отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Урмарском районе ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни тухăçлăрах 25 сентября 2017 г. (Урмарская районная газета)

25 сентября 2017 г.

Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни тухăçлăрах 25 сентября 2017 г. (Урмарская районная газета)

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн районта, пĕтĕм Республикăри пекех,

Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Хальхинче унта çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: Чăваш Республикинче кĕрхи уй-хир ĕçĕсем епле пыни* ЧР муниципаллă пĕрлĕхĕсенче ялхуçалăх ярмăрккисем йĕркелесси* пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2017-2018 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси* хула хутлăхне йĕрке кĕртес енĕпе хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртесси тата республикăра пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусене палăртассинче хутшăнни* пуçарулăх бюджетне аталантарасси. Пĕрлехи информаци кунне ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина килсе çитрĕ. Районти ял тăрăхĕсенче тата Вăрмар хула тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма пурĕ 5 ушкăн йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина пĕр ушкăна пуçтарăнса Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Павловпа тĕл пулчĕç. Унтан вĕсем Вăрмар хула тăрăхĕн администраци коллективĕпе тата депутачĕсемпе ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе явнă май ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина кашни ыйтупа тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăри ялхуçалăх организацийĕсенче тата пысăкрах хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче 239,0 пин гектар çинчен тĕштырă, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртнĕ. Çакă пĕтĕмĕшле вырмалли лаптăкран 88,4 процент пулать. Вăрмар районĕнче çак ĕçе 88,7 процент пурнăçланă. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хушăвĕпе килĕшÿллĕн ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене хăйсен продукцине вырнаçтарас тата хула халăхне пахалăхлă продукципе тивĕçтерес тĕллевпе августăн 26-мĕшĕнчен пуçласа республикăри хуласенче «Кĕр парнисем-2017» ялхуçалăх ярмăрккисем ĕçлеме пуçланă.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев Вăрмар пасарĕн территорийĕнче кăмăл тăвакансем валли çăмăллатнă йĕркесемпе суту-илÿ лаптăкĕсем уйăрнине пĕлтерчĕ. О.Казарина республикăра топливăпа энергетика комплексĕсен объекчĕсен 93 проценчĕ хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕррине палăртрĕ, çав шутра коммуналлă хуçалăхсен объекчĕсем - 93,5 процент, пурăнмалли фондăн - 95,4 процент. Вăрмар районĕнче пурăнмалли фонда хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ. Хула хутлăхне йĕрке кĕртес енĕпе хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртесси тата республикăра пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусене палăртассинче хутшăнни, пуçарулăх бюджетне аталантарасси пирки тĕплĕнрех райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев чарăнса тăчĕ. Палăртнă проектсене халăх патне илсе çитересси пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каларĕ вăл. «Тен, хăшĕсем çак проектсем пирки пĕлмеççĕ те пулĕ, çавăнпа халăха пуçтармалла, пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантармалла», - терĕ А.Васильев. Вăл район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен официаллă сайчĕсенче пĕтĕм информаци пулнине палăртрĕ. «Хула хутлăхне йĕрке кĕртесси» проект 5 çула тăсăлнине, унпа килĕшÿллĕн тавралăха тирпейлеме тĕрлĕ мероприятисем ирттерме планланине пĕлтерчĕ. Проект икĕ тапхăрпа пулса пырĕ: 1-мĕш тапхăр - 2017 çулта, 2-мĕшĕ - 2018-2022 çулсенче. Çак программа пин ытла çын пурăнакан ял тăрăхĕсенче пурнăçланĕ. Пирĕн районта программăна 7 ял тăрăхĕ кĕни çинчен каларĕ А.Васильев.

Тĕл пулура пуçарулăх бюджетне аталантарассин проекчĕсене пурнăçа кĕртессинче халăхăн та хутшăнмаллине, тăкаксен ытларах пайне республика бюджечĕ хупланине палăртрĕç. Пуçарулăх бюджетне аталантарассин проекчĕсенче халăхăн финанс пайĕ 20 процент шутланса тăрать. Районта халĕ 4 проект пурнăçланать. Арапуç ял тăрăхĕнче çул-йĕр участокĕн юсавĕ вĕçленнĕ, çак кунсенче Энĕшпуç, Энтрияль, Чупай ял тăрăхĕсенче ĕçсем пуçланĕç.

Малалла информаци ушкăнĕ районти «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» тулли мар яваплă общество тата «Урмарытеплосеть» МУП коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Информаци кунĕнче ĕçлекен тепĕр ушкăн йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов тата районти культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Л.Агеева пулнă. Вĕсем Энтрияль ял тăрăхне çитсе курчĕç. Вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Е.Васильевăпа, унти специалистсемпе тата культура ĕçченĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулса калаçрĕç. Çанталăкĕ хĕвеллĕ тăнă май тĕлпулу урамрах - райпо лавкки умĕнче иртрĕ. Ял çыннисене тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарчĕç. Чи малтанах нумаях пулмасть Энтрияль ял тăрăхĕнче иртнĕ суйлав çинчен калаçрĕç. Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 10-мĕшĕнче кунта ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Ял халăхĕ тата яваплă çынсем суйлав пĕтĕмĕшле лайăх иртнине, кунта пурăнакансен 97 проценчĕ сасăлани питĕ аван кăтарту пулнине палăртрĕç. Пухăннисем çул-йĕр тăвассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Н.Павлов районти çул-йĕр участокĕсене черетпе юсасах тăнине каларĕ, Энтриялĕнчи çул-йĕре юсамаллине хăй куçпа курнине, çак чăнах та пĕлтерĕшлĕ ыйту пулнипе килĕшнине пĕлтерчĕ. Пуçтарăннă çынсем ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçас ыйтăва та хускатрĕç. Хальхи çурт юрăхсăра тухни, ăна çак таранччен те кăмака хутса ăшăтма тивни çинчен каларĕç. Халăха сĕтĕн сутлăх хакĕ пăшăрхантарни те палăрчĕ. Сĕт пуçтаракан предпринимательсем сĕте йÿнĕ хакпа туянаççĕ, укçине те вăхăтра тÿлемеççĕ иккен. Николай Анатольевич çак ыйтăва татса пама шанăç пурри çинчен пĕлтерчĕ. Арапуç ялĕнче «Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕ тухăçлă ĕçлесе пырать, вăл 500 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать, çав шутра 140 пуç сăвакан ĕне. Çавăнпа фермерăн сĕте упрама ятарлă 3 сивĕтмĕш пур. Пĕр сивĕтмĕше 10 тонна сĕт кĕрет. Н.Павлов каланă тăрăх, «Иванов В.А.» фермер ?хресчен% хуçалăхĕпе халăх хушшинче сĕте унта сутса вырнаçтарма хут çинче килĕшÿ туни çак çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ. Саккуна пăхăнса хут çинче килĕшÿ туни сĕт хакне тивĕçлĕ шайра тытса тăма, укçине вăхăтра илме май парĕ. Унсăр пуçне тĕлпулура районта пысăках мар сĕт-çу завочĕ уçни питĕ вырăнлă пулни çинчен калаçрĕç.

Николай Анатольевич халăха районти кĕрхи уй-хир ĕçĕсем еплерех пынипе паллаштарчĕ. Пирĕн районта ытларах ялхуçалăх енĕпе ĕçлеççĕ, 17 пине яхăн гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса илеççĕ. Паянхи куна пĕтĕмĕшле лаптăкран тата 10 процент тĕштырă пуçтарса илмелли юлнă.

Пухăннисем тавралăха тирпей-илем кĕртмелли çинчен те калаçрĕç: ялти тарасана тасатмалла, ÿссе кайнă йывăçсене касмалла, урамсемпе çырмасенче выртса çÿрекен çÿп-çапа пуçтармалла. Çак ыйтусене татса пама ял тăрăхĕн администрацийĕпе ял халăхĕ пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçлемеллине палăртрĕç.

Тепĕр ыйту вăл - Энтрияль ял тăрăхĕнче пушар машини пулманни. Тĕрĕссипе вăл пур-ха, анчах ăна тĕпренех юсамалла. Çынсем ял тăрăхĕн хăйĕн пушар машини пулмалла, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе калаçрĕç.

Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Васильева пуçарулăх бюджетне аталантарассипе çыхăннă проектсем пирки сăмах хускатрĕ. Ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа-тенкĕ пуçтарăнса пынине, çавăнпа халăха кунта пурăнма хăтлă пултăр тесе палăртнă тĕллевсене пĕчĕккĕн пурнăçласа пыма май пуррине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Энтриялĕнче кĕпер тума планлани çинчен каларĕ.

Малалла яваплă çынсем Энтриялĕнчи пуçламăш шкул тата ача сачĕ вырнаçнă çурта çул тытрĕç. Çак учреждени Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче шутланса тăрать. Шкул директорĕ Г.Архипова кунти ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Икĕ хутлă çуртра таса та типтерлĕ. Ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ илме пĕтĕм услови пурри те куçкĕрет. Унсăр пуçне информаци ушкăнĕ Шутнерпуç ялĕнчи культура çуртне çитсе курчĕ, вăл авариллĕ лару-тăрура пулнине палăртрĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ĕçленĕ ытти ушкăнсем Арапуç, Аслă Чак, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи халăхпа та тĕл пулса калаçнă. Пĕтĕмĕшле илсен, информаци ушкăнĕсен членĕсем çак тĕл пулусем ăнăçлă иртнине, кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тивĕçлĕ шайра пăхса тухнине палăртрĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика