Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Цивильский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттуррисем кăна лайăх вăйă йĕркелееççĕ

15 июня 2013 г.

Чăваш Енре пурăнакансемшĕн кăçалхи кĕркунне кăвак хуппи уçăлать: вĕсем те 2014 çулта Сочи хулинчи Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленсе ирттермешкĕн хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ. Кун пирки иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче «Сочи - 2014» йĕркелÿ комитечĕ» АНО тата Чăваш Республикин влаçăн ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем «çавра сĕтел» хушшинче калаçса татăлнă ĕнтĕ.

Асăннă Олимпиадăсене HR-пулăшупа /кадрсем суйласа илес, администрацилес/ енĕпе тивĕçтерекен официаллă тĕп поставщик пĕтĕм тĕнчери «Адекко» компани шутланать. Adecco Group 60 ытла çĕр-шывра ĕçлет, Туринри, Ванкуверти тата Лондонри Олимпиадăсем валли персонал суйласа паха опыт пухнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ - вăхăтлăх тата яланлăх персонал суйласси, HR- консалтинг, аутплейсмент...

...Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче ваканси ярмăркки иртрĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пай пуçлăхĕ Геннадий Константинов уçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Сочири Олимпиадăна хатĕрленсе ирттермешкĕн вăхăтлăх персонал суйласа илес тĕллевпе кăçалхи ака уйăхĕнче коопераци техникумĕнче вакансисен пĕрремĕш ярмăрккине пухнă. Асăннă мероприяти - унăн тăсăмĕ. Унта «Адекко» компани представителĕсем Станислав Дилевский, Яна Тюникова, Оксана Лукьянова, Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Анатолий Малов, Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин район-хулари тытăмĕсен ертÿçисем тата Олимп вăййисем вăхăтĕнче Сочи хулинче вăхăтлăх ĕçлес текенсем хутшăнчĕç.

«Кун пирки хамăр хутлăхра пурăнакансене сайт, Интернет ресурсĕсем, телекурав, хаçат урлă пĕлтерсех тăтăмăр. Пирĕн сăмаха илтнисем çак зала пухăнчĕç паллах. Унти условисемпе тата мĕнле специальноçсемпе ĕç сĕнни пирки паян сире йĕркелÿ комиссийĕн представителĕ Станислав Дилевский каласа парĕ, ыйтăвăрсене уçăмлатĕ», - терĕ Геннадий Николаевич ярмăркка уçăлнине пĕлтерсе.

 

Хăнăху çуккисене вĕрентеççĕ, стаж пуррисене хапăллаççĕ

 

«Залра халăх йышлă пухăнни, ларма вырăн çукки Сочире ĕçлесе хăйсене тĕрĕслес ĕмĕтлисем йышлине çирĕплетет, - терĕ Станислав Дилевский ярмăрккана пухăннисене саламласа. - Сирĕнтен чылайăшĕ Олимпиада вăхăтĕнче унта пуласса шанатăп».

Чи малтан вăл спорт мероприятийĕсене ирттермелли сооруженисене презентацилерĕ.

«Адекко» компани представителĕ çирĕплетнĕ тăрăх - 2013 çулта Олимп вăййисен ту тата çыран хĕрринчи кластерне кĕрекен объекчĕсенчен чылайăшне тестланă. Çирĕплетсех çапла калама пулать: вĕсем Олимп вăййисене ирттерме хатĕр. Тĕпрен илсен, çитес çулхи ХХII Олимп тата ХI Паралимп вăййисем /вĕсем нарăс уйăхĕн 7-23 тата пуш уйăхĕн 7-16-мĕшĕсенче пулаççĕ/ валли 140 пин çынна йышăнма пултаракан 14 объекта хатĕрлесе çитернĕ, Адлер хулинче 567 км авто тата чукун çул тунă, ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнакансен 4 курорчĕ, ярăнса анмалли 4 вырăн хатĕр, 27 пин çын вырнаçмалăх отельсем çĕкленĕ. Сăмах май, Олимп вăййисене хатĕрленсе ирттермешкĕн малтанласа палăртнă тăрăх вăхăтлăх персонал 8000 çын кирлĕ, Паралимп валли - 2500-е яхăн. Çавна май ĕç вăйĕ енĕпе пуян Чăваш Ен йĕркелÿ комитечĕн регионсен хушшинчи партнерĕсенчен пĕри пулас, çапла вара çĕр-шывăн ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнчи тĕнче пĕлтерĕшлĕ тĕп проектне - Раççей историйĕнчи пĕрремĕш Хĕллехи вăйăсене - унта 80 ытла патшалăх, 5,2 пин спортсмен тата официаллă çын, МИХ представителĕсем 9,5 пин, 2 млн куракан хутшăнать, унтан йĕркеленĕ кăларăмсене 130 çĕр-шыври 3 млрд çын пăхать - хутшăнас шанчăк пысăк.

Спортсменсене, курма килнисене пурăнма, тупăшма хăтлă условисем туса памашкăн, мĕн пур объект-сооружение кал-кал та йĕркеллĕ ĕçлеттермешкĕн вăхăтлăх персонал суйласа илесси - тĕп ыйтусенчен пĕри. Камсене хапăлласа йышăнаççĕ-ха?

 

Ваканси нумай, килĕшекеннине суйла...

 

Станислав Дилевский çирĕплетнĕ тăрăх - пуçаруллă, ăнтăлуллă, яваплă та ĕçчен çынсем кирлĕ. Пĕлÿ учрежденийĕнчен тин кăна вĕренсе тухнисене те, опыт пуррисене те, хăнăху çуккисене те йышăнаççĕ. Пĕлменнисене вĕрентеççĕ. Пĕлтерĕшли - вĕсен Раççей гражданлăхĕ пулмалла.

Сочи-2014 йĕркелÿ комитечĕн официаллă поставщикĕ Adecco Group Russia Олимп тата Паралимп вăййисене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта ĕçлемешкĕн вакансисем уçнине пĕлтерет, паян вĕсен 200 ытла тĕсне сĕнет. Вĕсен хушшинче: транспорт /водительсем, парковщиксем, транспорт менеджерĕсем/* логистика /склад /логистсем, складра ĕçлекенсем, погрузчик водителĕсем/* информаци технологийĕ /IT тата Telekom специалисчĕсем/* сервис, Олимп объекчĕсемпе ялĕсене пăхса тăрасси /вырнаçтарасси, эксплуатацилесси, клининг/* апатлану йĕркелесси /апатлану точкисене тытса тăрасси, сервис персоналĕ/* рабочи специальноçĕсем /опыт çуккисем валли/, сайра тĕл пулакан позици /дикторсем, судьясем, журналистсем тата ытти те/ енĕпе.

Олимпиада вăхăтĕнче ĕçлени - çĕр-шыври спортăн тĕп мероприятине хатĕрленсе ирттерме хутшăнни, хăйне евĕр опыт пухни кăна мар, тивĕçлĕ шалу илни тата ытти те.

Асăннă программа тĕллевĕ пархатарлă, вăл Раççейĕн кашни çыннине хăпартлантарать, аслă çĕр-шывпа мăнаçлантарать тата вăйăсене ирттермешкĕн хăйĕн тÿпине хывма, элита мероприятийĕсем ирттерес енĕпе паха опыт пухма май парать.

Сочи хулинчи Олимп объекчĕсенче вăхăтлăх - 2013 çулхи авăн - 2014 çулхи ака уйăхĕсенче - тăрăшакансене, йĕркелÿ комиссийĕпе граждан-право тĕлĕшĕнчен килĕшÿ çирĕплетнисене, тивĕçлĕ шалуллă ĕç параççĕ, суйласа илнĕ должноçа кура 1-6 уйăх таран вăй хураççĕ тата çăмăллăхсемпе, гарантисемпе усă кураççĕ: вĕсен пурнăçне страхлаççĕ, ĕçленĕ тапхăрта Сочи хулинче общежитире е пансионатра тÿлевсĕр усраççĕ тата кунне виçĕ хут апатлантараççĕ. Пурăннă вырăнтан ĕçленĕ çĕре илсе çÿреççĕ, униформа параççĕ, инфратытăмпа /çыхăну, тăкаклакан материалпа, гигиенăпа, ĕç сыхлавĕпе/ тивĕçтереççĕ. Юлашки пĕтĕмлетÿсем тăрăх çул çÿрев тăкакĕсене компенсацилеççĕ.

 

«Эпир сире ылтăн купи шантараймастпăр...»

 

«Ĕçĕ çăмăл мар. Анчах та ăна хăнăхма пулать, чун туртăмĕпе, çутă ĕмĕтпе малалла ăнтăлмалла, ун чухне йывăрлăха парăнтарма май килĕ», - терĕ Станислав Дилевский презентацие вĕçлесе çынсене фойене анкета çырма йыхравланă май.

Сочи хулине вăхăтлăх ĕçлеме каяс шухăшлисем вара çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа асăннă компани представителĕсене хăйсем пирки пĕлтернĕ хутсене пачĕç. Паллах, вĕсенчен кашниех ĕмĕчĕ чăнлăха çаврăнасса шанчĕ, çавăнпах çунатланчĕ. Çапах чăнлăхран иртеймĕн: унта каймашкăн тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла. Эсир чунпа туртăнни кăна çителĕксĕр, мĕн тума пултарнине тата ăнтăлуллă пулнине тĕпе хураççĕ. Саккун йĕркине пăхăнатăр-и - çакна хăрушсăрлăх служби тĕпчет, кун-çулăрпа, çыхăнăвăрсемпе интересленет. Çичĕ ала тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарсан вара сирĕнпе йĕркелÿ комитечĕн представителĕсем çыхăнаççĕ те хăйсене юрăхлă пулнине пĕлтереççĕ.

Анкета çыракансен хушшинче те Станислав Дилевскирен ыйтса пĕлес текен йышлă пулчĕ. Студентсем вĕреннĕ тапхăрта Сочире вăхăтлăх ĕçлесшĕн пулнине пĕлтерчĕç. Ку енĕпе йĕркелÿ комиссийĕ ятарлă услови туса параймасть мĕн. Олимпиадăна хатĕрленсе ирттернĕ чухне вăхăтлăх персоналăн унта пулмалла. Çавна май вĕренÿ учрежденийĕн ертÿлĕхĕпе калаçса татăлма тивет. Вĕсем ирĕк парсан - тархасшăн...

Тивĕçлĕ канăва тухнă 60 çулти хĕрарăм Олимпиадăра горничнăйра ĕçлесшĕн. Чару çук иккен, вăхăтлăх персонал суйланă чухне ÿсĕме пăхмаççĕ, çыннăн ĕçлес пахалăхне тата ваканси списокне мала хураççĕ. Апла тăк унăн та резюме хатĕрлемелле.

Виççĕмĕшĕ анкетăна Интернет урлă ярса панă. Халĕ çырсан ытлашши пулмĕ-ши? Мĕнех, журналта тепĕр хут паллă тутарни те вырăнлă иккен. Тĕрĕссипе, хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравне кашниех тивĕçрĕ, ку енĕпе йĕркелÿ комитечĕн представителĕсем уйрăмах тимлĕ пулчĕç.

Станислав Дилевский Чăваш Енри хутшăнусемпе кăмăллă. «Адекко» компани вăхăтлăх персонал суйламашкăн 15 регионпа çыхăну тытасшăн. Вĕсен шутĕнче - Чăваш хутлăхĕпе те. «Кунти лару-тăру килĕшет, çынсем çак ыйтупа кăсăкланни тÿрех сисĕнет, - тет вăл. - Паянхи ярмăрккана та, авă, Комсомольски районĕнчи ĕçлев центрĕн специалисчĕсем ентешĕсене ятарласа илсе килнĕ. Вĕсем те Сочие лекессе шанатăп.

Ку çеç-и? Олимпиадăра ăсталăха туптанă çынсен карьери ăнăçассинче иккĕленместĕп.. Вĕсен ячĕ-шывне ятарлă базăна кĕртеççĕ. Çав информаципе каярахпа усă кураççĕ. Олимп тата Паралимп вăййисем хыççăнах Раççейре «Формула - 1», футбол чемпионачĕ иртмелле. Вĕсене унта чĕнсе илĕç. Паллах, пултарулăха кура ĕнтĕ».

Хаклă ентешĕмĕрсем, тен, сирĕн те хăватăра Сочире тĕрĕслесе пăхас килет? Тĕплĕнрех кун пирки район-хулари ĕçлев службисен специалисчĕсенчен ыйтма пултаратăр. Резюмене е-mail-па ярса пама юрать: Adecco@ sochi2014com. Ваканси пирки job.sochi 2014.com сайтра пĕлтернĕ.

Масштаблă проекта хутшăнни - Чăваш Енĕн наци ячĕ-сумĕн ыйтăвĕ. Сочи Олимпиадин слоганĕ - «Маттуррисем кăна лайăх вăйă йĕркелеме пултараççĕ». Апла тăк çавсен йышне Чăваш Республикин ăнтăлуллă хастарĕсем лекесси иккĕлентермест.

Валентина СМИРНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика