программине хутшăннă. Психологи пулăшăвне илнисенчен 24-шĕ ĕç тупнă, 4-шĕ вĕренме кайнă.

Унсăр пуçне 4 çынна харпăр хăй бизнесне йĕркелеме пулăшрăмăр. Халĕ вĕсенчен пĕри хурт-хăмăр ĕрчетет, иккĕшĕ çăм атă йăвалаççĕ, тепри - çĕвĕçĕ. Çывăх вăхăтрах тата 2 çын бизнеса кÿлĕнĕ, вĕсен докуменчĕсене хатĕрлеме тытăннă.

- Çул çитмен çамрăксене ĕç тупма пулăшнин социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк...

- Паллах. Çакă ачасемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн, шкулшăн кăна мар, обществăшăн та усăллă. Ĕç тĕлне пĕлекен, ăна хаклакан ывăл-хĕр пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех, йытă хăваласа çÿресе вăхăта усăсăр ирттермест, хăй ĕçлесе илнĕ укçа хакне чунĕпе туять, кашни пусĕпе перекетлĕ хуçаланать. Унсăр пуçне çемье бюджетне тĕреклетме те тÿпе хывать вĕт вăл. Кун пек чухне епле-ха мăнаçланмăн. Çавăнпа та Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтермелли ведомствăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа районти шкулсенче вĕренекенсене каникул кунĕсенче тата уроксенчен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтармашкăн районти предприятисемпе калаçса татăлатпăр. Кăçал çак тĕллевпе 22 килĕшÿ çирĕплетнĕ, вĕсем тăрăх 478 çамрăк /çав шутра: тулли мар тата йышлă çемьесенче çитĕнекен - 84, сахал тупăшлă çынсен ачи - 125/ тĕрлĕ çĕрте вăтамран 0,7 уйăх тăрăшрĕ. Çул çитменнисем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелессипе çыхăннă ме­роприятисене ирттермешкĕн республика бюджечĕн укçи каять.

Ачасем Çĕрпÿри 1-мĕш, Сăнав поселокĕнчи, Чурачăкри, Первомайскинчи, Тавăшкассинчи вăтам шкулсенче тата Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче, Чăваш ял хуçалăх сăнавпа тĕпчев институтĕнче тата “Цивильское” АУра тирпей-илем кĕртнĕ, пахчасене çум курăкран тасатнă, хула территорине тирпейленĕ çĕре хутшăннă.

- Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри амăшĕсене иртнĕ çултанпа профессие маларах вĕренмешкĕн майсем туса панă. Ку енĕпе сирĕн тăрăхри лару-тăру мĕнлерех?

- Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри хĕрарăмсене професси илме тата квалификацие ÿстерме патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернин тĕллевĕ ĕç ресурсĕсене аталантарассипе, граждансене хăйсене килĕшекен ĕçпе тăрăшма май туса парассипе, професси ăсталăхне хăпартса вĕсен социаллă хÿтлĕхне вăйлатассипе, рынокри конкуренци пултарулăхне тĕреклетессипе çыхăннă. Кăçал профессие вĕренмешкĕн 12 амăшне ятăмăр. Вĕсем парикмахер /1 çын/, “1С: Предприятие 8,2” АСБУ операторĕн /4/, сутуçă-кассир /3/, транспорт хатĕрĕн “В” категориллĕ водителĕн /4/ профессийĕпе ăсталăха туптарĕç. Халĕ вĕсем ĕçе тытăннă ĕнтĕ.

- Ĕçлемен инвалидсен, сусăр ача çитĕнтерекенсен, йышлă çемьеллĕ ашшĕ-амăшĕн рынокри конкурентлăхне ÿстерес тĕллевпе республикăра вĕсене ятарлă вырăнсем тупса памашкăн тĕллевлĕ программа йышăннă. Çĕрпÿ тăрăхĕнче вăл еплерех пурнăçланать?

- Асăннă программăпа килĕшÿллĕн 2012 çулта районта 3 инвалида тата 3 ашшĕ-амăшне ĕçлĕ тума палăртнă. Сăмах май, сусăрсем тата нумай ачаллисем валли ятарлă вырăн йĕркелеме кайнă тăкаксене /пĕрремĕшĕсемшĕн - 50-шар, иккĕмĕшĕсемшĕн 30 пин тенкĕ/ саплаштараççĕ.

Паянхи кун тĕлне вĕсене центр ĕç тупса панă, инвалидсем “Воддорстрой” ОООна хуралçăна, райпона тирпейлÿçĕне тата Раççей ял хуçалăх академийĕн “Колос” ФПУПне котельнăй операторне вырнаçнă. Çĕрпÿ райповĕ ашшĕ-амăшне водителе, сутуçă-кассира тата слесаре йышăннă.

- Сирĕн специалистсем ĕçсĕрсене центрта кăна мар, ял тăрăхĕсенче те йышăнаççĕ ахăр?

- Ятарлă микроавтобуспа уйăхра икĕ хут районти ялсенче кайса килме палăртнă. Тĕрĕссипе 16 ял тăрăхĕнчен кашнинчех пултăмăр ĕнтĕ, раштавра иккĕмĕш çаврăмпа çула тухма тытăнтăмăр. Çынсем çак меслете хапăлласа йышăнчĕç. Специалистсем хăйсем патне килни вĕсемшĕн меллĕ вĕт: çула тухса тăккаланмаççĕ, вăхăта усăсăр çухатмаççĕ. Тивĕçлĕ консультацие ялтан тухмасăрах илееççĕ. Йышăну пирки пĕр эрне маларах пĕлтеретпĕр. Çынсемпе хутшăнмашкăн чылай чухне хам та каятăп.

- Çынсене çĕр-шывăн ытти регионне те ĕçлеме яратăр пулĕ?

- Çулталăк пуçланнăранпа организациллĕ набор мелĕпе 37 çын республика тулашĕнче вырăн тупрĕ. Яллă çĕрте ваканси, вахта мелĕ е сезонлăх тата пурăнмалли условисем пирки информацие сайтра вырнаçтаратпăр. Халĕ Мускав тата Воронеж облаçĕсене кайма кăмăл пуррисене пухас енĕпе тăрăшатпăр. Сăмах май, унта апатлантараççĕ, пурăнмалли услови туса параççĕ, вырăна илсе çитереççĕ, уйăхри шалу 15 пин тенкĕрен иртет.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/nws/show/32/17978/index.php?id=s170827474197

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика