30 декабря 2014 г.
Çулталăк вĕçленсе пынă май кашни предприяти-организацирех çак тапхăрта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетеççĕ. Вăрмарти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем Çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Служба пулăшнипе хăйсене килĕшекен ĕç тупнисем те вĕсенчен кая мар хавас.
- Самана улшăнсах тăрать, çавна май халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тĕллевĕ-тивĕçĕсем те кашни çул пĕр пек мар. Акă, кăçал Украинăри киревсĕр пулăмсем пирĕн ĕç-хĕле те пырса тиврĕç: тăнăç пурнăç шыраса пирĕн республикăна килсе çитнĕ Украина çыннисене кăткăс лару-тăрура пулăшма тăрăшрăмăр. Кĕтменлĕхсем, тен, малашне те пулĕç - вĕсене лăпкăн тÿссе ирттерме тăрăшмалла, - терĕ Центр ертÿçи Виталий Нестеров коллектива тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн саламланă май.
2014 çулта Вăрмар районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтса 1135 çын килнĕ. Çав шутран 56 проценчĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем. Экономика тĕлĕшĕнчен активлă халăх йышĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ хальхи вăхăтра 0,27 процентпа танлашать.
Халăха юрăхлă ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе, професси пĕлĕвĕ илме е пулас профессие суйлама пулăшассипе Чăваш Республикин асăннă служби палăртнă патшалăх заданийĕсене Вăрмарсем пурнăçланă. Малтан палăртнă ĕçсемсĕр пуçне хушма пулăшу та кÿнĕ. Вĕсен шутĕнче - кÿмепе çÿрекен инвалида ĕçпе тивĕçтерни.
2015 çул алăкран шаккасанах Пинер ялĕнчи Марина Михайлова хăйĕн кун-çулĕн çĕнĕ тапхăрне пуçлĕ - пĕрремĕш ушкăнри инвалид кĕç-вĕç уçăлакан çĕвĕ цехĕнче тăрăшма тытăнĕ. Ун валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме шăпах Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнă. Çĕвĕçсен цехне вырăнти предприниматель Татьяна Иванова пуçарнипе уçасшăн. Цех валли хăпартнă вĕр çĕнĕ çурт вырăнĕнче ĕлĕкрех райпо лавкки пулнă. Кĕске вăхăтрах хăтланă çĕнĕ предприяти хальлĕхе 8 çĕвĕçе явăçтарать. Ĕç пÿлĕмĕсем хатĕр те ĕнтĕ, вак-тĕвек ыйтусене татса парасси кăна юлнă.
Кÿмеллĕ сусăрсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелес ыйтăва çĕклесен ĕçпе тивĕçтерекен центр мĕншĕн шăпах Марина Михайлова çинчен аса илнĕ-ши?
- Сусăрсемпе ĕçлекенсем çинче яланах - пысăк яваплăх. Хальхи вăхăтра патшалăх ертÿлĕхĕ инвалидсен нушисене çăмăллатассипе тимлĕ ĕçлет. Пирĕн службăран та çаплах ыйтать. Çавна май инвалидсем кашни ял тăрăхĕнче миçен тата камсем пулнине пĕлсе тăратпăр. Вĕсемпе вăхăтран вăхăта калаçу ирттеретпĕр. Кÿмепе çÿрекен сусăр валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме ятарлă хушу илнĕ хыççăн темиçе çынпа та сăмах пуçартăмăр. Тĕрлĕ енчен шухăшласа пăхнă хыççăн Марина Николаевна çинче чарăнса тăтăмăр, - ăнлантарать Центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Анастасия Егорова.
Марина сусăрланнăранпа - 20 çул. Çак хушăра тăван килĕнчен аякка ниçта та каяйманскер хăйĕн пĕрремĕш ĕç кунне хавхаланса кĕтет. Паллах, çĕнĕлĕх пăлхантарать унăн чунне. Çапах та: "Тăватă стена хушшинче ларнинчен япăххиех пулас çук", - тесе ырринех кĕтет вăл.
Ирина ПУШКИНА
Источник: "Хыпар"