22 февраля 2017 г.
Февралĕн 20-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов пулчĕ. Чи малтанах Сергей Геннадьевич "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула çул тытрĕ. Шкулти фойере ЧР ялхуçалăх министрне С.Артамонова шкул ачисем куравсемпе, сăнÿкерчĕксемпе паллаштарнă. Шкулти акт залĕнче районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, 2017 çулхи задачăсене палăртас тĕллевпе анлă лару иртнĕ. Ларăва ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсенчи депутатсен Пухăвĕсен председателĕсем, район прокурорĕ Е.Краснов, районти предприятисемпе организацисен, агропромышленноç предприятийĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсем, культура ĕçченĕсем, уйрăм çын предпринимательсем хутшăннă.
Вĕрентÿ ĕçĕнче, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе культура аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне М.Красновăна, Пысăк Енккассинчи "Еник" фольклор ушкăнне ертсе пыракан А.Яковлевăна, "Яковлев В.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхне В.Яковлева ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕсене панă. РФ вĕрентÿпе наука министерствин премийĕн лауреачĕсен дипломĕсене Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Д.Лисицкий, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Ю.Осипова тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме ирĕк паракан свидетельствăсене Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекен А.Васильева, Кристинăпа Ксения Яковлевăсем, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен И.Егоров, И.Иванова, Н.Иванов, Вăрмар районĕнчи "Ачасен пултарулăх çурчĕ" хушма пĕлÿ паракан бюджет учрежденийĕнче вĕренекен К.Долгова, Е.Короткова, Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен А.Кириллова, районти спорт шкулĕнче тренер-преподавательте ĕçлекен А.Саминов илме тивĕçнĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ А.Тихонов районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарнă. Александр Иванович кашни отраслĕн аталанăвĕ çинче тĕплĕ чарăнса тăнă. Экономикăри çăмăл мар условисенче ялхуçалăхĕ чи илĕртÿллĕ отрасль вырăнĕнче, мĕншĕн тесен унăн продукцине ыйтакансем яланах чылай. Ялхуçалăхне аталантарма федераци, республикăри бюджетсенчен субсидисем уйăрсах тăраççĕ. Иртнĕ çул районти ялхуçалăх таварне туса илекен 44 хуçалăх 47 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ.
2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар район территорийĕнче 15 593,5 гектар çĕр лаптăкĕ çинчи 7192 çĕр пайĕсене регистрациленĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умĕнчи тĕллев: 2017 çулхи июлĕн пĕрремĕшĕччен усă курмасăр выртакан çĕр пайĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарассине вĕçлесе пĕтермелле. Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерессипе ĕçлемелле. Пурĕ 11 çĕр участокĕ йĕркеленĕ, 86 çĕр участокĕ панă, учетра нумай ачаллă 68 çемье тăрать. 2017 çул вĕçленнĕ тĕле черетре тăракан çемьсене çĕр участокĕсемпе тивĕçтермелле.
2017 çулхи тĕллев - Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи автомобильпе çÿремелли çулсен строительствине вĕçлесси, Кĕлкеш, Тикаш, Патти, Шăхаль ялĕсенче çулсен строительствине пуçламалла.
2016 çулхи чи паллă пулăмсенчен пĕри вăл - Энĕшпуçĕнчи Культура çурчĕн строительстви. Ăна кăçалхи июнь уйăхĕн тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Палăртса хăвармалла, районти чылай культура учрежденийĕсем тĕп юсав ыйтаççĕ. 2017 çулта Пысăк Енккассинчи культура çуртне юсама, Кивĕ Вăрмарти культура çуртне çĕнетме палăртнă.
2017 çул республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май районта çак енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. Александр Иванович ялсенче пурăнакан çынсен пуçарăвĕсене пулăшмалли пирки каланă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов июлĕн пĕрремĕшĕ тĕлне усă курман çĕр пайĕсене регистрацилес ыйтăва вĕçлемелле тесе тĕллев лартнă, çĕрпе пурлăхшăн аренда тÿлевне шыраса илессипе тĕплĕ ĕçлеме хушнă. Çавăн пекех Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов поселок аталанăвĕ пирки тухса калаçнă.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен каланă.
Лару вĕçленнĕ май С.Артамонов министр залра ларакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă, районăн аталанмалли майсем пурри пирки каланă. "Пирĕн пĕрле ĕçлемелле, вара пурте пулать", - палăртнă вăл.
Источник: "Урмарская районная газета"