Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Цивильский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре хăвăртрах çитĕнеççĕ

02 июля 2013 г.

Вĕренÿ хыççăн - ĕç урокĕсем 

Ĕçлев службин органĕсем тивĕçтерекен патшалăх пулăшу ĕçĕсен шутне 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕ те кĕрет. Çул çитменнисене вăхăтлăх ĕçпе çулталăк тăршшĕпех тивĕçтереççĕ. Анчах яшсемпе хĕрсен пысăкрах йышĕ шăпах çуллахи каникул тапхăрĕнче ĕçлесшĕн.

Çамрăксем, сире кĕтеççĕ! 

Çул çитменнисене ĕçпе тивĕçтерни вĕсем тĕрлĕ преступлени тăвасран сыхланмалли профилактика енĕпе те лайăх. Çакă ачасене пушă вăхăтра урам, криминал тытăмĕсем витĕм кÿресрен упрать, вĕсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхмашкăн пулăшать. Вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарни яшсемпе хĕрсене хăйсене тыткаламалăх пуçламăш укçа тума кăна мар, çул çитменнисене хăйсем ĕç рынокĕнче кирлине туйма та май парать. 

Ведомствăн 2011-2013 çулсенче Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программине пурнăçласа республикăн ĕçлев службин органĕсем кăçал 16100-тен кая мар çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма палăртаççĕ. 

Çамрăксене ĕçе вырнаçма пулăшас тĕллевпе ĕçлев службин органĕсем 2013 çулхи каникул тĕлне хатĕрленÿ ĕçне туллин пурнăçланă. Çак кампание республикăн ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, ĕç паракансемпе тата ытти организаципе пĕрле ирттернĕ. Ĕçлев служби çамрăксемпе ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне çул çитмен граждансем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленин условийĕсем, çав ĕçсем пирки пĕлтерсех тăрать. Ĕçлев центрĕсен специалисчĕсем кун пирки пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе йĕркелекен профориентаци мероприятийĕсенче каласа параççĕ. 

2013 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăн ĕçлев службин органĕсем ĕç паракансемпе яшсемпе хĕрсене ĕçе йышăнассине йĕркелеме 474 килĕшÿ тунă, вĕсем çине таянса çул çитмен 5815 çамрăкпа ачана ĕçе вырнаçтарнă. 

Вăхăтлăх ĕçсене пурнăçлас енĕпе пурнăçри йывăр условие лекнĕ е «хăрушлăх ушкăнне» кĕртнĕ çамрăксене чи малтан вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Ĕçе пуçăннă яшсемпе хĕрсен йышĕн 57,2% /3327 çын/ - шăпах асăннă категорисенчен. 

Кочегарсем те, платниксем те 

Çул çитменнисем пурнăçлакан ĕçсен шутĕнче çаксем:

- йывăç-тĕм лартасси, территорисене тирпейлесси;

- скверсемпе парксене пăхса тăрасси;

- шкулсен косметика юсавĕ;

- Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене социаллă пулăшу кÿресси.

Вăхăтлăх ĕçсене хутшăнакан çул çитмен граждансен тупăшĕ çак çăл куçсенчен пухăнать:

- ĕç укçи /ĕç паракансен шучĕпе - ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçерен кая мар/;

- халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр укçан пулăшни /ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособин чи пĕчĕк виçинчен /850 тенкĕ/ кая мар тата ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособин чи пĕчĕк виçин 1,5 виçинчен /1275 тенкĕ/ ытла мар/.

Кăçал çамрăксемпе ачасен вăхăтлăх ĕçлевне йĕркелемелли мероприятисем валли Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 13 млн тенкĕ ытла уйăрма палăртнă.

Унсăр пуçне республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен бюджечĕсенчен çак мероприятие йĕркелемешкĕн 2,9 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çав шутра чи нумай укçа уйăракансем - Шупашкар /1150 пин тенкĕ/, Канаш /200 пин тенкĕ/, Çĕнĕ Шупашкар /220 пин тенкĕ/ хулисем, Канаш /300 пин тенкĕ/ тата Шупашкар /196,8 пин тенкĕ/ районĕсем.

Çулталăк пуçланнăранпа Çĕмĕрле хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелес енĕпе пĕрле тăрăшмашкăн ĕç паракансемпе 19 килĕшÿ тунă. 2013 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Çĕмĕрле хулинче тата районĕнче 208 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Ку енĕпе ĕçлев центрĕпе алла-аллăн ĕçлекенсен шутĕнче - В.А.Шигашев, Л.С.Ерилина, С.А.Губанов /техника юсавĕн станцийĕ/, А.И.Кизянин /«Ласточка» лавкка/ предпринимательсем, «Çĕмĕрлери «Комфорт» чăлхапа нуски фабрики», «Коммунальщик» ОООсем. Çак предприятисенче ачасем тĕрлĕ ĕç тума пулăшакан рабочи, дворник, служба пÿлĕмĕсен тирпейлÿçи, хатĕр çĕвĕ изделийĕсен комплектовщикĕн вĕренÿçи пулса ĕçленĕ. Ачасемпе çамрăксем йывăç-тĕм, чечек лартнă, вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

14-18 çулсенчи яшсемпе хĕрсене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене Хĕрлĕ Чутай районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ те çине тăрсах пурнăçлать. Çапла майпа çитĕнекен ăрăва ĕçе юратма хăнăхтараççĕ, шаннă ĕçе пурнăçлас тĕлĕшпе яваплăх туйăмне çирĕплетеççĕ, вĕсене ĕç коллективĕнче пулма вĕрентеççĕ.  

Вĕсемшĕн çул уçă 

2013 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче вĕренÿрен пушă вăхăтра çул çитменнисен вăхăтлăх ĕçлевне йĕркелеме 4 килĕшÿ тунă, çул çитмен 88 гражданина ĕçе вырнаçтарнă. Чи малтан ĕçе вырнаçмалли правăпа халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденийĕсенчи, ача çурчĕсенчи çамрăксем, тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисем, ĕçсĕр граждансен çемйисенче, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисенче шутра тăракансем усă кураççĕ. Вĕсем пурнăçланă тĕп ĕçсен шутĕнче - шкулсен территорийĕсене тирпей-илем кÿресси, кулленхи юсав ĕçĕсем, вăрçă ветеранĕсене тата ватăсене пулăшасси.

Кăçал Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби çак ĕçе ĕç паракансен пысăкрах йышне явăçтарасшăн, çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессишĕн яваплă тытăмсемпе çыхăну тытмалли çĕнĕ çулсемпе усă курасшăн, унчченхисене çĕнетесшĕн.

2007 çулта республикăра пурăнакан 14-18 çулсенчи кашни пиллĕкмĕш çамрăка ĕçе вырнаçтарнă пулсан 2012 çулта вĕренÿрен пушă тапхăрти вăхăтлăх ĕçсене кашни виççĕмĕш яшпа хĕре явăçтарнă. Çакă ĕçлев службин органĕсем, ĕç паракансем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурнăçлакан ĕç пахалăхĕпе тухăçлăхне кăтартать.

2012 çулхи утă уйăхĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи www.gosuslugi.ru сайтĕнче çул çитмен граждансене вĕренÿрен пушă чухне вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелемелли пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кÿреççĕ, çакă унăн пахалăхне те лайăхлатать, оперативлăха та ÿстерет. Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин официаллă сайтне тĕплĕ инструкци вырнаçтарнă, электрон мелĕпе усă курмалли пулăшу ĕçĕ ансат та меллĕ.

Ачасене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ашшĕ-амăшĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Ачасем пушă вăхăтра кирлĕ, усăллă тата интереслĕ ĕçре тăрăшнинчен лайăххи çуккине кашни ашшĕпе амăшĕ ăнланать. Ачаранпах ĕçе хăнăхтармалла, çитĕннĕ май вĕсен «ĕç кунĕ», «коллектив» йышши ăнлавсене ăса хывмалла. Унашкал ачасен пуласлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕн пăшăрханма тивмĕ: ĕç кунĕн хакне ăнланакан, таса мар ĕçрен ютшăнман ача кайран та çухалса каймĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсем пулăшнипе ĕçе вырнаçтарнинчен хăрама кирлĕ мар. Ачасен ыранхи кунĕ, малашлăхĕ мĕнлерех пулĕ - çакă ĕç паракансенчен кăна мар, ашшĕ-амăшĕнчен те килет. Çул çитменнисен ĕçлевне ăнăçлă йĕркелесен малашне ашшĕ-амăшĕ, вăхăтлăх ĕçлев йĕркелÿçисем ачасенчен тав сăмахĕсем çеç илтĕç.

Çул çитменнисене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçпе тивĕçтернин социаллă пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. 14-18 çулсенчи яшсемпе хĕрсем - пулас ĕç ресурсĕсем, вĕсем тăрăх çитес çулсенчи ĕçлев лару-тăрăвне прогнозлама кăна мар, йĕркелесе пыма та пулать. Вĕсене ĕçпе туслаштарасси, професси хăнăхăвĕ парасси, урам витĕмĕнчен пăрасси - 2013 çул валли Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хăйĕн умне шăпах çак тĕллевсене лартать.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика